Эрнекун, 03.05.2024, 00:23
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2010 » Ака » 30 » Ырă ĕç. Юмахла тĕлĕк
22:45
Ырă ĕç. Юмахла тĕлĕк
Пĕррехинче шухăшласа ларнă чухне куçа хупрăм та — тĕлĕрсех кайнă.
Утатăп, утатăп, йĕри-тавра никам та çук. Сасартăк ман ума пĕр старик тухса тăчĕ. Аран-аран утать хăй, кĕлетки кукăрăлса ларнă, куçĕнчен куççуль юхать.
— Мĕншĕн никам та çук, эсĕ те ав макăрса утатăн, — тетĕп эпĕ.
— Ах, ачам, ку вырăнта пурăнакансене пурне те урăх планета çине илсе кайрĕç çав. Эпĕ тĕп сакайне çĕр улми патне кĕнĕччĕ те — мана асăрхаймарĕç пулмалла, — тет старик ассăн сывласа.
— Мĕнле çăлмалла вара вĕсене? — ыйтатăп эпĕ.
Ватă çын кăштах шухăшлакаласа тăчĕ те çапла каларĕ:
— Урăх планета çыннисене пĕр хаклă чул кирлĕ, çав чул çичĕ тĕслĕ. Ăна шыраса тупма виçĕ çĕршыв урлă каймалла, ватă юмана шыраса тупмалла, юман умне çитсен çапла каламалла: «Юман, юман, çичĕ тĕслĕ чул пар, тархасшăн».
Старик мана тĕплĕн ăнлантарса панă хыççăн эпĕ инçе çула пуçтарăнма пуçларăм.
— Вăрăм çула çăкăрсăр тухса ан кай, ватă çынна курсан çăкруна ан хĕрхен. Эпĕ сана çăмха парса яратăп, эсĕ ăна хăв умăнта чуптарса пыр, — тесе мана аякри çула ăсатса ячĕ ват çын.
Пĕчченех утса пыратăп. Пĕр сас-чӳ те илтĕнмест. «Эх, кайăксене те хăйсемпе пĕрле илсе кайнă вĕт-ха», — шухăшлатăп ăшăмра.
Вăрман урлă, уй урлă каçрăм — пĕр чĕрĕ чун та çук. Тинĕс хĕррине çитсе чарăнтăм. Ларса канма шутларăм. Сасартăк тинĕсрен Шыври тухрĕ.
— Ăçталла çул тытатăн, çамрăк çыннăм? — тет хайхи.
— Виçĕ çĕршыв урлах çитсе килесшĕн-ха, — хуравлатăп эпĕ.
Çакскер манран çăкăр ыйтрĕ. Эпĕ ăна çăкăр сăмсине хуçса патăм. Вăл мана телейлĕ çул сунчĕ.
Шыврипе сывпуллашрăм та малалла утрăм. Пĕр карчăка курах кайрăм. Вăл хăйĕнпе хăй калаçса тăрать иккен. Ун патне пытăм та сăмах хушрăм, сывлăх сунтăм. Карчăк питĕ выçса çитнĕ — ăна çăкăр хуçса патăм. Вăл мана тав турĕ те, эпĕ малалла çул тытрăм. Çур кун пĕр чарăнми утрăм. Пăхатăп — ватă юман лара парать. Савăнса кайса часрах ун патне чупса пытăм та каларăм: «Юман, юман, çичĕ тĕслĕ чул пар, тархасшăн!»
Юман ăшĕнчен такам калаçни илтĕнчĕ. «Тепĕр енне пыр та урупа виçĕ хутчен тап, - терĕ сасă. Эпĕ ăна итлерĕм, юмана виçĕ хутчен тапрăм та — ман ума пысăк шăтăк тухса тăчĕ. «Кĕр, ан хăра», - тет юман.
Эпĕ асăрханса шалалла кĕтĕм. Ман умра куçа шартарса яракан çичĕ тĕслĕ чулсем выртаççĕ.
— Пĕрне ил, - терĕ юман.
Пĕр чулне илтĕм те каялла такам туртса илесрен хăранă пек шăтăкран сиксе тухрăм, çаврăнса пăхмасăр малалла чупрăм. Тинĕс хĕррине çитрĕм те такăнса ӳкрĕм. Хаклă чулăм шыва чăмрĕ. Шыва кĕме хăратăп. Макăрса ларатăп шыв хĕринче. Шăмпăл-шампăл сасă пулчĕ те, Шыври тухрĕ.
— Мĕн йĕретĕн? — тет мана.
Хамăн хуйăхăма каласа патăм. Чул çинчен илтсенех Шыври каялла чăмрĕ — çичĕ тĕслĕ чула илсе те тухрĕ.
Мана вăй кĕнĕ пекех пулчĕ. Шыврине тав турăм та малалла чупрăм. Вăрман урлă, уй урлă каçрăм, çитес çĕре çаврăнса çитрĕм.
Старик çаплах йĕрсе ларать.
— Тупрăм! — кăшкăрса ятăм эпĕ, — тупрăм!
— Вĕсем часах анса лармалла, терĕ старик.
Чăнах та, кимĕ пек япала çĕр çине анса ларчĕ те, унтан пысăк пуçлă пĕр кĕлетке тухрĕ. Эпĕ ăна алăри хаклă чула кăтартрăм. Вăл аллине сулса ячĕ те — «кимĕ» çинчен çынсем анма пуçларĕç. Унăн пулăшаканĕ мана çутă савăтпа ылтăн укçа пырса тыттарчĕ, эпĕ вара çичĕ тĕслĕ чула патăм.
Алăри укçашăн та, çынсене хăтарнăшăн та питĕ-питĕ савăнтăм.
Куçа уçрăм та — нимĕн те çук. Тĕлĕк курнă иккен эпĕ. Çавах савăнтăм: тĕлĕкре те ырă ĕç тума пултаратăп пулсан — пурнăçра вара яланах ырă ĕç çеç тăвасчĕ.

Дима Петров, 8-б класс
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2008 | Миçе хут пăхнă: 779 | Кам хушнă: selime | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Архив
Сайт тусĕсем

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz