Кĕçнерникун, 28.03.2024, 13:16
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Çĕнĕ хыпарсем

Главная » Доска объявлений » Хыпарсем

«Чăваш йăмри» литература ăмăртăвĕнче çĕнтернисене чысларĕç
28.02.2014, 21:56
Паян 11 сехетре К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче — вăл Шупашкарти Ленинград урамĕнчи 29-мĕш çуртра вырнаçнă — пĕлтĕр иртнĕ «Чăваш йăмри» литература ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ ачасемпе вĕрентекенсене хисеп хучĕсемпе чысларĕç, çав шутра - пирĕн вĕренӳ пĕрлешĕвĕн пайташĕсене те.
Конкурса ирттерекен Николай Плотников çапла хыпарларĕ: "Кашни çĕнтерӳçе эпир картина, Чăваш халăх сайчĕпе «Сăвар» наци культурин аталану фончĕ кăларнă чăвашла кунталăк (календарь), унччен хамăр кăларнă кĕнеке парнелерĕмĕр. Малти вырăна тухнисене 60х40 калăпăшлă картина, иккĕмĕш вырăна тухнисене — 40х30 калăпăшли, виççĕмĕш вырăна тухнисене — 20х30 калăпăшли лекрĕ. Çавăн пекех чыслава килнĕ вырăн йышăнман ачасене та ахаль хăвармарăмăр — вĕсене кунталăкпа тивĕçтертĕмĕр. Тепĕр уйрăмлăх: хальхинче кашни çĕнтерӳçĕ хăйне валли парнене хăй суйларĕ.
Чыслав вĕçленес умĕн эпир ятарлă конкурса та пĕтĕмлетрĕмĕр — мероприяти умĕн литература ăмăртăвне хутшăннă хайлавсем миçе пин саспалли йышăннине палăртма ыйтрăмăр. Ку конкурсра Элĕк районĕнчи Шĕмшешшкулĕнче вĕренекен Никита Никитин ăнăçлă пулчĕ — çĕнтернĕ ятпа ăна ятарлă парне лекрĕ (пурĕ 344 109 саспалли!). «Асамçă йăмра» сăвă çырса вăл унсăр та 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ те, çапла май чыславран икĕ пысăк картинăпах киле кайрĕ.
Вĕçĕнчен каласа хăварас пулать: малашне эпир литература конкурсĕсене ирттерессинчен пăрăнас тетпĕр. Çавах та ку ĕçе пирĕн хыççăн кам та пулин тăсас тет пулсан эпир ăна пулăшма хатĕр — парнесемпе чыслассине, электронлă вулавăша вырнаçтарассине хамăр çине илме пултаратпăр. Сирĕн ытти ĕçе тума тивĕ: ăмăртăва йĕркелеме, хайлавсене хаклама, çĕнтерӳçĕсене палăртма. Фантастикăлла литература конкурсĕнчен хăталнин сăлтавĕ малашне эпир ытларах тĕнче тетелĕнчи проектсемпе ĕçлессипе çыхăннă. Кăмăл пур пулсан — np@chuvash.org адреспа çырăр.
Ачасем валли концерт лартса паракан Муркаш районĕнчи «Хĕлхем» эстрада ушкăнне (ертӳçи Владимир Железнов), чыслав валли вырăн уйăрса панăшăн Чăваш наци музейĕн директорне Меньшикова Ирина Петровнăна (çырупа тухма пулашнăшăн — ЧНК-на), кăмăллăн йышăннăшăн Литература музейĕн заведующийне Оленкина Ирина Вячеславнăна, видео тата фото ӳкерсе пулăшнăшăн «Сăвар ТВ» тетел телеканалне (ертӳçи Олег Михайлович Цыпленков), ачасем валли экскурсисем ирттернĕшĕн Ирина Игнатьева экскурсовода, хăш-пĕр парнесемпе тивĕçтернĕшĕн Чăваш наци конгресне тата «Сăвар» чăваш наци культурин аталану фондне (ертӳçи Тимĕр Тяпкин), суту ĕçне йĕркелеме пулăшнăшăн хамăн йăмăка Елена Еремеевăна, транспортпа тивĕçтернĕшĕн Сергей Ситкова, чыслава килнĕ пур ачана та уйрăм тав сăмахĕ каласшăн.
Сăнсен пĕр пайне эсир «Пĕркласрисем» халăх тетелĕнчи «Сăвар, чунçӳрев» ушкăнра тупма пултаратăр (Олег Цыпленков ӳкернисем, 126), тепĕр пайне, Николай Плотников ӳкернине, кунтан (79) илме пултаратăр. Видео хатĕрлесе çитернĕ хыççăн «Сăвар ТВ» каналра пулĕ".
Добавил: mixaj_58 |
Просмотров: 718 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Сайт тусĕсем

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz