Вырсарникун, 05.05.2024, 18:44
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2010 » Ака » 20 » Хăрушă вăрçă
23:41
Хăрушă вăрçă
Вăрçă пуçлансассăн пирĕн салтаксем
Паттăр хÿтĕленĕ çĕршыва вĕсем.
Çуннă та арканнă хуласем, ялсем,
Юнлă суранланнă салтак-пиччесем.
 
Мина сирпĕнет-и, снаряд çурăлать,
Тупă перет-и, самолет арканать,
Бомба çурăлать-и, пулемет перет,
Граната сирпĕнет е  пуля лекет …
 
Чĕрĕлле çунтарнă çынсене тăшман,
Пенĕ те пăрахнă – шутласа тăман.
Çын мар вăл, мĕнле-ха çын тесе калан…
Çылăхĕ пит пысăк, мĕнле каçаран?  
 
Ытла та хăрушă, ытла та хаяр…
Кун пек вăрçа урăх эпир курар мар.
Чăтнă, шăла çыртнă – каялла чакман.
Вăрçнă та кĕрешнĕ, нимрен  хăраман.
 
Çĕнтерÿ салючĕ янраса кайсан
Савăнăçпа хурлăх пулнă-тăр пĕр тан.
Вилнĕ, çухалнă – таврăнман вăрçăран…
Кĕтнĕ тăванĕ – шанчăкне çухатман.
 
Çухату, инкек те куççуль – йăлт хыçра,
Ирĕк пурнăç, телей, пуласлăх – умра.
Пулччăр ырă-сывă паттăр салтаксем –
Чыслă та мухтавлă çĕнтерÿçĕсем.
 
Яковлева Александра, 6б класс, 2010 çул

Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 657 | Кам хушнă: selime | Тегсем: Çĕнтерÿ | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Архив
Сайт тусĕсем

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz