Эрнекун, 26.04.2024, 08:59
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2015 » Кăрлач » 13 » Чĕлхе вăл - ĕмĕрлĕх
21:49
Чĕлхе вăл - ĕмĕрлĕх

Юратнă чĕлхене сума суса, 

Хисеплесе хам çĕрĕм-шывăма,

Тăван халăхăма та ыр сунса

Çыратăп эпĕ çакă сăввăма.  

 

Чăваш ачи калаçтăр чăвашла,

Нихçан ан мантăр йăх-несĕл ятне.

Унпа пĕрлех вĕрентĕр вырăсла,

Çÿле çĕклетĕр халăхăн чапне.

 

Чĕлхе вăл асаттемĕрсен парни,

Ăна упранă ĕмĕрсем хушши.

Чĕлхе вăл пирĕн пурнăçăн тĕвви,

Унран пахи тата мĕн-мĕн пур-ши?

 

Чĕлхе вăл – пурлăх. Нимпе çĕнейми,

Нимпе аркатайми, сивĕтейми.

Вăл – ĕмĕрлĕх, çук унран хакли,

Пĕрре вăл – пуринчен те илемли.

 

Çак чĕлхене хисеплемен çынна

Каçару çук çак çутă тĕнчере.

Сивлетĕп эп те чунтанах ăна,

Чĕнсе калатăп пĕтĕм чĕререн:

 

– Юратăр, савăр тăван чĕлхене,

Уççăн калаçăр пурте илтмелле.

Ан манăр, вăл – пирĕн çепĕç чĕлхе –

Мухтар та упрар тивĕçлипеле.

 

Харитонова Анастасия, 9б класс, Красноармейски шкулĕ

Категори: Пирĕн пултарулăх - 2014 | Миçе хут пăхнă: 648 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2015  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Архив
Сайт тусĕсем

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz