Вырсарникун, 05.05.2024, 20:02
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2010 » Ака » 28 » Пирĕн учитель
23:42
Пирĕн учитель
Çур сăмахран ăнланакан,
Пире ăс-хакăл паракан,
Тĕрĕс çул-йĕр кăтартакан,
Пиртен ырă çын тăвакан…
Кам-ши вăл?
Вăл – пирĕн учитель.
 
Ăш сăмахпа ăшăтакан,
Ăш кулăпа саламлакан,
Ырми-канми тăрăшакан,
Вĕренÿре пулăшакан…
Кам-ши вăл?
Вăл – пирĕн учитель.
 
Пуриншĕн те кулянакан,
Пуриншĕн те савăнакан,
Пурне те тĕрĕс хаклакан,
Пурне те ырă сунакан…
Кам-ши вăл?
Вăл – пирĕн учитель.
 
Эпир пурте юратакан,
Чунра ыр йĕр хăваракан,
Нихçан та асăмран тухман,
Анне пекех туйăнакан…
Кам-ши вăл?
Вăл – пирĕн учитель.
 
Анжела Миронова, 8а класс
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 643 | Кам хушнă: selime | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Архив
Сайт тусĕсем

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz