Тунтикун, 18.12.2017, 04:18
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2013 » Раштав » 21 » Ырăлăх йăмри
20:21
Ырăлăх йăмри
Ĕлĕк-авал чăваш çĕрне пĕрмаях тустарнă, çунтарнă, çаратнă. Ялсенчен нимĕн те тăрса юлман, йĕри-тавра çунăк шăрши çеç тăнă. Чăваш çыннисем унта-кунта тарса пытаннă, пуринчен те хăраса пурăннă. Анчах нимĕн тума та май çук, никам та нимĕн те тума пултарайман.
Пĕррехинче ял хĕрринчи вут-çулăм тивмесĕр тăрса юлнă пĕчĕк çурт патне ватă мучи пырса тăрать. Вăл алăкран шаккаса хăйне пĕр татăк çăкăр пама ыйтать. Çамрăк каччă алăка уçать те старике пӳрте кĕртет, ăна пĕр курка шыв тата юлашки çăкăр татăкне парать. Мучи темиçе кун çимен пулмалла, ырханлансах кайнă. Ку çуртра пурăнакан Илехмет уçă кăмăллă çын пулнине сиссе ватă çын ăна: «Тавах сана, каччă, ырă кăмăлушăн», — тет.
— Мĕн эсир, мучи, маншăн нимĕн шел мар.
— Куратăп эп, ывăлăм, эсĕ питĕ ырă чунлă çын. Эсĕ чăваш çĕрĕ çинчи вăрçа-харçа чарма пултарассине те куратăп эпĕ.
— Мĕнле чарма пултаратăп-ха эпĕ ăна? Манăн вăйăм çитес çук.
— Эпĕ сана пулăшăп. Эпĕ сана çăра уççи паратăп. Эсĕ унпа пĕр арчана уçма пултаратăн. Çав арчара асамлă йăмра йывăççин турачĕ выртать. Йăмра турачĕ çынсем хушшинчи килĕшĕве, çураçăва, юратăва çирĕплетет. Ку арчана шыраса тупма вара чи малтан чăваш çĕрĕн чĕрине тупса палăртмалла.
Çак сăмахсем хыççăн старик мăйĕнче çакăнса тăракан çăра уççине илет те çамрăка тыттарать. Çăра уççин вĕçĕнче йăмра çулçи çакăнса тăрать.
Ватă мучи çамрăк çынна тепĕр хут тав тăвать те пӳртрен тухса каять.
Илехмет çĕрĕпех çывăраймасăр асапланать, чăваш çĕрĕн чĕри ăçтараххине пĕлесшĕн çунать. Ир енне çеç ун пуçне пĕр шухăш пырса çапать: Атăл мар-ши вăл, ахальтен мар чăвашсем Атăла питĕ юратаççĕ. Атăл çывăхне ялсем туса лартаççĕ, Атăл шывне питĕ хаклаççĕ, мухтаççĕ. Чăваш çĕрĕн чĕри — Атăл!
Илехмет вырăн çинчен сиксе тăрать те кутамккине ăна-кăна чиккелесе, çăра уççине илсе инçе çула тухса утать.
Çăмăл пулмасть унăн çулĕ. Ялсем пушанса юлни, йывăç-курăк вут-çулăмпа ĕнсе пĕтни чунне ыраттарать. Пур çĕрте те çунса пĕтеймен пĕренесем, хăма таткисем йăваланса выртаççĕ. Каç пулса килет. Илехметĕн ăçта та пулсан çĕр каçма чарăнмалла. Вăл пĕр çунса пĕтеймесĕр сыхланса юлнă çурта кĕрет. Çиелти тумтирне хывса шăтса пĕтнĕ урайне сарать те кăшт тĕлĕрсе илем-ха тесе хутланса выртать.
Çĕрле Илехмет хăйĕн куçĕ çине темле хĕрлĕ çутă ӳкнипе вăранса каять. Ир пулчĕ те-ши тесе куçне уçса пăхать те — ун умĕнче хĕп-хĕрлĕ автан тăра парать. Çамрăк каччă куçĕсене уçсанах автан сасăпа калаçма пуçлать:
— Салам! Эпĕ сана чăрмантармастăп-и? Каçар ыйхуна вăхăтсăр татнăшăн.
— Салам! Эпĕ нихăçан та калаçакан автан курман та, çавăнпа тĕлĕнсе пăхатăп-ха сан çине.
— Тĕрĕс, эпĕ ахаль автан мар, эпĕ асамлă. Санăн тусу пулас-и? Сана эпĕ пулăшма та пултаратăп.
— Юрать! Иккĕн хаваслăрах та шанчăклăрах пулĕ.
Ирхине Илехмет каллех çула тухрĕ. Халĕ ĕнтĕ пĕччен мар — автан тусĕпе. Çапла çунса кĕлленнĕ ялсем витĕр тухса вĕсем вăрмана кĕчĕç. Вăрман тăрăх утма кăмăллăрах иккен: сывлăш уçă, кайăксем юрă шăратаççĕ, чечексем куçа илĕртеççĕ. Вăрман илемĕпе киленсе пырса сисмерĕç те — вăрман хĕррине тухса та тăчĕç. Вăрмантан инçе те мар Атăл шывĕ сарăлса выртать. Анчах та вăл лăпкă мар, çӳллĕ хумĕсем çырана пыра-пыра çапаççĕ, шывĕ — пăтранчăк.
Илехмет чăтаймасăр: «Мĕн пулнă вара пирĕн Атăла?» — тесе ыйтрĕ .
— Пирĕн Атăл питĕ кăмăлсăр, ун ăшне Усал Вăй кĕрсе вырнаçнă, çавăнпа вăл тулхăрать, пăтранать.
— Ăна Усал Вăйран мĕнле хăтармалла вара?
— Эпĕ сана пулăшăп, çавăнпа санпа пĕрле килтĕм те эпĕ.
Автан сывлăшалла вĕçсе хăпарчĕ те виçĕ хутчен çунаттисемпе хăлаçланса илчĕ. Çакăн хыççăн çĕр çине виçĕ михĕ ылтăн персе анчĕ.
Асамçă автан каялла вĕçсе анчĕ те: «Эсĕ халь Усал Вăя чĕнсе кăлар та ăна парне вырăнне виçĕ михĕ ылтăн пар. Пирĕн ăна тĕппипех пĕтермелле, мĕншĕн тесен вăл эпир шыракан арчана сыхлать. Усал Вăй тĕттĕмлĕхре пурăнма юратать, çавăнпа та эсĕ калаçтарнă вăхăтра эпĕ хамăн хĕрлĕ çутăпа унăн куçĕсене шартарса ярăп», — терĕ. Хăй йывăç хыçне пытанса тăчĕ.
Илехмет пĕтĕм вăй-халне пуçтарса çапла кăшкăрчĕ:
— Чăваш çĕрне аркатса-çунтарса тăракан Усал Вăй! Эпĕ сан пата парнепе килтĕм.
Сасартăк Атăл тата та ытларах пăлханса кайрĕ. Атăл варринчен тĕтĕм евĕр темле хура япала çĕкленсе тухрĕ те çыран хĕрринелле явăнса пычĕ.
Çакна курсан Илехметĕн чĕри тухса тарас пек тапма тытăнчĕ. Унăн ку вырăнтан çаврăнса пăхмасăр каялла тарасси килсе кайрĕ. Анчах та автан сăмаххисене аса илчĕ те хăйне тытса чарчĕ.
Часах Усал Вăй мĕкĕрсе ячĕ: «Аха, тепĕр мĕскĕн чун! Мана эсĕ парне парасшăн-и?»
— Çапла, эпĕ пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе сана парне парасшăн. Чарăн! Чăваш халăхне урăх ан асаплантар, чăваш çĕрне ан çунтар!
— Нихăçан та чарăнмастăп! Çĕре аркатасси — манăн юратнă ĕç. Çыннисем вара ĕмĕрлĕхех манăн чурасем пулĕç. Часах сана та шыв тĕпне сĕтĕрсе кĕрĕп.
Çав вăхăтра йывăç хыçĕнчен автан сиксе тухрĕ те хăйĕн çутине Усал Вăй çинелле тĕллерĕ. Хура тĕтĕм çавăнтах сирĕлсе-сирĕлсе пычĕ те куçран çухалчĕ. Тепĕр самантран Усал Вăй тăнă вырăнта, сывлăшра, арча курăнса кайрĕ. Автан çунаттисене сулса илчĕ те — арча ун умне çитсе те ларчĕ.
Илехмет ырă кăмăллă ватă çын панă арча уççине мăйĕнчен хывса илчĕ те арчана асăрханса уçрĕ. Унта — йăмра йывăççин турачĕ çуталса выртать. Хастар каччă турата илчĕ те çĕр çине тăрăнтарса лартрĕ. Хăй, ывăннăскер, Усал Вăя çĕнтернипе савăннăскер, çĕр çине тăсăлса выртрĕ те часах тĕлĕрсе кайрĕ…
Илехмет çулçăсем чăшăлтатнипе вăранса каять. Пăхать те — ун умĕнче йăмра йывăççи лара парать. Пĕлĕт таса, кăн-кăвак курăнать, хĕвел ăшшăн çутатса пăхать, Атăл шывĕ йăлтăртатса тăрать. Çунса кĕлленнĕ ялсем каялла хăйсен сăн-сăпатне йышăнса пыраççĕ. Çынсем пытанса ларнă вырăнсенчен тухса тăван килĕсене таврăнаççĕ. Çынсен чунĕсене лăпкăлăх, çураçу, юрату туйăмĕ çавăрса илет.
Çак хăрушă вăрçă-харçă хыççăн çынсем пĕр-пĕрне ытларах хисеплеме тытăнаççĕ. Пĕр-пĕрин çине савса пăхса çĕр çинче урăх нихăçан та вăрçу-харкашу ан пултăр теççĕ.
Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăннине нимĕн те çитмест çав. Çавăнпа та чăвашсем хăйсене инкекрен хăтарнă йăмра йывăççине кашни ялтах лартма тытăнаççĕ. Çак асамлă йывăçа лартнăранпа чăваш çĕрĕ çинче ырăлăхпа килĕшӳлĕх çеç хуçаланать, вăл малалла та малалла аталанса пырать. Тен çавăнпах, кашни чăваш йăмра йывăççине питĕ юратать, ăна упраса пурăнать. Чăваш çĕрĕ çинче йăмра ӳсет пулсан — чăваш халăхĕ пурăнать, йăмра асамлăхĕнчен вăй-хал илсе пуринпе те килĕштерсе туслă пурăнать.

Лидия Кузнецова, Красноармейски шкулĕ. Хайлав республикăмăрти "Чăваш йăмри" литература конкурсне хутшăннă, 2-мĕш вырăн йышăннă. Ертÿçи - чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен З.П.Михайлова
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 246 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Раштав 2013  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Copyright MyCorp © 2017
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz