Эрнекун, 29.03.2024, 09:41
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2015 » Кăрлач » 13 » Тăнăç пурнăç пултăр ĕмĕре
21:32
Тăнăç пурнăç пултăр ĕмĕре

– Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра? –

Пултăмăр эпир тăшман хури.

– Ывăл пуçне хучĕ вăрçăра…

Ăçтарах-ши унăн вил тăпри?

 

Çитĕнтертĕм савăнса ăна –

Хамăн пĕртен-пĕр ывăлăма.

Манаймастăп эп çавă куна –

Хуйхă килсе çапрĕ пуçăма.

 

Вун саккăрти çамрăк каччăна

Хурланса ăсатрăм эп вăрçа.

Вăл килтен тухса кайсассăнах –

Ĕмĕрлĕх çухатрăм канăçа.

 

Куç хупмарăм эпĕ каçсерен,

Шухăша вĕçтертĕм инçете:

– Ывăлăм, таçти ют çĕрсенчен

Хăвăртрах эс таврăнсам киле!

 

Чĕрере ман тунсăх, тарăху…

Эс мĕнле чăтатăн-ши унта?

Ытла йывăр пулчĕ сан шăпу…

Ирсĕр тăшман айăплă кунта.

 

Вăрçă вăл куççуль те çухату…

Ыррине кĕтмелли çук унран.

Чунăмра  халь хурлăх, ырату –

Ывăл таврăнмарĕ вăрçăран.

 

Ылханатăп чун çиенсене,

Кураймастăп чунсăр çынсене,

Ывăла тĕп турĕç манăнне,

Хăварайрĕç ĕмĕр пĕччене.

 

Вăрçă-харçă кирлĕ мар пире,

Тăнăç пурнăç пултăр ĕмĕре:

Ывăлĕ юраттăр амăшне,

Амăшĕ упратăр ывăлне.

 

Харитонова Анастасия, 9б класс,

«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Категори: Пирĕн пултарулăх - 2014 | Миçе хут пăхнă: 540 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2015  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Архив
Сайт тусĕсем

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz