Фоторепортаж
Ĕнер, çăвăн 24-мĕшĕнче, Чăваш наци вулавăшĕнче «Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт» кĕнекен хăтлавĕ тата «Чăваш ачи, сасуна пар!» видеосăвăсен конкурсĕнче çĕнтернисене чысласси пулчĕ.
Кĕнеке пирки ăна пухса кăлараканĕ Николай Плотников, редакторĕ Алина Сосаева тата ыттисем — шкул ачисем те, вĕрентекенсем те — тухса калаçрĕç. Конкурса йĕркелекенсем кашни автора эпир тин çеç тухнă кĕнекене парнелерĕç.
«Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурсăн çĕнтерӳçисене темиçе парне кĕтрĕ — паллă сăвăçсен сăнĕсем (вĕсене чăваш чĕлхипе литературин класĕнче çакма меллĕ) тата Чăваш халăх сайчĕ пухса кăларнă кĕнекесенчен пĕри. Паллах, Хисеп хучĕсемпе тивĕçтерчĕç. Уява уйрăмах сăвă калакансем илем кӳчĕç — пĕчĕккисем те аслăрах класрисем те.
"Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт" кĕнеке хăтлавĕнче "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвне çÿрекенсем те парнене тивĕçрĕç - хăйсен хайлавĕсене кĕртнĕ авторсем ăна тÿлевсĕрех илчĕç. «Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă Аня Васильева вара Дипломпа Ухсай Яккăвĕн портретне тивĕçрĕ.
Юрă-ташăпа вара Чăваш патшалăх филармонийĕ çумĕнчи «Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕ савăнтарчĕ. |