Кĕçнерникун, 28.03.2024, 15:15
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2013 » Раштав » 18
Вăрман хĕрринче çутă кӳлĕ сарăлса выртать. Кӳлĕпе юнашар пĕр ватă йăмра саркаланса ларать. Ирĕккĕн ӳсет вăл. Ăна нимĕн те чăрмантармасть, нимĕн те кансĕрлемест. Вăрман сивĕ çилрен сыхлать, кӳлĕ нӳрĕк парать. Кашни иртен-çӳрен ун хӳттине ларса канать. Кӳлĕ çумĕпе иртсе çӳрекен çынсене йăмра ăсатса ярать, кĕтсе илет, хăй сулхăнне ларса канма чĕнет.
Çак темиçе ĕмĕр пĕр вырăнтан тапранмасăр ларакан йывăç çинчен тем тĕрлĕ халап-юмах та çӳрет ял хушшинче. Ку вырăнтан иртсе çӳрекен çынсем çухалкалани те пулнă теççĕ.
Шăпах çак йăмра йывăççи патĕнчен иртсе çӳрет те ĕнтĕ Катриван. Кашни кунах вăл вăрман урлă хулана ĕçлеме çӳрет. Кӳлĕ хĕрринчен иртнĕ чухне кунти илемпе чарăнса тăрсах киленет. Акă паян та вăл пĕр самантлăха чарăнса тăрса уçă сывлăша кăкăр туллин сывласа илет те малалла утать. Хулана çитиччен унăн вăрман урлă пилĕк çухрăм утмалла. Уншăн вара çак çул вăрăммăн туйăнмасть, хăнăхнă çулпа вăл кирлĕ çĕре хăвăрттăнах çитет.
Хуларан каялла таврăннă чухне Катри ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 719 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан:18.12.2013 | Комментарисем (0)

Ял хĕрринче пĕр 50-60 çулхи йăмра ларнă. Ăна ял çыннисем темшĕн ылтăн йăмра тенĕ. Ваттисем ун çинчен çапла каланă: «Кам ылтăн йăмрана тытать, çавă йăмра хуралçи пулать», — тенĕ. Çавăнпа та çак йывăç патне никам та çӳремен. Ватă çынсем ачасемпе çамрăксене йăмра патне каймалла маррине асăрхаттарсах тăнă. Йăмра хĕлĕн-çăвĕн пĕчченех кашласа ларнă.
Ял çыннисем шыв ăсма йăмра патĕнчи çăла çӳренĕ. Йăмра çине пăхкаласа илнĕ-ха шыв ăсакансем, анчах ун патне çывăха пыман.
Пĕр ирхине амăшĕ Терука шыв ăсма ячĕ. Амăшне пулăшма хăнăхнă арçын ача икĕ витре илчĕ те çăл еннелле утрĕ. Çăл патне çитсен витрисене тултарчĕ те каялла кайма хатĕрленчĕ. Çав вăхăтра йăмра ылтăн тĕспе çуталса кайрĕ те Терука хăй патне чĕннĕ пек туйăнчĕ. Арçын ачана темле вăй ылтăн йăмра патнелле уттарчĕ. Йывăç патне çитсен Терук хăй сисмесĕрех йăмра вуллине ярса та тытрĕ ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 934 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан:18.12.2013 | Комментарисем (0)

Хумккапа амăшĕ питĕ килĕштерсе пурăнатчĕç. Амăшĕ ăнсăртран чирлесе кайрĕ те урăх ура çине тăраймарĕ. Ялти Липпа ятлă ăрăмçă-сиплевçĕ те сыватаймарĕ Хриççа карчăка.
Хумкка пĕчченех тăрса юлчĕ. Вăл ашшĕпе амăшĕн пĕртен-пĕр ывăлĕччĕ. Унăн ашшĕ пилĕк çул каялла чире кайса вилчĕ. Амăшĕ вара арçын ачана пĕчченех ӳстерчĕ. Халĕ Хумкка вун саккăрта ĕнтĕ, хăйне хăй пăхма пултарать. Çапах та питĕ кичем ăна. Ялта унăн таванĕсем те çукпа пĕрех.
Пурăнать çапла Хумкка ашшĕ-амăшĕнчен юлнă паян-ыран йăтăнса анас пек пĕчĕк кивĕ пӳртре пĕчченех. Çанталăкĕ кĕр енне сулăннă май пӳртре те сивĕ туйăнать. Хутса ăшăтма вара вутти те çук. «Мĕн тăвам-ши?» — шухăшлать каччă.
Хумкка çурчĕ умĕнче ашшĕ лартса хăварнă йăмра йывăççи ӳсет, вăл та пĕчченех кашласа ларать. «Йăмрана касас та вутă тăвас, пӳрте хутса ăшăтас, кăмака улми пĕçерсе çиес&raqu ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 501 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан:18.12.2013 | Комментарисем (0)

Шырав
Кун тăрăм
«  Раштав 2013  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz