Ытларикун, 17.10.2017, 05:03
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2013 » Чÿк » 10 » Раççей гербĕ – ырă символ
21:38
Раççей гербĕ – ырă символ
Раççей гербĕ хĕрлĕ тĕслĕ,
Варринче ун – ăмăрт кайăк.
Ăмăрт кайăк ылтăн тĕслĕ,
Икĕ пуçлă, ик çунатлă.

Çуначĕсене вăл сарнă
Пит мăнаçлăн та сулмаклăн.
Варринче, ав, юланутçă –
Курăнать вăл пит хастаррăн.

Çак элем çине пăхсассăн
Палăрать çĕр-шыв шăпийĕ:
Ун кун-çулĕ, ун асапĕ,
Унăн савăнăç-мăнаçĕ.

Çирĕп кайăкăн сăнарĕ:
Раççей çĕрĕ, пĕтĕм халăх,
Питĕ анлă уйĕ-хирĕ –
Иксĕлми пуян патшалăх.

Çунатне сарса вĕçÿçĕн
Йăлт сăнать пек вăйлă кайăк.
Сарлака иккен çĕр-шывăм,
Пур ун тем те – савăнмалăх.

Хĕвел тĕслĕ ăмăрт кайăк
Çĕр питне çутатнăçемĕн
Ешерет чечек те курăк,
Шăранать тем тĕрлĕ кĕвĕ.

Çĕкленет Раççей çĕр-шывĕ,
Хăй чапне сарать инçе вăл.
Малашне те аталанĕ,
Ун хăвачĕ вайлăланĕ.

Раççей гербĕ – ырă символ…
Ун пĕлтерĕшĕ пит пысăк.
Ирĕклĕн, мăнаçлăн, сумлăн
Ыр ĕçсем тума чĕнет вăл.

Надежда Козлова
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 123 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Чÿк 2013  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Copyright MyCorp © 2017
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz