Эрнекун, 19.04.2024, 19:57
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » Пирĕн пултарулăх - 2008
Тем тĕрлĕ планета та пур çав: «Хаваслăх», «Туслăх», «Кăмăллăх», «Тăнăçлăх»… Эпĕ вара «Кичемлĕх» планета çинчен çырса кăтартасшăн. Ытти планетăсемпе танлаштарсан ку тĕнчере пурăнакансем пурте салхуллă, хуйхăллă, кичем, кăмăлсăр пулнă. Мĕншĕн тесен вĕсем хĕвел çути сайра курнă. Хура пĕлĕтсем, хура кунсем, хура каçсем… Çак планета çинче кун çути курнă Марьяна ятлă ырă кăмăллă та çепĕç чунлă хĕр ача йĕри-таврари пусăрăнчăк та илемсĕр пурнăçпа килĕшсе тăрайман, хăй пĕчĕкскер çеç пулин те — халăха епле пулсан та пулăшасшăн пулнă. 
Асламăшĕ каласа панă тăрăх, ĕлĕк ку планета çинче илемлĕ, хаваслă, кăмăллă пулнă. Юрă-кĕвĕ янăранă, çынсен пит-куçĕ кулăпа çиçнĕ — пурте савăнса çеç пурăннă. Планета ячĕ те «Ырлăх» пулнă. Пĕррехинче çĕр-шыв çийĕн хура пĕлĕтсем шуса иртнĕ, хĕвеле хупласа хунă, тĕксĕм çанталăк пуçланнă, йывăç-курăк ӳсме пăрахнă, çынсен кăмăлĕ хуйхă-суйхăпа тулнă… «Кичем пурнăç пуçланчĕ», — тенĕ вĕсем. ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2008 | Миçе хут пăхнă: 1075 | Кам хушнă: selime | Хăçан:30.04.2010 | Комментарисем (1)

Пурăннă тет Çĕр çинче карчăкпа старик. Вĕсен икĕ ывăл пулнă. Чухăн пурăннă вĕсем, укçи-тенки пулман, анчах выçă çӳремен. Аслă ывăлĕ питĕ ĕçчен пулнă, пĕрмаях ĕçпе тăрмашнă, кĕçĕнни вара ĕçрен тарса çӳренĕ. Пĕррехинче кĕçĕн ывăлĕ Витали чирлесе кайнă, ăна сиплĕ шыв кăна пулăшма пултарнă. Амăшĕ аслă ывăлне, Çтаппана, вăрмана сиплĕ шыв патне янă.
Пĕр кун иртнĕ, икĕ кун, эрне… Çтаппан çаплах çаврăнса çитеймен. Амăшĕ кулянма пуçланă.
Акă мĕн пулса иртнĕ иккен. Çтаппан вăрмана çитнĕ те малалла ăçта каймаллине пĕлмен. Иккĕленсе тăнă хыççăн вăл тӳрĕ çулпа кайнă та сиплĕ шыв патне çитсе тухнă. Часах шывне савăта тултарнă та каялла кайма хатĕрленнĕ. Çав вăхăтра ун патне виçĕ симĕс кĕлетке пырса тăнă. Çтаппан хăрасах кайнă, мĕн тăвас-ши тесе аптраса тăнă.
Пĕри унпа калаçма тытăннă. Çтаппан нимĕн те ăнланман, анчах каярахпа тавçăрса илнĕ. Вĕсем унран пулăшу ыйтаççĕ иккен. «Эсĕ питĕ ыр ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2008 | Миçе хут пăхнă: 615 | Кам хушнă: selime | Хăçан:30.04.2010 | Комментарисем (1)

Тĕнче уçлăхĕнче çăлтăрсен çемйи пурăннă. Вĕсем виççĕн пулнă: ашшĕ, амăшĕ тата Туслик. Вĕсем питĕ туслă пурăннă, мĕн кирлĕ — йăлтах пулнă. Анчах та Туслик пĕрмаях тунсăхланă, мĕншĕн тесен унăн юлташĕсем пулман, çемьере те вăл — пĕртен пĕр ывăл.
— Аттеçĕм, атте, çак планета çинче эпир çеç пурăнатпăр-и вара? — ыйтнă вăл пĕррехинче.
— Çук, ывăлăм, эпир çеç мар, çăлтăрсем нумай кунта, пĕринчен тепри илемлĕрех, çутăрах, — терĕ ашшĕ.
— Апла пулсан мĕншĕн эпĕ яланах пĕччен вылятăп, мана туссем кирлĕ, — хăпмарĕ ашшĕнчен ывăлĕ.
Тусликăн çуралнă кунĕ çитрĕ.
— Сана мĕн парнелемелле, ывăлăм? — ыйтнă ашшĕпе амăшĕ.
— Манăн пĕтĕмпех пур, тус-юлташсем çеç çук, — терĕ хурлăхлăн Туслик.
Ашшĕпе амăшĕ шухăша кайрĕç. Мĕнле çăлтăрсене чĕнмелле-ши ывăлĕн çуралнă кунне уявлама?
Ывăлне чун-чĕререн юратакан ашшĕ ун валли туссем шырама тухса кайрĕ. Нумай пăхса, нумай сăнаса çӳрерĕ вăл. Тусли ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2008 | Миçе хут пăхнă: 822 | Кам хушнă: selime | Хăçан:30.04.2010 | Комментарисем (1)

Пĕр ялта карчăкпа старик пурăннă. Вĕсен икĕ ывăл пулнă. Пĕри Иван, тепри Юман ятлă. Чухăн пурăннă çак çемье, укçа-тенкĕ çитмен.
Пĕррехинче Иванпа Юман хыпар илтеççĕ: патшан юратнă хĕрĕ чирлесе ӳкнĕ иккен. Ăна никам та сыватайман. Çитмĕл çичĕ тинĕс урлă килнĕ тухтăрсем те нимĕн те тăвайман. Вара патша çынсене çапла пĕлтерет: «Кам манăн хĕре сыватать, çавна ăна качча паратăп тата çур патшалăха та шеллемĕп».
Патша сăмахне илтнĕ хыççăн Иванпа Юман телей шырама тухса каяççĕ. Çул çинче вĕсем пĕр карчăка тĕл пулаççĕ.
— Ăçталла çул тытатăр, паттăрсем? — тесе ыйтать карчăк.
— Эпир патша хĕрне сыватма каятпăр, — теççĕ каччăсем.
— Эсир унта кайсан та — нимĕн те тăваймăр. Патша хĕрĕн вăйне кашни каç космосран вĕçсе анакан хăрушă чĕр чун илет. Çав чĕр чуна вĕлерсен тин патша хĕрĕ сывалать. Анчах та космоса вĕçсе çитме ракета кирлĕ. Акă çак пысăк йывăç хăвăлне кĕрĕр те вĕренпе аялалла анăр. Ун ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2008 | Миçе хут пăхнă: 1363 | Кам хушнă: selime | Хăçан:30.04.2010 | Комментарисем (0)

Пурăннă тет Ласмос планета çинче пĕр çемье: ашшĕ, амăшĕ тата вĕсен ывăлĕ. Çак илемлĕ планета çинче çăлтăрсем анчах пурăннă. Ашшĕ — Масян çăлтăр, çăлтăрсен шкулĕнче тĕрлĕ чĕлхе вĕрентнĕ. Амăшĕ — Засяна çăлтăр, çăлтăрсен банкĕнче бухгалтерта ĕçленĕ. Ывăлĕ — Касян çăлтăрчăк, çăлтăрсен шкулĕнче çиччĕмĕш класра вĕреннĕ. 
Вĕсем пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе, савăнса пурăннă. Вĕсене нимĕн те кансĕрлемен, йывăрлăхра пĕр-пĕрне яланах пулăшса пынă. Кашнин пӳрнинче йăлтăркка çĕрĕ пулнă, унсăр вĕсем çутатма пултарайман.
Пĕррехинче кĕтмен инкек сиксе тухать — Касян хăйĕн çĕррине çухатать. Çавна пула вăл тĕксĕммĕн курăнма пуçлать, ыттисем пек çутатаймасть. Пурте шыраççĕ, анчах çĕрре тупаймаççĕ.
Вăйлă çил çавăрттарса кайнă хыççăн шырани те усси пулман. Касян питĕ куляннă. Ăна юлташĕсем лăплантарнă.
— Ан кулян, — тенĕ ăна Васян тусĕ.
— Чăнах та, ан кулян, атьăр пĕрле шырама каятпăр, — тенĕ тепĕр тусĕ Осян.
Çапл ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2008 | Миçе хут пăхнă: 676 | Кам хушнă: selime | Хăçан:30.04.2010 | Комментарисем (0)

Пĕррехинче шухăшласа ларнă чухне куçа хупрăм та — тĕлĕрсех кайнă.
Утатăп, утатăп, йĕри-тавра никам та çук. Сасартăк ман ума пĕр старик тухса тăчĕ. Аран-аран утать хăй, кĕлетки кукăрăлса ларнă, куçĕнчен куççуль юхать.
— Мĕншĕн никам та çук, эсĕ те ав макăрса утатăн, — тетĕп эпĕ.
— Ах, ачам, ку вырăнта пурăнакансене пурне те урăх планета çине илсе кайрĕç çав. Эпĕ тĕп сакайне çĕр улми патне кĕнĕччĕ те — мана асăрхаймарĕç пулмалла, — тет старик ассăн сывласа.
— Мĕнле çăлмалла вара вĕсене? — ыйтатăп эпĕ.
Ватă çын кăштах шухăшлакаласа тăчĕ те çапла каларĕ:
— Урăх планета çыннисене пĕр хаклă чул кирлĕ, çав чул çичĕ тĕслĕ. Ăна шыраса тупма виçĕ çĕршыв урлă каймалла, ватă юмана шыраса тупмалла, юман умне çитсен çапла каламалла: «Юман, юман, çичĕ тĕслĕ чул пар, тархасшăн».
Старик мана тĕплĕн ăнлантарса панă хыççăн эпĕ инçе çула пуçтарăнма пуçларăм.
— Вăрăм çула çăкăрсăр тухса ан кай, ватă çынна курсан çăкруна ан хĕрхен. Эпĕ сана çăмха парса яратăп, эс ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2008 | Миçе хут пăхнă: 778 | Кам хушнă: selime | Хăçан:30.04.2010 | Комментарисем (0)

Çĕр çинче амăшĕпе ывăлĕ пурăннă. Амăшĕ Укçине, ывăлĕ Петĕр ятлă пулнă. Вĕсем питĕ чухăн пурăннă. Тăраниччен çăкăр та çисе курман Петĕр. Пӳрчĕ-çурчĕ те начар пулнă вĕсен. Çитменнине тата Укçине чирлесе каять, вырăн çинчен те тăрайми пулать. Унăн пĕртен-пĕр ывăлĕ кулянмаллипех кулянать. Нимĕн тума аптранипе Петĕр кӳршĕ урамри Кулине карчăк патне каять, амăшĕ йывăр чирлесе ӳкни çинчен каласа парать. 
─ Çӳлте-çӳлте, пĕлĕт çинче ытарайми тутлă шăршăллă, питĕ усăллă курăк ӳсет. Унта пурăнакансем те питĕ ырă чунлă, кăмăллă — кирек кама та пулăшма хатĕр. Çав асамлă тĕнчерен илсе килнĕ курăка вĕретсе аннӳне ĕçтерсен — самантрах сывалать.
Ăслă та тарават карчăкпа калаçнă хыççăн Петĕр тарăн шухăша путать. Уншăн урăх тĕнчене кайса килесси вăл йывăр та асаплă вĕт-ха. Анчах та ырă шухăш çĕнтерет — унăн амăшне хăрушă чир аллинчен хăтармаллах. Пĕччен тухса кайма шиклентерет ăна, çавăнпа та вăл хăйĕн çывăх тусĕпе калаçса пăхать. Микулая нумай ăнлантарма кирлĕ мар иккен, вăл т ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2008 | Миçе хут пăхнă: 713 | Кам хушнă: selime | Хăçан:30.04.2010 | Комментарисем (0)

Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz