Тунтикун, 18.12.2017, 04:23
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 17 » Чăн-чăн телей. Калав
20:06
Чăн-чăн телей. Калав
Юмахсар ялĕ ытти ялсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Çыннисем кăмăллă та лăпкă кунта, ĕçчен те тараватлă. Кашни хăй шухăш-ĕмĕчĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе пурăнать. Пĕр уйрăмлăх çеç пур ку ялта — пурте пĕр-пĕрне юмах каласа пама юратаççĕ. Çавăнпа та хăш-пĕр чухне хăйсене те юмахри пекех туяççĕ вĕсем.
Кĕмĕлпи те юмах итлеме питĕ юратать. Çемьере вăл иккĕмĕш хĕр ача. Унăн аппăшĕ — Ылтăнпи, йăмăкĕ — Пăхăрпи. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Пур — пĕрле, çук — çурмалла вĕсен яланах. Ашшĕпе амăшĕ те килĕштереççĕ, юратаççĕ вĕсене.
Вĕсен пахчинче пĕр тĕмеске пур, çав тĕмеске çинче шурă хурăн ӳсет. Хурăн айĕнче илемлĕ йывăç сак пур. Ку — Кĕмĕлпин чи юратнă вырăнĕ. Каçсерен вăл сак çине тухса ларать те тӳпенелле тинкерсе çăлтăрсен вăййипе киленет. Хăй пĕлекен юмахсене аса илет, çĕнĕ юмахсем шутласа кăларать. 
Акă паян та вăл хăйĕн юратнă вырăнĕнче ларать, янкăр тăрă тӳпери çăлтăрсене сăнать. Унччен те пулмасть — ун умне çӳлтен пĕр çутă пусма анса тăрать. Çутă шартарнипе Кĕмĕлпи куçĕсене аллипе хуплать, уçма та хăраса ларать. Çав вăхăтра сасă илтĕнет: «Хăпар! Телейлĕ пулатăн! Ан хăра! Хăпар, хăпар, хăпар…» Сасă çухалнăçемĕн çухалса пырать.
Кĕмĕлпи хăй сисмесĕрех пусма тăрăх çӳлелле хăпарма тытăнать. Хăпарма питĕ çăмăл иккен: вĕçсе хăпарнă пекех туйăнать ăна. Пăхать те — умра çап-çутă хула тĕрлĕ тĕспе йăлтăртатса ларать. Çурчĕсене çăлтăр евĕр ăсталанă. Урамсене çутă çаврашкасем çутатса тăраççĕ. 
Кĕмĕлпи ниçталла кайма аптăраса пĕр урампа малалла утса каять, пĕр пысăк çурт умне пырса тăрать. «Çак çурта кĕрсе курам-ха», — тет Кĕмĕлпи. Алăкне уçса шалалла кĕрет. Пĕчĕк пӳлĕм иккен. Тепĕр алăкне уçса кĕрет. Ку пӳлĕмĕ пысăкрах. Малалла кĕмессерен пӳлĕмĕсем пысăкланса пыраççĕ. Юлашкинчен чи пысăк та чи çутă пӳлĕме çитет. Малалла кайма алăк çук иккен. Пысăк хыçлă пукан çинче пĕр хĕрарăм ларать, пуçĕ çинче пысăк çăлтăр çутатса тăрать. 
— Килех! Иртсем малалла! Эпĕ кĕтрĕм сана, — тет çак хĕрарăм.
Кĕмĕлпи унăн сассине палласа илет: ăна чĕнекенни çакă пулнă иккен.
— Эпĕ Йăлтăрти çĕр-шыв патшин хĕрĕ. Пире пысăк хуйхă килсе çапрĕ. Çăлтăрсене çутă парса тăракан асамлă чула Тĕксĕм патшалăхĕ илсе кайнă. Пĕр уйăх хушшинче çав чула каялла илсе килсе хумасан çăлтăрсем вăйсăрланса сӳнсе лараççĕ. Тĕксĕм патшалăхне Асамат кĕперĕпе каймалла. Унта çĕр çинчен килнĕ çын çеç кайма пултарать, мĕншĕн тесен пирĕн патшалăхра пурăнакансем пурте çутатаççĕ, вĕсене аякранах асăрхаççĕ, асамлă чула илме пынине тӳрех сисеççĕ. Çавăнпа та унта тĕксĕм тумтирпе каймалла, вĕсене систермесĕр пырса кĕмелле. Çĕр çинчен пĕр чипер каччăна илсе килсе асамлă чула илме ятăмăр, анчах та вăл каялла таврăнмарĕ, вĕсен тыткăнĕнче пурăнать пулмалла. Хальхинче хĕр ача илсе килес терĕмĕр. Вăл — эсĕ. Пирĕн шанчăк — санра. Епле те пулсан пулăш пире. Асăрхануллă пул.
— Юрать. Мĕн пулать те, мĕн килет. Тăрăшса пăхатăп.
— Апла килĕшрĕмĕр. Асамат кĕперĕ патне çитиччен эсĕ çăлтăр пуçлă урхамахпа каятăн, кайран — çуран. Хăвăртрах каялла çаврăнса килмелле пултăр!
Кĕмĕлпи çутă пуçлă лаша çине утланса ларать те малалла вĕçтерет. Çичĕ тĕслĕ курăнса тăракан асамат кĕперĕ патне çитет те лаша çинчен анса юлать. Малтанах вăл хăраса каять — асамлă чула арçын ача та илсе килеймен те… Халь тин ним тума та май çук: пулăшма сăмах панă — пулăшмалла.
Кĕмĕлпи кĕперпе чылай утать, вĕçĕ-хĕрри те çук пек туйăнать ăна. Акă умра сукмак курăнса каять. Çав сукмакпа вăл малалла утать, утать те пĕр хӳме умне çитсе чарăнать. Ăна хирĕç хура шлепке тăхăннă хуралçă тухать.
— Килтĕн-и? Ахалех! Халĕ иккĕн пулатăр. Каччăпа хĕр… Ха-ха-ха! Арçын ача ман патра тыткăнра пурăнать, эсĕ те каялла каяймăн. Ха-ха-ха!
Кĕмĕлпи çак сăмахсене илтсен çӳçенсе илет. 
— Асамлă чула илсе каяс тесен мĕн тумалла вара манăн?
— Халиччен никам илтмен юмах каласа памалла.
Кĕмĕлпи савăнсах каять. Вăл шăпах юлашки вăхăтра питĕ интереслĕ юмахсем шухăшласа тупнăччĕ, вĕсене никама та каласа пама ĕлкĕрейменччĕ.
— Эпĕ пĕлетĕп ун пек юмах. Тархасшăн, итлĕр.
Кĕмĕлпи хуралçă патнерех пырса тăрать те çĕкленӳллĕ кăмăлпа юмах калама пуçлать. Хуралçă итленĕçем çăварне карсах пăрахать, хытса ларнă чунĕ çемçелме пуçлать. Хĕр ача юмахĕ ăна питĕ килĕшет. Анчах та асамлă чула тӳрех парса яма шутламасть-ха вăл. Ăна вăл çичĕ çăрапа питĕрсе илнĕ. Кашни çăрине уçмассерен пĕр-пĕр илемлĕ хĕр ача ятне каламалла иккен. Кĕмĕлпи хăйсен ялĕнчи тус-тантăшĕсен ячĕсене аса илет. Хуралçă асамлă чула памасран хăраса вăл пĕр такăнмасăр калама пуçлать: Ылтăнпи, Кĕмĕлпи, Пăхăрпи, Юмахпи, Чечекпи, Илемпи, Телейпи. 
Çиччĕмĕш çăрана уçса кĕрсен Кĕмĕлпи пĕрре савăнса каять, тепре кулянса ӳкет. Пӳлĕм варринче хурçă чашăкра асамлă чул выртать. Пӳлĕмĕн пĕр кĕтессинче вара сăнчăрланă чипер каччă пуçне усса ларать. Сасă илтсе вăл пуçне çĕклесе пăхать те хăй умĕнче илемлĕ хĕр ача тăнине курать. Савăннипе сиксе тăрасшăн пулать — урисем сăнчăрта. Кĕмĕлпин те чĕри кăлт-кăлт тапма пуçлать. Ним тăвайман енне хĕр ача хуралçа йăлăнма тытăнать.
— Çак чипер ачана тыткăнран хăтарма мĕн тумалла?
— Никам илтмен юмах каласа памалла.
Кĕмĕлпи хăйĕн тепĕр çĕнĕ юмахне каласа кăтартать. Халиччен илтмен юмаха питĕ ăста каласа пама пултарнинчен каччă та тĕлĕнет. Вăл хăй пĕр юмах та пĕлмест иккен. Хуралçă ăна юмах каласа пама ыйтнă, анчах та каччă каласа пама пултарайман. Çавăнпа сăнчăрласа лартнă та ăна. 
Юмах итлесе тăраннипе хуралçăн кăмăлĕ çемçелсех каять. Вăл темиçе кун хушши сăнчăрта ларнă яш каччăна ирĕке кăларать, Кĕмĕлпие хурçă чашăка аллинчен тыттарать. Хĕр ача асамлă чула çакăн пек çăмăллăнах илсе кайма тата тыткăнри Пилпана хăтарма пултарнăшăн чунтанах савăнать.
Кĕмĕлпипе Пилпан сукмакпа Тĕксĕм патшалăхĕнчен тухса Асамат кĕперĕ çине хăпараççĕ. Иккĕшĕ те ассăн сывласа илеççĕ: хăрушлăх — хыçра, умра — савăнăç, телей.
Ытла та кăмăллă-çке юмахри пек кĕперпе иккĕн утса пыма. Йăлтăрти çĕр-шывĕнче вĕсене çăлтăр пуçлă урхамах кĕтсе илет. Икĕ çамрăк чун лаша çине ларать те патша хĕрĕ патне каять.
Патша хĕрĕ вĕсене савăнăçлăн кĕтсе илет. Сăнĕ-пичĕ, пуçĕ çинчи çăлтăрĕ пекех, çиçсе çеç тăрать. Ăна кура Кĕмĕлпипе Пилпан та савăнаççĕ.
Мĕн ыйтнине пурнăçланă, халĕ Кĕмĕлпин киле таврăнмалла. Вăл ашшĕ-амăшĕшĕн, аппăшĕпе йăмăкĕшĕн тунсăхлама та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. 
Патша хĕрĕ Кĕмĕлпие тав туса пĕр çутă çаврашка парнелет, вара хăйне пулăшакана пусмапа каялла çĕр çине ăсатать.
Пилпан унтах юлать. Ăна Йăлтăрти патшалăхĕ питĕ килĕшнĕ пулмалла.
Кĕмĕлпи хăйĕн юратнă вырăнне анса ларсан çутă çаврашкана хурăн çине çакса ярать. Каçсерен уçăлма тухса ларсан çав çаврашка çине пăхса хăй пулса курнă çĕр-шывсене, патша хĕрне, Пилпана аса илет.
Пĕр каçхине çапла тунсăхласа ларнă чухне çӳлтен çутă пусма аннине курать. Ун çинче — Пилпан. Вăл Кĕмĕлпи çумне пырса ларать те хаваслăн калаçма пуçлать. 
Акă вăл — чăн-чăн телей!

Данилова Мария Юрьевна — Красноармейски шкулĕн вĕренекенĕ, 9-мĕш класа (2012, юпа) çӳрет.
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2012 | Миçе хут пăхнă: 250 | Кам хушнă: selime | Рейтинг: 0.0/0
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728

Copyright MyCorp © 2017
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz