Кĕçнерникун, 28.03.2024, 23:19
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2015 » Кăрлач » 13 » Ачасем телейлĕ пулччăр!
21:28
Ачасем телейлĕ пулччăр!

Ялсенче пÿртсем çунаççĕ,

Уй-хире танксем таптаççĕ,

Арçынсем вăрçа каяççĕ,

Юлнисем асапланаççĕ.

 

Ачасем ахаль лармаççĕ,

Тимĕр-тăмăр пуçтараççĕ,

Вăрмантан вутă йăтаççĕ,

Пахчара та пулăшаççĕ.

 

Нимĕçсем яла килсессĕн

Вĕсене йăлтах сăнаççĕ.

Кирлине-мĕне пĕлсессĕн

Партизансене калаççĕ.

 

Тăшман аллине лексессĕн –

Пĕр сăмах та шарламаççĕ.

Шелсĕр-мĕнсĕр вĕлерсессĕн –

Паттăрла пуçне хураççĕ.

 

Ача чух ним шутламасăр

Канлĕн çеç çывăрмалла вĕт.

Выçăпа асапланмасăр

Савăнса вылямалла вĕт.

 

Тăшмансем ытла хаяр çав…

Чунĕ çук вĕсен пĕрин те:

Чĕрĕллех çĕре чикеççĕ,

Чĕрĕллех вута переççĕ.

 

Тăшмана эп кураймастăп,

Чунтанах çапла калатăп:

– Ачасем телейлĕ пулччăр!

Савăнса выляччăр, кулччăр!

 

Осипов Александр, 7б класс,

«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Категори: Пирĕн пултарулăх - 2014 | Миçе хут пăхнă: 452 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2015  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Архив
Сайт тусĕсем

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz