Кĕçнерникун, 28.03.2024, 20:04
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2013 » Чÿк » 10
Пĕлетĕп эп вăрçă çинчен 
Ват асатте каланинчен.
Эп пит  шеллетĕп ват çынна –
Куççуль юхать куçĕсенчен.

Куççуль тăкмасăр май та çук,
Вăрçă пынă тăватă çул.
Çĕкленнĕ халăх паттăрла
Вăрçма тискер тăшманпала.

Вилĕм пăхсассăн та куçран –
Ман асаттеçĕм парăнман.
Шывра путман, вутра çунман,
Пĕр утăм каялла чакман.

Тăван çĕре хăтарасса,
Çĕнтерÿпе таврăнасса
Шанса кĕрешнĕ асатте –
Ăна пит кĕтнĕ асанне.

Кăкăр тулли медаль çакса
Вăл таврăннă тăван яла.
Вăл халĕ те чыс-хисепре,
Вăй-хал парса тăрать пире.

Тăхăр вунна халь çывхарать,
Чăн-чăн салтак вăл, ветеран.
Пире ăс-тăн, тĕслĕх парать –
Курасшăн хăй пекех хастар.

«Тухмаççĕ вăрçă çулĕсем –
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 958 | Кам хушнă: selime | Хăçан:10.11.2013 | Комментарисем (1)

Раççей гербĕ хĕрлĕ тĕслĕ,
Варринче ун – ăмăрт кайăк.
Ăмăрт кайăк ылтăн тĕслĕ,
Икĕ пуçлă, ик çунатлă.

Çуначĕсене вăл сарнă
Пит мăнаçлăн та сулмаклăн.
Варринче, ав, юланутçă –
Курăнать вăл пит хастаррăн.

Çак элем çине пăхсассăн
Палăрать çĕр-шыв шăпийĕ:
Ун кун-çулĕ, ун асапĕ,
Унăн савăнăç-мăнаçĕ.

Çирĕп кайăкăн сăнарĕ:
Раççей çĕрĕ, пĕтĕм халăх,
Питĕ анлă уйĕ-хирĕ –
Иксĕлми пуян патшалăх.

Çунатне сарса вĕçÿçĕн
Йăлт сăнать пек вăйлă кайăк.
Сарлака иккен çĕр-шывăм,
Пур ун тем те – савăнмалăх.

Хĕвел тĕслĕ ăмăрт кайăк
Çĕр питне çутатнăçемĕн
Ешерет чечек те курăк,
Шăранать тем тĕрлĕ кĕвĕ.

Çĕкленет Раççей çĕр-шывĕ,
Хăй чапне сарать инçе вăл.
Малашне те аталанĕ,
Ун хăвачĕ вайлăланĕ.

Раççей гербĕ – ырă символ…
Ун пĕлтерĕшĕ пит пысăк.
Ирĕклĕн, мăнаçлăн ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 490 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан:10.11.2013 | Комментарисем (0)

Шырав
Кун тăрăм
«  Чÿк 2013  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz