Эрнекун, 29.03.2024, 09:49
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Тĕп страница » 2010 » Ака » 29 » Вĕрентекен
00:01
Вĕрентекен
Учителĕн чĕри пит аслă теççĕ,
Кашни вĕренекен валли унта
Пур юрату, пур ăшă туйăм теççĕ, –
Атте-анне пекех вăл туйăнать.
 
Учителĕн ăс-тăнĕ çивĕч теççĕ,
Пурин валли те пĕлĕвĕ çитет.
Ăçтан тухать ун чухлĕ ăсĕ теççĕ, –
Аталанса та хутшăнсах пырать.
 
Учителĕн чĕлхи пит çепĕç теççĕ,
Пурне те йăпатма хевти çитет.
Ун пек чĕлхе ăна кам панă теççĕ, –
Вăл чĕлхене анне çеç парнелет.
 
Вĕрентекенĕн чунĕ ырă теççĕ:
Вăл çывăх тус-юлташ вырăнĕнче.
Ăçтан тухать ыр кăмăлĕ ун теççĕ, –
Ăш пиллĕ чун-чĕреллĕ пулнинчен.
 
Учитель вăл пит чăтăмлă çын теççĕ:
Тем тĕрлĕ ачана та вĕрентет.
Ăçтан тухать-ши ун вăй-халĕ теççĕ, –
Чунне парса ырми-канми ĕçлет.
 
Учителĕн таланчĕ пысăк теççĕ:
Ташлать, юрлать те, сăвă та çырать.
Çакна пурне те Турă панă теççĕ, –
Маттур вăл, тем тума та пултарать.
 
Зинаида Михайлова,
чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ
Миçе хут пăхнă: 2910 | Кам хушнă: selime | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 1
0
1 Аксар Чунтупай   (20.07.2010 22:39) [Материал]
Хисеплĕ вĕрентекен! Вĕрентекен çулĕ ячĕпе саламлатăп Сана! Ырлăх-сывлăх, телей, ăраскал çитсе пытăр, вĕренекенÿсем шанчăкна тÿрре кăларччăр!

dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz