Статистика
Халĕ кунта: 1 Хăнасем: 1 Юзерсем: 0
|
Блог
Тĕп страница » 2010 » Çу » 4 » Юратнă шкулăм
|
Савнă шкулăм, сан çинчен
Калаçатпăр кунсерен.
Кашни кунах йыхăран,
Парта хушшине лартан.
Вĕренетпĕр тăрăшса
Эпир чăваш ачисем.
Ÿстеретпĕр ăс-тăна
Эпир хастар ачасем.
Иккĕмĕш шкул пирĕншĕн –
Иккĕмĕш тăван кил-çурт.
Çавăнпа та вăл пире
Савăнăç, телей кÿрет.
Пит илемлĕ пирĕн шкул:
Пысăк, çутă та таса.
Яланах тирпейлĕ пул,
Хитрелет ăна татах.
Тăван шкулăм, сан яту
Янăратăр ырăпа.
Тутăр ялан çитĕнÿ,
Пултăр яланах малта.
Григорьева
Ксения, 7а класс
|
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2009 |
Миçе хут пăхнă: 715 |
Кам хушнă: selime
| Рейтинг: 5.0/1 |
|