Эрнекун, 26.04.2024, 00:37
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2015 » Кăрлач » 13 » Çепĕç те пуян чĕлхе
21:43
Çепĕç те пуян чĕлхе

Тăван чĕлхе! Тăван чĕлхе!

Пуян та çепĕç эс, хитре!

Ялан эс пул манпа пĕрле –

Юрлатăр ман вĕри чĕре.

 

Атте-анне те ман – чăваш,

Пур несĕл-хурăнташ – чăваш.

Апла пулсан – эп чăн чăваш,

Атьсем те пулĕç ман – чăваш.

 

Чăваш пулни вăл пысăк чап,

Вăл ăраскал, анне парни.

Эп уншăн питĕ савăнап –

Ĕçчен, сăпай чăваш çынни.

 

Нихçан ан хурлăр чĕлхене,

Ăна ан хăйăр тиркеме.

Вырнаçнă ĕмĕр чĕрене –

Туйса тăратăп илемне.

 

Мана вăл вăй-хăват парать,

Чун-чĕрене пуянлатать,

Юрлаттарать, ташлаттарать,

Тус-тăванпа хутшăнтарать.

 

Апла пулсассăн, тусăмсем!

Чĕлхе янратăр уççăнрах!

Эпир унпа калаçнăçем –

Пулар тата мăнаçлăрах.

 

Козлов Игорь, 9б класс, Красноармейски шкулĕ

Категори: Пирĕн пултарулăх - 2014 | Миçе хут пăхнă: 553 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2015  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Архив
Сайт тусĕсем

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz