Тунтикун, 29.04.2024, 12:39
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2010 » Раштав » 01
Аслă вăрман çумĕнчи пĕр пысăках мар ялта ăста лашаçă пурăннă. Унăн чи юратнă лаши Çăлтăр ятлă пулнă. Пĕррехинче вăрă-хурахсем çак лаша хуçине вĕлерсе хăварнă. Çăлтăр хăйĕн хуçишĕн питĕ-питĕ тунсăхланă: ниçта вырăн тупайман, апат та çимен, улăха та тухман, кунĕпе лаша витинче канăçсăррăн тăпăртатса тăнă. Хĕвел анса каç пулсан çеç вăл урама тухса уткаласа çӳренĕ, ырă кăмăллă хуçине асаилнĕ, икĕ куçĕнчен куççулĕ юха-юха аннă.
Çăлтăра çутçанталăк нихăш енчен те кӳрентермен, вăл вăрăм ураллă, çутă та яп-яка хура ӳтлĕ, пуçĕ çинче шап-шурă тĕслĕ çăлтăр евĕр паллă пулнă. Çавна пулах ĕнтĕ ăна Çăлтăр ят панă.
Пĕр каçхине уçăлса кĕнĕ хыççăн тĕлĕрсе çеç каять Çăлтăр — темĕнле чуна пăлхатакан сасăсем илтет. Сиксе тăрать те витерен урамалла чупса тухать. Пăхать — ялалла тĕлĕнтермĕш салтаксем тапăнса килеççĕ. Çăлтăр нумай шутласа тăмасть — вăрманалла тапса сикет. Хура вăрманта вăл ассăн сывлакаласа, пăшăрханса-кулянса çĕр каçкалать. Ирхине асăрханса яла таврăнать. Тепĕр инк ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 593 | Кам хушнă: selime | Хăçан:01.12.2010 | Комментарисем (0)

Юман тесен ăна ялта пурте пĕлеççĕ. Чипер каччă вăл, ĕçчен, кăмăллă. Пĕррехинче улăхпа пынă чухне курăк çинче тиха выртнине курать çак каччă.
Тихи хăй чăпар тĕслĕ, çилхи вара кĕмĕл пек çутатса тăрать. Анчах та вăл аманнă, ура çине те тăрайман. Юман çакна тӳрех асăрхать, тихана йывăç тураттисем çине майлаштарса вырттарать те килнелле туртса каять.
Юманăн ашшĕпе амăшĕ тихана курсан тĕлĕнсех каяççĕ — ытла та йăлтăртатса тăрать-çке вăл. Çавăнтах ăна Кĕмĕл тесе ят параççĕ. Кĕмĕл вара питĕ вăйсăр пулнă. Юман ăна çитерет те утă çине йăтса хурать.
Тепĕр кунне Юман куçне уçнă-уçманах витене чупать. Кĕмĕл ăна ура çине тăрса кĕтсе илет: «Ырă кун пултăр, Юман!» — тет. Çамрăк каччă тиха калаçма пĕлнинчен питĕ тĕлĕнет.
Кĕмĕл майĕпен сывалса çитет, кунран кун ӳссе пырать. Çапла çулталăк иртсе каять. Юманпа Кĕмĕл ĕнтĕ халь — чи çывăх юлташсем.
Пĕр каçхине Юман вăранса каять те витере çутă асăрхать. Часрах ту ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 616 | Кам хушнă: selime | Хăçан:01.12.2010 | Комментарисем (0)

Шырав
Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz