Эрнекун, 29.03.2024, 01:00
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Çĕнĕ хыпарсем

Главная » Доска объявлений » Хыпарсем

В категории объявлений: 6
Показано объявлений: 1-6


Сортировать по: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Хыпарсем | Просмотров: 616 | Дата: 04.12.2015 | Комментарии (1)

Фоторепортаж

Ĕнер, çăвăн 24-мĕшĕнче, Чăваш наци вулавăшĕнче «Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт» кĕнекен хăтлавĕ тата «Чăваш ачи, сасуна пар!» видеосăвăсен конкурсĕнче çĕнтернисене чысласси пулчĕ.

Кĕнеке пирки ăна пухса кăлараканĕ Николай Плотников, редакторĕ Алина Сосаева тата ыттисем — шкул ачисем те, вĕрентекенсем те — тухса калаçрĕç. Конкурса йĕркелекенсем кашни автора эпир тин çеç тухнă кĕнекене парнелерĕç.

«Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурсăн çĕнтерӳçисене темиçе парне кĕтрĕ — паллă сăвăçсен сăнĕсем (вĕсене чăваш чĕлхипе литературин класĕнче çакма меллĕ) тата Чăваш халăх сайчĕ пухса кăларнă кĕнекесенчен пĕри. Паллах, Хисеп хучĕсемпе тивĕçтерчĕç. Уява уйрăмах сăвă калакансем илем кӳчĕç — пĕчĕккисем те аслăрах класрисем те.

"Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт" кĕнеке хăтлавĕнче "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвне çÿрекенсем те парнене тивĕçрĕç - хăйсен хайлавĕсене кĕртнĕ авторсем ăна тÿлевсĕрех илчĕç. «Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă Аня Васильева вара Дипломпа Ухсай Яккăвĕн портретне тивĕçрĕ.

Юрă-ташăпа вара Чăваш патшалăх филармонийĕ çумĕнчи «Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕ савăнтарчĕ.

Хыпарсем | Просмотров: 789 | Дата: 25.05.2014 | Комментарии (1)

Паян 11 сехетре К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче — вăл Шупашкарти Ленинград урамĕнчи 29-мĕш çуртра вырнаçнă — пĕлтĕр иртнĕ «Чăваш йăмри» литература ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ ачасемпе вĕрентекенсене хисеп хучĕсемпе чысларĕç, çав шутра - пирĕн вĕренӳ пĕрлешĕвĕн пайташĕсене те.
Конкурса ирттерекен Николай Плотников çапла хыпарларĕ: "Кашни çĕнтерӳçе эпир картина, Чăваш халăх сайчĕпе «Сăвар» наци культурин аталану фончĕ кăларнă чăвашла кунталăк (календарь), унччен хамăр кăларнă кĕнеке парнелерĕмĕр. Малти вырăна тухнисене 60х40 калăпăшлă картина, иккĕмĕш вырăна тухнисене — 40х30 калăпăшли, виççĕмĕш вырăна тухнисене — 20х30 калăпăшли лекрĕ. Çавăн пекех чыслава килнĕ вырăн йышăнман ачасене та ахаль хăвармарăмăр — вĕсене кунталăкпа тивĕçтертĕмĕр. Тепĕр уйрăмлăх: хальхинче кашни çĕнтерӳçĕ хăйне валли парнене хăй суйларĕ.
Чыслав вĕçленес умĕн эпир ятарлă конкурса та пĕтĕмлетрĕмĕр — мероприяти умĕн литература ăмăртăвне хутшăннă хайлавсем миçе пин саспалли йышăннине палăртма ыйтрăмăр. Ку конкурсра Элĕк районĕнчи Шĕмшешшкулĕнче вĕренекен Никита Никитин ăнăçлă пулчĕ — çĕнтернĕ ятпа ăна ятарлă парне лекрĕ (пурĕ 344 109 саспалли!). «Асамçă йăмра» сăвă çырса вăл унсăр та 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ те, çапла май чыславран икĕ пысăк картинăпах киле кайрĕ.
Вĕçĕнчен каласа хăварас пулать: малашне эпир литература конкурсĕсене ирттерессинчен пăрăнас тетпĕр. Çавах та ку ĕçе пирĕн хыççăн кам та пулин тăсас тет пулсан эпир ăна пулăшма хатĕр — парнесемпе чыслассине, электронлă вулавăша вырнаçтарассине хамăр çине илме пултаратпăр. Сирĕн ытти ĕçе тума тивĕ: ăмăртăва йĕркелеме, хайлавсене хаклама, çĕнтерӳçĕсене палăртма. Фантастикăлла литература конкурсĕнчен хăталнин сăлтавĕ малашне эпир ытларах тĕнче тетелĕнчи проектсемпе ĕçлессипе çыхăннă. Кăмăл пур пулсан — np@chuvash.org адреспа çырăр.
Ачасем валли концерт лартса паракан Муркаш районĕнчи «Хĕлхем» эстрада ушкăнне (ертӳçи Владимир Железнов), чыслав валли вырăн уйăрса панăшăн Чăваш наци музейĕн директорне Меньшикова Ирина Петровнăна (çырупа тухма пулашнăшăн — ЧНК-на), кăмăллăн йышăннăшăн Литература музейĕн заведующийне Оленкина Ирина Вячеславнăна, видео тата фото ӳкерсе пулăшнăшăн «Сăвар ТВ» тетел телеканалне (ертӳçи Олег Михайлович Цыпленков), ачасем валли экскурсисем ирттернĕшĕн Ирина Игнатьева экскурсовода, хăш-пĕр парнесемпе тивĕçтернĕшĕн Чăваш наци конгресне тата «Сăвар» чăваш наци культурин аталану фондне (ертӳçи Тимĕр Тяпкин), суту ĕçне йĕркелеме пулăшнăшăн хамăн йăмăка Елена Еремеевăна, транспортпа тивĕçтернĕшĕн Сергей Ситкова, чыслава килнĕ пур ачана та уйрăм тав сăмахĕ каласшăн.
Сăнсен пĕр пайне эсир «Пĕркласрисем» халăх тетелĕнчи «Сăвар, чунçӳрев» ушкăнра тупма пултаратăр (Олег Цыпленков ӳкернисем, 126), тепĕр пайне, Николай Плотников ӳкернине, кунтан (79) илме пултаратăр. Видео хатĕрлесе çитернĕ хыççăн «Сăвар ТВ» каналра пулĕ".
Хыпарсем | Просмотров: 718 | Дата: 28.02.2014 | Комментарии (0)

Чăваш халăх сайчĕ «Чăваш йăмри» литература ăмăртăвне те пĕтĕмлетни çинчен пĕлтерет. Пĕтĕмĕшле илсен вăл кăçал тивĕçлĕ шайра иртнĕ теме пулать — пурĕ 92 хайлав унта хутшăннă. Кашни районтан тенĕ пекех хутшăнакансем тупăннă. Çавах та Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски, Элĕк, Канаш районĕсенчисем уйрăмах хастар хутшăннă. Тутарстанран та икĕ хайлав килнĕ — пĕри Пăва районĕнчен, тепри Çĕпрел тăрăхĕнчен. 
Хайлавĕсене хаклама питĕ йывăр пулнă иккен. Чылай хайлаври чĕлхе илемлĕхĕ те, сюжет кăткăслăхĕ япăх мар шăрçаланнă. Хăшне мала кăларасси, хăшне парнеллĕ тăвасси самай шухăшлаттарнă жюри членĕсене. 
Красноармейскисене илес пулсан (вĕсем 22 хайлав тăратнă) мала çак хайлавсем тухнă:
 
6-мĕш класс, проза: 
1-мĕш: Дарья Джус (Красноармейски шкулĕ) çырнă «Кушакпа йăмра» калавĕ; 
2-мĕш: Кристина Ивановăн (Красноармейски шкулĕ) «Телей йăмри» калавĕ; 
3-мĕш: Екатерина Сидоровăн (Красноармейски шкулĕ) калавĕ.
 
7-мĕш класс, проза: 
1-мĕш: Екатерина Харитоновăн (Красноармейски  шкулĕ) «Йăмра хуралçи» калавĕ; 
3-мĕш: Анастасия Алексеевăн (Красноармейски  шкулĕ) «Ылтăн çулçă юмахĕ» тата Диана Михайловăпа (9-мĕш класра) Денис Михайлов (Красноармейски  шкулĕ ) пĕрле шăрçаланă «Улăпсен çĕршывĕпе туслашрĕç» калавĕ (Денис 7-мĕш класра пĕлӳ пухнине шута илсе ку хайлава çак ушкăна кĕртес тенĕ).
 
8-мĕш класс, проза: 
3-мĕш: Надежда Козловăн (Красноармейски  шкулĕ) «Йăмра сĕткенĕ» калавĕ.
 
9-мĕш класс, проза: 
2-мĕш: Лидия Кузнецовăн (Красноармейски  шкулĕ) «Ырăлăх йăмри» калавĕ; 
3-мĕш: Анастасия Харитонова çырнă «Юрату йывăççи», Кристина Аркадьевăн «Улăп паттăр» тата Елена Григорьевăн «Тĕлĕнтермĕш йăмра» калавĕсем. Вĕсем виççĕшĕ те пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Красноармейски вăтам шкулĕнче вĕренеççĕ.
 
10–11-мĕш класрисем: 
2-мĕш: Мария Даниловăн (Красноармейски шкулĕ) «Йăмра тĕнчи» калавĕсем; 
3-мĕш: Наталия Бобылевăн «Телейпи юрри», Екатерина Федотовăн «Асаплă йăмра», Екатерина Михайловăн «Йăмра хăвăлĕнчи тĕлĕнтермĕш» калавсем. Виççĕшĕ те пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Красноармейскинчи вăтам шкулта пĕлӳ пухаççĕ.
 
Ачасен пултарулăхне Красноармейски вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекенсем Виталийпе Зинаида Михайловсем ертсе пынă. Сăмах май, З.П.Михайловăн «Йăмра пилĕ» калавĕ çак конкурсăн вĕрентекенсен номинацийĕнче 3-мĕш вырăн йышăннă. Саламлатпăр!
Сайтçăсене пĕлме: çак конкурса хутшăннă хайлавсене пĕтĕмпех Нестер Янкас ячĕллĕ сайтăн электронлă вулавăшне вырнаçтарăпăр (Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ).
Хыпарсем | Просмотров: 787 | Дата: 28.01.2014 | Комментарии (0)

Ĕмĕтсен çăлкуçĕ

Фоторепортаж
Кăрлачăн 12-мĕшĕнче (2012 ç.) Çĕрпӳ район администрацийĕн лару пӳлĕмĕнче Интернет тĕнче тетелĕпе усă курса иртнĕ виçĕ ăмăрту çĕнтерӳçисене чысларĕç, çав шутра «Ĕмĕтсен çăлкуçĕ» литература конкурсĕ, «Тупмалли юмахсем-2» тата «Çĕрпӳ Енĕм — Тăван Ен» интернет-олимпиада пулчĕç.
Кашни ăмăрту çĕнтерӳçисем парнеллĕ пулчĕç: илемлĕ хайлавсем çыракансене «Урхамахсем тăраç тапăртатса» кĕнекепе картинăсем лекрĕç, тупмалли юмахсем шĕкĕлчеме ăста ачасене — кĕнекесем, Çĕрпӳ тăрăхне лайăх пĕлекенсене — тĕрлĕ теттесем. Чылайăшне Чăваш халăх сайчĕ 2012 çулхи календаре парнелерĕ. Хисеп хучĕсемсĕр те, паллах, никам та юлмарĕ.
Чысланисем хушшинче Трак ен ачисемпе вĕрентекенĕсем те пулчĕç. Красноармейски шкулĕн вĕренекенĕсем Козлова Надежда (6 класс, 1 вырăн), Аркадьева Кристина (7-а класс, 2 вырăн), Кузнецова Лидия (7-б класс, 2 вырăн), Харитонова Анастасия (7-б класс, 3 вырăн), Григорьева Елена (7-б класс, 3 вырăн), Макаров Дмитрий (9-а класс, 3 вырăн), Журавлева Оксана (9-б класс, 3 вырăн) Хисеп хучĕсемпе чаплă парнесене тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсен ертÿçисем - çак шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен Михайлова З.П. тата Михайлов В.М.. Сăмах май каласан, "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн ертÿçи Зинаида Петровна Михайлова хăй те асăннă конкурса хутшăнса вĕрентекенсем хушшинче 1-мĕш вырăна тухрĕ, Хисеп хучĕпе хаклă парнесем çĕнсе илчĕ.
Юрă тăхтавĕсенче хăйсен пултарулăхĕпе «Asамат» ушкăн савăнтарчĕ. Уява ертсе пырасса та çак ушкăн солисчĕ Леонид Антонов ертсе пычĕ.
Шкул ачисемпе вĕрентекенсем умĕнче темиçе кĕнеке авторĕ Ангелина Павловская тухса калаçрĕ — вăл хăйĕн пирки кĕскен каласа пачĕ, çамрăк çыравçăсене ăнăçусем сунчĕ, çырас кăмăла малалла та атлантарма сĕнчĕ.
Хыпарсем | Просмотров: 701 | Дата: 17.02.2013 | Комментарии (0)

Фоторепортаж

Нарăсăн 9-мĕшĕнче (2013 ç.), Красноармейски шкулĕнче республикăра иртнĕ «Ăраскал çăлтăрĕ» литература ăмăртăвĕнче мала тухнă ачасемпе вĕрентекенсене парнесемпе тата хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Сăмах май, асăннă конкурса Чăваш халăх сайчĕ (тĕп администратор - Н.Плотников) тата Чăваш чĕлхин инçет вĕрентÿ центрĕ (ертÿçи - В.Андреев) йĕркеленĕ.
Чыса тивĕçнисем хушшинче пирĕн район ачисем те пур. Вĕсем Красноармейски шкулĕнче "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕнче пĕлÿ пухакансем - 7 класра вĕренекен Надя Козлова, çав шкултах 8 класра вĕренекен Анастасия Харитонова тата 11 класра вĕренекен Екатерина Степанова пулчĕç. Вĕрентекенсенчен вара çĕнтерÿçĕ ятне чăваш чĕлхи вĕрентекен, асăннă вĕренÿ пĕрлешĕвĕн ертÿçи З.П.Михайлова çĕнсе илнĕ. Çĕнтерӳçĕсене картинсемпе (пĕрремĕш вырăна тухнисене — 60х40 калăпăшлă ӳкерчĕк, ыттисене — 30х20 калăпăшлине), кĕнекесемпе (эпир кăларнă «Урхамахсем тăраç тапăртатса» тата халăх сăмахлăхĕн «Янавар юмахĕсем» кĕнекипе), календарьсемпе (кĕсье календарĕ тата А. Розов юбилейĕпе кăларнă стена календарĕ), «Пукане» ятлă караоке дискпа наградăларĕç. Паллах, конкурса хутшăнакансене хисеп хучĕсемпе (мала тухнисене) тата ĕнентерӳ хучĕсемпе (ыттисене) те чысларĕç.
Юрă тăхтавĕсенче хăйсен пултарулăхĕпе «Юрату.ру» ушкăн хĕрĕсем  (ертӳçи: Роза Беляева) савăнтарчĕç.
Хыпарсем | Просмотров: 979 | Дата: 17.02.2013 | Комментарии (0)

Шырав

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz