Эрнекун, 19.04.2024, 11:52
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Пайри категорисем
Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Каталог статей

Тĕп страница » Статьясем » Мои статьи

Манăн пултарулăх: Тăван чĕлхеçĕм, янăра!

Тăван чĕлхеçĕм, янăра!

Атте-анне пек – чунăмра.

Тăван-пĕтен пек – асăмра.

Юратнă мăшăр пек – çумра.

 

Шăрăх чухне – уçăлтаратăн,

Сивĕ чухне эс ăшăтатăн,

Хуйхă пуссассăн – йăпататăн,

Савăнăçа пĕрле пайлатăн.

 

Çÿлти хĕвел пек ăшăтатăн,

Каçхи çăлтăр пек çутататăн,

Çурхи шыв пек шăнкăртататăн,

Çăлкуç пекех тапса тăратăн.

 

Шăпчăк сасси пек илтĕнетĕн,

Чĕкеç пекех чĕвĕлтететĕн,

Шур акăш пек эс илĕртетĕн,

Тăри пулса çÿле вĕçетĕн.

 

Юман пек çирĕппĕн кашлатăн,

Çăка пек çепĕç çупăрлатăн,

Йăмра пек куççульпе макратăн,

Çырла пек техĕмлĕх паратăн.

 

Тухья пекех йăлтăртататăн,

Сурпан пек вăрăм çул сунатăн,

Шур кĕпе пек таса курнатăн,

Пĕркенчĕк пек пире упратăн.

 

Аваллăха ас тутаратăн,

Чăвашлăха эс туйтаратăн,

Малашлăха эс йыхăратăн,

Пуласлăха эс  шантаратăн.

 

Тăван чĕлхеçĕм, янăра!

Атте-анне пек – чунăмра.

Тăван-пĕтен пек – асăмра.

Юратнă мăшăр пек – çумра.

 

Зинаида Михайлова, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен,

Красноармейски шкулĕ

Категори: Мои статьи | Добавил: mixaj_58 (13.01.2015)
Миçе хут пăхнă: 619 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Сайт тусĕсем

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz