Ытларикун, 17.10.2017, 05:07
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 17 » Çăлтăрсен ырăлăхĕ. Калав
20:08
Çăлтăрсен ырăлăхĕ. Калав
Çӳлте-çӳлте, кăн-кăвак тӳпере, çăлтăрсем пурăннă. Вĕсем ытарма çук хитре пулнă, çĕрле пĕтĕм тĕнчене çутатса тăнă. Çăлтăрсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе туслă пурăннă, усал ĕç тăвасси вĕсен шухăшĕнче те пулман.
Çăлтăрсен пĕр йăла пулнă: çулталăкра пĕрре çĕр çине анса çынсем еплерех пурăннипе кăсăкланмалла, пулăшу кирлĕ пулсан — пулăшмалла. Çак ырă йăлана вĕсем çирĕп тытса пынă. Кашни çулах пĕр-пĕр çутăрах, хастартарах çăлтăра çĕр çине антарнă. 
Виçĕм çул Манмас пулса курнăччĕ çынсем патĕнче. Çĕр çине ура ярса пуссанах халăхăн нушине ăнланса илнĕччĕ вăл. Уйăх ытла çумăр çуман пирки çĕр пичĕ типсе ларнă, йывăç-курăк сарăхса кайнă, тырпул, пахча çимĕç ӳсме пăрахнă, кӳлĕсем ăшăхланнă, çулсем тусанпа витĕннĕ, çынсем шăрăхпа аптăраса çитнĕ, чирлисен шучĕ икĕ хут ӳссе кайнă. Çак хăрушă ӳкерчĕке курсан Манмасăн чĕри хĕссе килнĕ, чунĕ ыратма пуçланă, кăмăлĕ хуçăлнă. Вăл пĕр тăхтаса тăмасăрах каялла тӳпене вĕçсе хăпарнă та çĕр çинчи инкек çинчен Аслă Çăлтăра каласа кăтартнă. Аслă Çăлтăр вара тӳрех Çумăр Çăлтăрне хăй патне чĕнтернĕ те çĕр çинчи хурлăхлă лару-тăрупа паллаштарнă. Лешĕ пулăшма сăмах панă, хăй сăмахне тытнă: тепĕр эрнерен ăшă та лăпкă çумăр икĕ кун хушши çĕр çине лӳшкенĕ. Çакна пĕлсен Манмас та, Аслă Çăлтăр та питĕ савăннă.
Пĕлтĕр вара çĕр çинчи халăх нуши-тертне сăнаса пĕлме Санлука янăччĕ. Мĕнле шухăшпа каялла таврăннă-ха вăл? Çĕр çинче унăн сывлăшĕ пӳлĕнсе ларнă иккен. «Сывлăш таса мар, сывлама йывăр, пыра кăтăклакан, куçа касакан тем тĕрлĕ йӳçĕ шăршă та пур çĕр çинче», — тесе каласа панă вăл Аслă Çăлтăра. Аслă Çăлтăр каллех хыпăнса ӳкнĕ. Мĕнле пулăшмалла-ха çынсене? Шухăшласан-шухăшласан вăл Сывлăш Çăлтăрĕпе Сывлăм Çăлтăрне чĕнтернĕ те çапла каланă: «Ырă çăлтăрăмсем! Çĕр çинче пурăнакан çынсене пулăшмалла пирĕн. Манăн шанчăк — сирĕнте. Çĕр çине таса сывлăш ямалла — пурте çăмăллăн сывлама пултарччăр. Çĕр çине таса сывлăм ытларах тăкмалла — сад-пахчасем, уй-хирсем, улăх-çарансем наркăмăшлă тусанран тасалччăр», — тенĕ. Икĕ ырă çăлтăр хăйсен ĕçне пурнăçласа тăма сăмах панă. 
Кăçал çĕр çине анма Унванăн черет çитнĕ. Унван питĕ ĕçчен çăлтăр пулнă. Унăн çемйи те пĕчĕк мар: арăмĕ — Пинпи, вун пилĕк çулхи ывăлĕ — Канван, вунă çулхи ывăлĕ — Ларван, пилĕк çулхи хĕрĕ — Утаслу. Вĕсем пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайман: питĕ юратнă пĕр-пĕрне — ырă кăмăлпа, таса юратупа. Çавăнпа та Пинпи хăйĕн савнă мăшăрне çĕр çине ярасшăн пулман. Унăн чĕри сисĕмлĕ, туйăмлă пулнă. Темĕскер ырă мара сиснĕ вăл. Анчах та Унван юратнă арăмне лăплантарма тăрăшнă. «Çĕр çинче те, тӳпери пекех, лайăх çынсем пурăнаççĕ», — тесе йăпатнă. 
Пинпи Унваншăн питĕ куляннă, ăна чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Анчах та вăл час çаврăнса килеймен. Çулталăк хушши куççуль юхтарнă Пинпи: чи çывăх çынни таврăнман та таврăнман. Амăшĕ ашшĕсĕр асапланнине урăх чăтма пултарайман Канван. Халĕ вăл хăюллă та вăйлă çăлтăр, никамран та хăраманскер, ашшĕне шырама кайма хатĕрленнĕ. Амăшĕ те хирĕçлемен. Тӳпери çăлтăрсем илемлĕ те хастар каччăна ăнăçу та телей сунса çĕр çине ăсатнă. 
Ашшĕне шыраса тупма çăмăлах мар иккен. Çĕр чăмăрĕ пысăк. Канван ăçта вĕçсе, ăçта чупса тĕнче тавра çаврăннă. Вăл çĕрле анчах шырама пултарнă, кăнтăрла çынсем курса тытасран хăранă. Тĕттĕмре тупайман пирки кун çутипе шыраса пăхма шутланă каччă. Пĕр тĕттĕм вăрман çийĕн вĕçсе пынă чухне вăл темле çутă япала асăрханă. Çывăхарах анса пăхнă та — ашшĕне палласа илнĕ. Ăна ăвăс йывăççи çумне çыхса лартнă, унăн вăй-халĕ те юлман, аран-аран çутатнă вăл. 
Çак асаплă йывăçран инçех мар ик çĕр çулхи юман ларнă, унăн хăвăлĕ тем пысăкăш пулнă. Унта Эсрел карчăкĕ пурăннă. Вăл кунĕн-çĕрĕн çынсен чунĕсене илме туха-туха кайнă. Хăйне вăл чи вăйли, чи хăрушши, чи усалли тесе шутланă. Пурте ăна пăхăнса тăраççĕ, пурте ăна парăнаççĕ, пурте ун аллине лекеççĕ тесе мухтаннă. 
Мĕнле майпа лекнĕ-ха Канванăн ашшĕ çак чун илли карчăк аллине?
Унван çĕр çине ансассăн çынсен хуйхи-суйхине пĕлес тесе чылай çуренĕ иккен: пăхнă, курнă, сăнанă, тĕлĕннĕ, куляннă. Эсрел карчăкĕ çынсен пурнăçне çавапа çулнă пек çулнă. Никама та хĕрхенсе тăман: тин çуралнă е çуралма та ĕлкĕреймен ачаран пуçласа ватă çынсем таранах. Кама çул çинче, кама килте, кама сыватмăшра кĕтсе тăнă вăл, чунне илмесĕр те уйрăлман. 
Унван çĕр çинчи çынсем вăхăтсăр вилĕм аллине çакланнине тӳрех туйса илнĕ. Акă вăл çынсен чи хăрушă инкекĕ. Эсрел карчăкне мĕн май килнĕ таран хăвалама, чăрмантарма тăрăшнă Унван. Анчах ăçтан сыхласа çитерейĕн ăна? Унăн алли вăрăм вĕт.
Хăйне такам кансĕрленине, çынсем хушшинче темле асамлă вăй çӳренине сиснĕ çак карчăк. Унвана йĕрлесе тытнă-тытнах. Хăйĕн хăвăлĕ патне илсе кайнă та йывăç çумне çыхса лартнă. Çăлтăра пĕтерме унăн вăй-халĕ çитеймен.
Ашшĕне тупнипе савăннă Канван пĕр йывăç çине ларнă та шухăша кайнă. Мĕнле хăтармалла-ха ашшĕне Эсрел карчăкĕн тыткăнĕнчен? 
Пĕр ирхине карчăк хăйĕн усал ĕçне тума тухса кайсассăн Канван йывăç çинчен вĕçсе аннă та ашшĕ патне пырса ăна ыталаса илнĕ. Ĕç-пуç кун пек килсе тухасса кĕтмен ашшĕ юратнă ывăлне курсан тĕлĕнсех кайнă, ăна хăй çумне тытса пăчăртанă, ывăлĕ хăйне хăтарма килнĕшĕн калама çук савăннă. 
Канван нумай калаçса тăмасăр ашшĕне йывăç çумĕнчен салтнă та тепĕр çӳллĕ йывăç çине илсе хăпарса кайнă, кĕтсе ларма хушнă. Хăй каялла аннă та йывăç çумне çыхăннă пек туса ларнă. Карчăк нумай кĕттермен. Ăна курсанах Канван хыçалтан вĕçсе пынă та карчăка ярса илсе йывăç патнелле илсе кайнă. Чун илли карчăк ăна-кăна ăнланса иличчен ăна йывăç çумне çыхса та лартнă: ашшĕшĕн те, çынсемшĕн те тавăрнă. Çăлтăрсене пĕтерме хăйĕн хавалĕ çитейменшĕн тарăхса кăшкăрашнă карчăк. Анчах та ун сăмахне урăх итлесе тăман Канван. Вăл ашшĕ патне вĕçсе хăпарнă та, иккĕшĕ тулли кăмăлпа, пысăк савăнăçпа тӳпенелле çул тытнă.
Унван таврăннине пĕлсен пурте калама çук савăннă. Пуринчен ытларах — Пинпипе ачисем. Çемье каллех пĕр чăмăра пуçтарăннă. Унванпа Пинпи хăйсен маттур ывăлне ырланă, мухтанă.
Тепĕр кунне Унван хăй çĕр çинче мĕн курни-илтнине — çынсем тĕрлĕрен чир-чĕрпе асапланса вăхăтсăр çĕре кĕнине, çул çинче çапăнса-таптанса вилнине, шывра путса, вутра çунса пурнăçĕсене татнине — Аслă Çăлтăра каласа панă. Мĕнле те пулсан пулăшма ыйтнă.
Аслă Çăлтăр тарăн шухăша путнă. Мĕнле пулăшма пултарĕ-ши вăл ку хутĕнче? 
Никама та усал сунман, нихăçан та усал ĕç туман ырă чунлă çынсен ĕмĕрĕ вăрăм теççĕ. 
Апла пулсан çăлтăрсем хăйсен ырăлăхне çынсем çине ытларах сапаласан тем пекехчĕ.

Степанова Екатерина — Красноармейски шкулĕн вĕренекенĕ, 11-мĕш класа (2012, юпа) çӳрет.
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2012 | Миçе хут пăхнă: 257 | Кам хушнă: selime | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728

Copyright MyCorp © 2017
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz