Эрнекун, 26.04.2024, 09:38
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2015 » Кăрлач » 13 » Чĕлхене хисеплĕр те юратăр
21:36
Чĕлхене хисеплĕр те юратăр

Асамат кĕперĕ пек асамлă

Тĕрлĕрен тĕспе вăл ялкăшать.

Вăрманти  юман пекех мăнаçлă

Çирĕп саслăн уççăн янăрать.

 

Итлесе тăранма çук илемлĕ,

Шăнкăр-шăнкăр шыв юххи пекех.

Чăннипех те эпĕ пит телейлĕ –

Калаçатăп  чăваш чĕлхипе.

 

Хытă сасăсем те палăрмаççĕ –

Чăнахах та çепĕç ман чĕлхе.

Тăвансем унпа çеç калаçаççĕ –

Килĕшет пурне те вăл чĕлхе.

 

– Асатте-асаннесем пилленĕ,

Халиччен упраннă чĕлхене

Ан пăрахăр эсир ĕмĕрне те, –

Тенĕ Яковлев  халалĕнче.

 

Çĕр çинчи кашни чăваш çыннишĕн

Чи ырри – тăван чĕлхе пурри.

Сăвапли, пахи вара пуриншĕн –

Çав чĕлхепе калаçма пĕлни.

 

Чĕрене пуянлатсах тăрар-и?

Калаçар-и уççăн чăвашла?

Чыслă та илемлĕ пурăнар-и

Пĕр-пĕрне хисеплĕн ыр туса?

 

Чĕлхене хисеплĕр те юратăр,

Пирĕн вăл чăвашлăхăн палли.

Малашне те кăмăллăн янратăр,

Парне пултăр – ачасем валли.

 

Бобылева Наталья, 10б класс, Красноармейски шкулĕ

Ертÿçи – З.П.Михайлова

Категори: Пирĕн пултарулăх - 2014 | Миçе хут пăхнă: 500 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2015  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Архив
Сайт тусĕсем

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz