Вырсарникун, 19.11.2017, 02:02
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 17 » Шанчăк çăлтăрĕ. Калав
20:00
Шанчăк çăлтăрĕ. Калав
Харитонова Анастасия
Пĕр пуян çемьере арçын ача çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ чунтан савăннă: пĕртен пĕр ачи-çке-ха. Вĕсем ăна темиçе çул кĕтнĕ. Савăнăç тени тинех вĕсем патне те çитнĕ. Арçын ачана Савтей ят панă. Питĕ ачашласа ӳстернĕ çак ачана: мĕн ыйтни йăлтах ун умĕнче пулнă, нимрен те чару пулман. Çавăнпа та хăйне çеç юратса ӳснĕ Савтей. Никама та юратман, хĕрхенмен, пулăшман вăл, пур-çукшăнах кӳрентерме те вăтанман. «Çăкăр-тăвар хире-хирĕç», — теççĕ çав. Ку ачана хăйне те ял çыннисем килĕштерсех кайман, анчах та кун çинчен никам умĕнче те çăвар уçса каламан. Мĕншĕн тесен Савтейĕн ашшĕ ăна питĕ хӳтĕленĕ, уншăн такама та тем тума хатĕр пулнă.
Çак ялтах тепĕр урам вĕçĕнче чухăн çын çемйинче Чунпи ятлă хĕр ача пурăннă. Вăл Савтей пек мар, пачах урăхла пулнă. Çын хуйхи-суйхине сăмахсăрах ăнланнă, пулăшма васканă, пурне те ырă суннă. Çынсене те, чĕр чуна та чунтанах юратнă. Хăй вăл ытарма çук чипер хĕр пулнă: яштака пӳ-силлĕ, пăхса тăранмалла мар илемлĕ пит-куçлă, кăн-кăвак куçлă, вăрăм çӳçлĕ. Пĕтĕм ял çынни ун çине ăмсанса та юратса пăхнă. Анчах та пуянсем чухăн çын хĕрĕ тĕлĕнмелле хитре пулнăшăн кĕвĕçнĕ.
Пĕррехинче вăрмана çырла пуçтарма кайсассăн курайман çынсем Чунпие тапăнаççĕ, ăна вĕлересшĕн пулаççĕ. Çав вăхăтра тĕлĕнтермĕш япала пулса иртет.
Усал çынсен серепине çакланнă Чунпи икĕ аллине тӳпенелле çĕклет те тем пăшăлтатса илет. Унччен те пулмасть — вун çичĕ çулхи Чунпи йăлтăркка çăлтăр пулса тӳпенелле вĕçсе хăпарса каять. Чиперккене пĕтерме шутланă çынсем тĕлĕнсе хытса пăхса тăрса юлаççĕ.
Савтей те вун çиччĕ тултарать. Унăн халь пĕрре те ашшĕ килĕнче ларас килмест. Вăл çул çӳреве тухса каять. Тĕрлĕ хулара пулса курать, çынсемпе паллашать. Халиччен вăл çынсене юратман пулсан — халĕ вĕсем патне туртăнма пуçлать. Халиччен илеме курса хаклама пĕлмен пулсан — халĕ илемлĕх ун чунне тыткăнлама пуçлать. Халиччен чĕр чунсем çине çаврăнса та пăхман пулсан — халĕ вĕсене сăнаса пăхса хавхаланма пуçлать. Тĕнче курса çӳрени ун чунне пуянлатать, çемçетет, ырăрах тăвать. Савтей ăспа та, чунпа та, кăмăлпа та улшăнса лайăхланса пырать.
Анчах… Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Пĕр хуларан тепĕр хулана караппа ишнĕ чухне сасартăк çил-тăвăл тухса каять, аслати авăтма пуçлать, çумăр чашлаттарса ярать. Кăпăкланса ишсе килекен хумсем карапа пыра-пыра çапăнаççĕ, Савтей чунне çӳçентереççĕ. Йĕри-тавра сĕм тĕттĕм, нимĕн те курăнмасть. Çамрăк каччă мĕн тумалли çинчен шухăшлать. Карап çинче симĕс тĕслĕ пускăч пулмалла, ун çине пуссан — умри çул çап-çутă курăнмалла. Савтей çав пускăча тупать те пусса пăхать — çутăлмасть — юрăхсăра тухнă пулмалла.
Çав вăхăтра тӳперен пĕр çутă çăлтăр вĕçсе анать те тавралла çутатса ярать. Ку — Чунпи. Вăл Савтей инкеке лекнине сиссе ăна пулăшма килнĕ. Сасартăк çӳллĕ хум килсе карапа шыв айне тăвать. Савтей шыва путса анса каять. Çакна курса тăракан Чунпи хăраса каять. Нивушлĕ Савтее çăлма май çук? Чунпи çăлтăр çутипе каччăна шырама пуçлать. Аран-аран шыраса тупать вăл ăна. Хăйĕн асамлăхĕпе Савтее çыран хĕррине илсе тухать. Анчах та Савтей сывламасть. Чунпи куççульпех макăрма пуçлать. Мĕншĕн тесен вăл Савтее ачаранпах килĕштерет. Юратать вăл ăна. Чунпин куççуль тумламĕсем Савтей пичĕ çине тумлаççĕ. Каччăн чунĕ тухса кайма ĕлкĕреймен иккен. Вăл хускалкаласа илет, майĕпен куçĕсене уçать, анчах хăйне çăлакана курмасть. Мĕншĕн тесен тул çутăлса кун çути килнĕ. Çăлтăр тӳпенелле вĕçсе хăпарса кайнă.
Вилсе чĕрĕлнĕ Савтей хăйĕнпе мĕн пулнине нимĕнле те аса илеймест. Хăйне инкекрен кам çăлнине вăл питĕ-питĕ пĕлесшĕн, шыраса тупса тав тăвасшăн.
Савтей яла таврăнать. Çул çӳрев еплерех иртни çинчен ашшĕ-амăшне каласа кăтартать. Вилĕме куçран пăхнине те, темле асамлă вăй ăна тепĕр хут пурнăç парнеленине те манса хăвармасть. Хăйне кам пулăшнине пĕлейменнипе вара чăннипех те асапланать çамрăк каччă.
Чунпи вара инкеке лекнĕ çынсене çаплах пулăшма васканă: кама çул-йĕр кăтартмалла, кама инкек-усала сирсе яма пулăшмалла, кама чиртен сыватмалла… Çĕр çинчи çынсем çӳлти асамлă вăя ĕненме пуçланă. Чунпи ятне час-часах асăнма тытăннă. Хăйсен хушшинче ăна Шанчăк çăлтăрĕ тенĕ.
Шанчăк çăлтăрĕ çинчен Савтей те илтет, вăл еплерех сăн-питлĕ пулнине ыйтса пĕлет. Вара хăйĕнпе мĕн пулнине йăлтах аса илет яш каччă: шывра ишнине, путнине, ăна пĕр чипер хĕр шывран илсе тухса çыран хĕррине вырттарнине, ун умĕнче сассăр макăрса ларнине, хĕрĕн куççулĕ сывлăм пек çутатнине, куçĕ тӳпе пек кăн-кăвак, çӳçĕ хĕвел пек сап-сарă пулнине. Ăçтан шыраса тупмалла-ха çак асамлă хĕре? Кашни кун кулянса пурăннипе чирлесех кайрĕ Савтей.
Пĕр каçхине пуç ыратнине пăхмасăрах кăшт ӳçăлса ларас тесе Савтей урама тухрĕ. Сак çине ларчĕ те тӳпенелле пăхса ассăн-ассăн сывларĕ. Хăй сисмесĕрех тĕлĕрсе кайрĕ те тĕлĕк тĕлленчĕ.
Чунпи Савтей чирленине чунĕпе туйса тăчĕ. Савтей сак çинче ларнине асăрхарĕ те хĕр аялалла вĕçсе анчĕ. Савтей çывăрать иккен. Чунпи ун çумне пырса ларчĕ те аллисемпе Савтей пуçĕ çийĕн виçĕ хутчен çавăрса илчĕ: ӳт-пӳне те, чун-чĕрине те асамлă вăй ячĕ, пусăрăнчăк кăмăлне хаваслăхпа çĕкленӳлĕх кĕртрĕ. Каччăн пуçне сĕртĕнсе ачашласа илчĕ те хăвăрттăн çӳлелле вĕçсе хăпарса кайрĕ.
Савтей шартах сиксе вăранса кайрĕ. Пăхать — никам та çук. «Ытла та тутлă тĕлĕк куртăм-çке», — тесе шухăшларĕ те тутлăн анасласа илчĕ. Ку тĕлĕк мĕншĕн час вĕçленчĕ-ши? Шанчăк çăлтăрĕ юнашарахчĕ вĕт. Мĕншĕн ыталаса илмерĕм-ши? Вĕçертмелле марччĕ ăна хам çумран.
Халĕ Савтейĕн пуçĕ те ыратмасть, чунĕнче те лăпкă, вăй-халĕ те хутшăннă пек. Савăнсах кайрĕ Савтей: «Тĕлĕкре çеç куртăм пулин те — çавах куртăм».
Çак самантран пуçласа Савтей канăçне çухатрĕ. Ним патне те алли пымарĕ, никама та курмарĕ, никама та илтмерĕ — тĕлĕкри пек çӳрерĕ. Тĕлĕнтермĕш хĕр ача ун куçĕ умĕнчен каймарĕ. Ăна курассишĕн вăл тем тума та хатĕр пулчĕ. Анчах та ним тума та çук.
Пĕр каçхине Савтей урама тухрĕ те, урисем хăйсем тĕллĕнех улăхалла утрĕç. Улăхра тем тĕрлĕ чечек те ӳсет. Каччă чечексен хушшине кĕрсе тăчĕ те пуçне çĕклесе тӳпенелле пăхрĕ. Уяр та çăлтăрлă каç иккен паян, çанталăк лăпкă, çил те çук. Савтей çăлтăрсем çине пăхса тутлăн та ыррăн ĕмĕтленсе тăчĕ. Пĕр çутă çăлтăр куçнă пекех туйăнчĕ ăна. Куçать кăна мар, кунталла вĕçет. Савтей пĕрре пăлханса, тепре шикленсе кайрĕ. Пĕр вырăнтах хытса тăчĕ вăл. Вырăнтан куçсан çăлтăр çухалассăн туйăнчĕ ăна.
Çăлтăр çуталса-çуталса пычĕ те çап-çутă пулса Савтей умне ӳксе анчĕ. Каччă куç хупса иличчен чипертен те чипер хĕр пулса тăчĕ. Акă вăл — Шанчăк çăлтăрĕ, Савтей умĕнче çуталса тăрать.
Савтей, çак тĕл пулăва чунтан кĕтнĕскер, хĕре ачашшăн çупăрласа илчĕ. Пĕр самант вĕсем çапла ним чĕнмесĕр тăчĕç. 
— Эпĕ çак куна хăçантанпа кĕтрĕм, — терĕ Савтей именсе те вăтанса.
— Эпĕ те, — пăшăлтатрĕ Чунпи.
— Эпĕ сана урăх ниçта та ямастăп.
— Эпĕ те сансăр урăх ниçта та каймастăп.
Икĕ савнă чун çĕрĕпех уçăлса çӳрерĕç, яланлăлах пĕрле пулма сăмах пачĕç. Чунпипе Савтей пĕрле пулнине ырласа çăлтăрсем те çутăрах çуннă пек туйăнчĕ çав каç. Тепĕр кунне çамрăк мăшăр ашшĕ-амăшĕнчен пил илчĕ.
Ытарма çук илемлĕ мăшăр. Сăпайлă та ырă чунсем. Тĕлĕнмелле таса та шанчăклă юрату. Пур çамрăк та вĕсем пек пулсанччĕ… Пурте вĕсем пек юратма пĕлсенччĕ…

Харитонова Анастасия Алексеевна — Красноармейски шкулĕн вĕренекенĕ, 8-мĕш (2012, юпа) класа çӳрет. "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн пайташĕ.
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2012 | Миçе хут пăхнă: 358 | Кам хушнă: selime | Рейтинг: 0.0/0
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728

Copyright MyCorp © 2017
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz