Эрнекун, 03.05.2024, 21:47
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2010 » Ака » 28 » Юратнă вĕрентекен
23:48
Юратнă вĕрентекен
Хаваспах шкула çÿретĕп.
Ма тесессĕн ман унта
Пур юратнă çын – учитель,
Пултаруллă та ăста.
 
Савăнсах класа кĕретĕп.
Ак, учитель те кĕрет.
Тăрăшсах эпĕ ĕçлетĕп –
Вăл вĕт лайăх вĕрентет:
 
Калаçма, тĕрĕс çырма та
Пит илемлĕ вулама.
Тарăннăн шухăшлама та
Шухăшăма палăртма.
 
Ват çынна хисеплеме те
Пурнăçра ыр çын пулма,
Чăваш чĕлхине пĕлме те –
Юратма та упрама.
 
Çут çанталăка курма та
Чечек шăршине туйма.
Пур чĕрĕ чуна савма та
Тăван ене юратма.
 
Чунтанах эп юрататăп
Хамăн вĕрентекене.
Ăнăçу, телей сунатăп,
Ăна манмăп ĕмĕрне.
 
Александра Яковлева, 6б класс
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 682 | Кам хушнă: selime | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Архив
Сайт тусĕсем

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz