Кĕçнерникун, 25.04.2024, 20:14
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » Пирĕн пултарулăх - 2011
2050 çулхи чÿк уйăхĕ. Трак ялĕнче Мускаври 1555-мĕш номерлĕ гимназин филиалне уçнă. Эпĕ çак филиалăн 7 «ă» класĕнче вĕренетĕп. Филиала уçма Раççей Президенчĕ те килсе çитнĕччĕ. Вăл пире çĕнĕ вĕренÿ системи çине куçнă ятпа саламларĕ. Ăна вăл тĕнчери мĕн пур ĕç-пуç глобализациленнипе, çĕр-шывсем хушшинчи чикĕсем пăрахăçланнипе, ют çĕр-шыва кайса килме паспорт е укçа-тенкĕ пачах та кирлĕ маррипе çыхăнтарчĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ системи «Виртуаллă пĕлÿ тĕнчи» ятлă. Унпа килĕшÿллĕн эпир кунне виçĕ академиллĕ сехет вĕренетпĕр, тăхтавсем çур сехете тăсăлаççĕ. Каникул тапхăрĕ иккĕ: пĕри – хĕлле, тепре – çулла. Вĕсем виçшер уйăх тăсăлаççĕ. Кашни эрнере икĕ сехет виртуаллă экскурсине кайса килетпĕр. Каникулта вара – ют çĕр-шывра канатпăр. Ку пĕтĕмпех вĕренÿ программине кĕрет.
Акă, иртнĕ эрнере эпир Авалхи Египет кун-çулне истори урокĕнче вĕрентĕмĕр. Çак темăна тĕплĕнрех тишкерме пирĕн шкулăн ви ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2011 | Миçе хут пăхнă: 642 | Кам хушнă: selime | Хăçан:15.01.2012 | Комментарисем (0)

Чăваш ялĕ. Тÿрĕ те сарлака урамсем. Тăпăл-тăпăл илемлĕ çуртсем. Вĕсенчен пĕринче хăйĕн ашшĕ-амăшĕпе Марине ятлă хĕр ача пурăннă. Вăл ăслă-тăнлă та хитре пулнă. Ун çине ял çыннисем юратса пăхнă. Вăл хăйĕн сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе пурне те килĕшнĕ. Вĕсен кил-çурчĕ те яланах таса та тирпейлĕ пулнă, хăйсем те çынсене тарават кĕтсе илнĕ.
Пĕррехинче вĕсем пурте уя ĕçлеме кайнă. Ĕçлеççĕ-ĕçлеççĕ вĕсем… Хĕвелĕ те хытă хĕртет, çилĕ те çук… Кĕленче савăтри шыва та ĕçсе яраççĕ хайхисем. Акă вĕсем шывсăр аптрама пуçлаççĕ. Мĕн тумалла? Яла кайма инçерех, шăрăхра утма та кансĕр. Çывăхрах пĕр-пĕр çăлкуç çук-ши тесе шырама каяççĕ. Кайсан-кайсан халиччен çын ури ярса пусман вырăна çитсе тухаççĕ. Унта… Çăлкуç çуталса выртать иккен. Савăннипе шыв патне чупсах пыраççĕ кусем. Пĕлмен те, сисмен те çав вĕсем ун чух çак çăлкуç ырă маррине…
Типсе çитнĕскерсем, виççĕшĕ те харăсах аллисене шыв еннелле тăсаççĕ ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2011 | Миçе хут пăхнă: 576 | Кам хушнă: selime | Хăçан:15.01.2012 | Комментарисем (0)

Хурăнкас ялĕ – пĕчĕк ял. Вăл вăрман хĕрринче ларать. Ытти ялсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть вăл. Ун çывăхĕнче кÿлĕ çуталса выртать. Ăна Ылхан кÿлли теççĕ. Çав кÿлĕре Шывçă пурăнать имĕш. Вăл ытла та тискер иккен: шыв курăкĕсемпе витĕнсе ларнă, сăнĕ-пичĕ хăрушă, аллисем вăрăм, урисем кĕске. Ун йĕри-тавра тарçисем чупкаласа çеç çÿреççĕ. Çак тарçăсем – питĕ илемлĕ шывçисем (çунатлă хĕрарăмсем). Вĕсем шыв хĕррине тухса лараççĕ те çынсене илĕртсе шыва путараççĕ. Вара вĕсене Шывçă чура туса хурать те хăй патĕнче ĕçлеттерет. Шывçисем ытларах çамрăк та ăслă ачасене улталаса-илĕртсе хăйсен тĕнчине илсе анаççĕ.
Хурăнкас ялĕнчи Юманпа Илемпи те ăнсăртран шыв тĕнчине çакланаççĕ. Мĕнле лекеççĕ-ха вĕсем унта?
Пĕр уяр кун Юманпа Илемпи карçинккасем илсе вăрмана кăмпа татма каяççĕ. Çумăр хыççăн кăмпа нумай тухса тулнă: шур кăмпа, кăрăç кăмпи, хурăн кăмпи… Куç тĕлне пулнă кăмпана савăнсах пуçтараç ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2011 | Миçе хут пăхнă: 654 | Кам хушнă: selime | Хăçан:15.01.2012 | Комментарисем (1)

Манăн асанне пур. Вăл Кĕтерне ятлă. Пушă вăхăт тупăнсанах эпир унпа яланах шăкăл-шăкăл калаçса ларатпăр. Эпĕ ăна питĕ юрататăп. Вăл тем тĕрлĕ юмах та, тем тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш те, тем тĕрлĕ халап та пĕлет. Çывăхри вăрман çинчен, улăх-çаран çинчен, шыв-шур çинчен нумай каласа кăтартнă вăл мана. Хальхинче вара сăмах-юмах кÿлĕ çинчен пулчĕ.
Асанне çуралса ÿснĕ ялтан инçех мар пĕр çавра кÿлĕ пулнă. Çав кÿлĕ çинчен халăх хушшинче темĕнле халап та çÿренĕ. Асанне илтнĕ тăрăх, çав кÿллĕн шăп варринче пĕчĕк утрав пулнă. Ун çинче сăмахпа каласа пама май çук тĕлĕнмелле хитре чечек ÿснĕ. Çав чечек çинче хĕп-хĕрлĕ виçĕ çырла илĕртсе ларнă. Анчах та пĕр çырлине те никам та татса илме хăяйман.
Пĕррехинче пĕр чухăн старик хăйĕн йывăр хуйхине пусарас тесе нимĕн тума аптранипе кимĕ çине ларнă та утрав çинелле çул тытнă. Çак ырă кăмăллă мучие ялта пурте хисепе хунă, хăй те çынсене нумай пулăшнă. Анчах та хăйĕн инкек сиксе тухсан пĕр çын та пулăшма пултарайман, мĕнле пулăшмаллин ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2011 | Миçе хут пăхнă: 549 | Кам хушнă: selime | Хăçан:15.01.2012 | Комментарисем (0)

Ял çумĕнчи Ыртус кÿллине пурте лайăх пĕлеççĕ. Пысăках мар вăл. Хăй ĕмĕрĕнче тем те курнă, тем те тÿснĕ çак кÿлĕ. Ун çинчен хывнă юмах-халапа пĕтĕм ял-йыш пĕлет. Мана та асатте каласа кăтартнăччĕ. Эпĕ вара сире каласа паратăп.
Çуллахи вăхăтра виçĕ кун хушши пĕр чарăнмасăр çумăр лÿшкерĕ. Витререн тăкнă пек çунипе ял çумĕнчи кÿлĕ те тулса кайрĕ. Пĕр каçхине ял халăхĕ çывăрма выртсан кÿлĕ çывăхĕнче сасартăк кĕмсĕрт! туни илтĕнчĕ. Ытти çынсем те илтрĕç, те илтмерĕç, анчах та эпĕ (ку вăл ман асатте, вăл Хĕветĕр ятлă) кÿлĕ çывăхнерех пурăннă пирки çак сасса уççăнах илтрĕм. Тул çутăличченех мĕн пулчĕ-ши тесе шухăшласа выртрăм. Ирхине ирех тăтăм та ял йĕри-тавра пăхса çаврăнтăм, анчах нимĕн те асăрхамарăм. Вара кÿлĕ патне кайса пăхма шутларăм. Хĕвел те шуса тухрĕ, кайăксем те юрлаççĕ, темиçе кун çумăр çунă хыççăн çанталăк уяртса ячĕ. Кÿлĕ çине сăнасарах пăхса илтĕм – нимĕн те улшăнман пек. И ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2011 | Миçе хут пăхнă: 766 | Кам хушнă: selime | Хăçан:15.01.2012 | Комментарисем (0)

Пĕррехинче Женя шкулалла утнă май пĕве пуçĕнче тетрадь тупрĕ. Унăн хуплашки çине çапла çырнă: «Тусăм, çак тетраде уç та хăвăн чи кирлĕ икĕ ĕмĕтне çырса хур. Вара вĕсем çийĕнчех пурнăçланĕç». Женя аса илме пуçларĕ: «Ĕнер юлташсемпе тĕттĕм пуличченех урамра вылярăмăр. Çавăнпа та уроксене тĕплĕн хатĕрленеймерĕм». Вăл нумай шутласа тăмасăрах пĕрремĕш ĕмĕтне çырса хучĕ: «Паян кашни урокрах «5» паллă илесчĕ». Çак ĕмĕт-шухăшпа шкулалла кĕрсе кайрĕ.
Акă пĕрремĕш урок – математика. Учитель Женьăна доска умне задача шутлама чĕнсе кăларчĕ. Женя задачăна хăвăрт та тĕрĕс шутларĕ. «Пиллĕк» паллă илчĕ.
Иккĕмĕш урокра сăвă пăхмасăр каламалла пулчĕ. Женя сăвва вĕренмелли çинчен пачах та манса кайнă. Доска умĕнче вăл сăвва тикĕс, пĕр такăнмасăр каласа пачĕ. «Аван! Ку тетрадь пулăшать иккен», - шутларĕ Женя. Çапла вара арçын ача кашни урокра «5» паллă илчĕ.
Тепĕр ĕмĕтне килте амăшĕпе пĕрле çырма шутларĕ. Амăшĕ ĕçрен килсен вăл ăна асамлă тетрадь çинчен каласа пачĕ. Амăшĕ Жен ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2011 | Миçе хут пăхнă: 486 | Кам хушнă: selime | Хăçан:15.01.2012 | Комментарисем (1)

Астан хăйĕн шыври патшалăхĕнче савăнса çеç пурăннă. Унăн чи пысăк пуянлăхĕ — унăн çичĕ хĕрĕ. Чи асли — Стана ятлă. Хĕрĕсем вара пĕри тепринчен чипер пулнă. Шыв патши вĕсене питĕ юратнă. Кашни хĕрĕн уйрăм пӳлĕм, илемлĕ кĕпесем, хитре пушмаксем, йăлтăркка шăрçасем, хăлха çаккисем, сулă-çĕрĕсем… Астанăнни пек хитре хĕрсем патшалăхĕпе те никамăн та пулман. Ашшĕ хĕрĕсене куç пек сыхланă.
Астанăн Рина ятлă аппăшĕ пулнă. Çак усал та хытă чунлă хĕрарăм шăллĕ пуян пурăннине курайман, унăн пурлăхне ăмсаннă. Астанăн хĕрĕсене вара чунтан юратман. Рина шăллĕн патшалăхĕнче хăй хуçа пуласшăн çуннă. Астан вара аппăшĕн вăрттăн шухăшне пĕлмен, ун çинчен шухăшлама та пултарайман.
Пĕррехинче аппăшĕ Астан патне хăнана килнĕ. Шăллĕ ăна вăхăтлăха пурăнма тесе хăна пӳлĕмне вырнаçтарнă.
Пĕр кунхине Астан чи çывăх юлташĕ патне хăнана кайнă. Патшалăхне астуса тăма, хĕрĕсене пăхкалама Ринăна шанса хăварнă. Ш ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2011 | Миçе хут пăхнă: 512 | Кам хушнă: selime | Хăçан:15.01.2012 | Комментарисем (0)

Эпĕ Чаканар ятлă ялта пурăнатăп. Тăван ялăм мана питĕ килĕшет. Улăх-çаран çинче черетпе кĕтӳ кĕтетĕп. Вăрмана кăмпана çӳретĕп. Çуллахи шăрăх кунсенче вара туссемпе кӳлĕре шыва кĕретĕп.
Пахчара та ĕç нумай. Пĕррехинче çапла йăрансене çумларăм та кӳлĕ хĕррине кайса çăвăнса килем-ха терĕм. Шывĕ тăрă, ăшă. Малтан пит-куçа çуса илтĕм, вара урасемпе шыва кĕрсе тăтăм. Çапла тăратăп шывпа киленсе. Сасартăк темĕскер ман урасене ярса тытрĕ те шывалла сĕтĕрме пуçларĕ. Мĕнрен те пулсан çакланасчĕ тесе алăсене тăсрăм — нимĕн те лекмерĕ. Мана шыв тĕпнех сĕтĕрсе кĕрсе кайрĕ. Тĕттĕм, сивĕ, сывлаймиех пулса лартăм. Кăшт вăхăт иртсен сывлама çăмăлланчĕ, ăшă пулса кайрĕ. Ман паталла пĕр пулă ишсе пычĕ.
— Эсĕ кам?
— Эпĕ çын. Кӳлĕ хĕррине çăвăнма килтĕм.
— Ман хыççăн пыр.
— Ăçта илсе каятăн мана?
— Çитсен курăн.
Пулă мана пĕр шăтăка ертсе кĕчĕ. Шалта шултра чулсем выртаççĕ. Чулсем тавра чече ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2011 | Миçе хут пăхнă: 546 | Кам хушнă: selime | Хăçан:15.01.2012 | Комментарисем (0)

Пĕр чухăн çемье пурăннă. Хăш-пĕр чухне сĕтел çинче пĕр татăк çăкăр та пулман. Анчах та вĕсем пĕр-пĕрне питĕ юратнă: ашшĕпе амăшĕ тата икĕ ывăлĕ. Пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайман: пĕр-пĕрне хисепленĕ, пулăшнă, пĕр-пĕриншĕн тунсăхланă. Килĕштерсе пурăннипе, пер-пĕрне ăнланнипе вĕсем чухăнлăха çĕнтерсе пынă. Пĕчĕк пӳрчĕ вĕсен таса, тирпейлĕ, хăтлă пулнă.
Пĕррехинче ашшĕпе амăшĕ ĕçе тухса кайсан пиччĕшĕпе шăллĕ пулă тытма кайма шутланă. Пулă вăл тутлă та усăллă апат. Килте нимĕн те çимелли çук чухне — пушшех те.
Акă ачасем пĕве хĕррине çитрĕç. Кивĕ кимĕ çине ларса кĕсменсемпе авăса-авăса пĕве варрине кĕрсе ларчĕç. Кунта шăв-шав çук, пулă лайăх кĕрет. Ачасем вăлтисене шыва ывăтса ĕлкĕреймеççĕ — пулă хыççăн пулă çакланать. Каçхи апат пулчĕ те. Арçын ачасем савăнса çеç лараççĕ. Киле кайма хатĕрленеççĕ. Хавхаланса ларнипе ачасем сисмен те — тӳпене хура пĕлĕтсем сырса илнĕ. Чашлаттарса çумăр ç ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2011 | Миçе хут пăхнă: 727 | Кам хушнă: selime | Хăçан:15.01.2012 | Комментарисем (0)

Вылякансем:

Шывпи, Марине, Шапа, Тĕкĕр, Марине амăшĕ

Пĕрремĕш курăну

Кӳлĕ хĕрри. Йĕри-тавра илемлĕ йывăçсем ӳсеççĕ. Вĕсем çинче хĕп-хĕрлĕ çырласем çакăнса тăраççĕ. Марине тухать.

Марине. Çырла пиçнĕ! Анчах та ăна çиме юрамасть. Çисессĕн — тĕлĕнтермĕш япаласем курса пĕтетĕн. (Марине чăтаймасăр пĕр çырлине татса илсе çиет). Ытла та тутлă-çке! (Тепĕр çырлине татма аллине тăсать çеç — кӳлĕрен Шывпи сиксе тухать).
Шывпи. Чиперкке! Эсĕ мĕншĕн хĕрлĕ çырласене татса çиетĕн? Вĕсем ахаль çырласем мар вĕт.
Марине. Чăтаймарăм çав, ытла сĕтеклĕ курăнса лараççĕ те. Халь манпа мĕн пулать-ши вара?
Шывпи. Мĕн пулмалли пулать. Атя манпа пĕрле. Шыв тĕпне анатпăр, сана хамăрăн çĕр-шывпа паллаштаратăп.
Марине. Санпа пĕрле пымасассăн?
Шывпи. Пымасассăн — пĕчĕк пулă пулса выртатăн та хĕвел çинче шывсăр типсе вилетĕн.
Марине. Манăн халех вилес килмест-ха. Эсĕ мĕнлерех ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2011 | Миçе хут пăхнă: 626 | Кам хушнă: selime | Хăçан:15.01.2012 | Комментарисем (0)

Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz