Кĕçнерникун, 02.05.2024, 21:25
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2010 » Ака » 30 » Ĕçчен Çтаппан. Фантастика.
22:59
Ĕçчен Çтаппан. Фантастика.
Пурăннă тет Çĕр çинче карчăкпа старик. Вĕсен икĕ ывăл пулнă. Чухăн пурăннă вĕсем, укçи-тенки пулман, анчах выçă çӳремен. Аслă ывăлĕ питĕ ĕçчен пулнă, пĕрмаях ĕçпе тăрмашнă, кĕçĕнни вара ĕçрен тарса çӳренĕ. Пĕррехинче кĕçĕн ывăлĕ Витали чирлесе кайнă, ăна сиплĕ шыв кăна пулăшма пултарнă. Амăшĕ аслă ывăлне, Çтаппана, вăрмана сиплĕ шыв патне янă.
Пĕр кун иртнĕ, икĕ кун, эрне… Çтаппан çаплах çаврăнса çитеймен. Амăшĕ кулянма пуçланă.
Акă мĕн пулса иртнĕ иккен. Çтаппан вăрмана çитнĕ те малалла ăçта каймаллине пĕлмен. Иккĕленсе тăнă хыççăн вăл тӳрĕ çулпа кайнă та сиплĕ шыв патне çитсе тухнă. Часах шывне савăта тултарнă та каялла кайма хатĕрленнĕ. Çав вăхăтра ун патне виçĕ симĕс кĕлетке пырса тăнă. Çтаппан хăрасах кайнă, мĕн тăвас-ши тесе аптраса тăнă.
Пĕри унпа калаçма тытăннă. Çтаппан нимĕн те ăнланман, анчах каярахпа тавçăрса илнĕ. Вĕсем унран пулăшу ыйтаççĕ иккен. «Эсĕ питĕ ырă та ĕçчен çын, — теççĕ вĕсем, — сăнран пăхсах куратпăр».
Çак тĕлĕнтермĕш кĕлеткеллĕскерсем урăх тĕнчерен пулнă иккен. Çтаппана та хăйсемпе пĕрле илсе кайнă. Вĕсем пурăнакан тĕнчене пĕрмаях Кăмăрчак тапăннă, вĕсене аркатнă, пĕтернĕ. Кăмăрчака лăплантарма тесе Çтаппана илсе килнĕ.
Эрне иртсен, чăнах та, яланхи пекех Кăмăрчак чашкăрса çитнĕ. Каллех хăйĕн усал ĕçне пуçланă.
Çтаппана вара пĕр эрне хушши вăй кĕртмелли асамлă шĕвек ĕçтернĕ. Çамрăк каччă хăйне вăй кĕрсе пынине кашни кунах сиссе тăнă, усал вăйпа кĕрешме хатĕрленнĕ. Анчах та вăй виçме шутламан вăл Кăмăрчакпа, унпа лăпкăн калаçнă, кулнă, ăнлантарнă.
Нумай вăхăт калаçнă вĕсем. Каç пуласпа вара калаçса татăлнă. Вĕсен калаçăвне никам та илтмен, мĕн çинчен калаçнине никам та пĕлмен. Анчах Кăмăрчак урăх нихçан та килмен ку тĕнчене, урăх никама та хур кăтартман.
Çтаппана вара тӳрех килне яман-ха, Кăмăрчак каялла килесрен хăранă пулмалла. Темиçе кун иртсен Çтаппана çавах та ăсатса янă. Çынна вăй паракан шыв тата сиплĕ курăк та парса янă ăна. Анчах эсĕ пирĕн тĕнчере пулнине никама та ан пĕлтер тесе асăрхаттарса каланă.
Ялта ашшĕпе амăшĕ кулянса ларнă. Кунĕн-çĕрĕн мĕн пулнă-ши пирĕн Çтаппана тесе шухăшласа çӳренĕ. Ăна курсан вара ниçта кайса кĕрейми савăнса кайнă. Вăл илсе килнĕ шывпа, курăкпа Виталие самантрах сыватнă. Витали хăйне çăмăллăн туйма пуçланă, кăмăллăн калаçма тытăннă. Çтаппана тав тунă вăл. Чи пахи вара — Витали хăйĕн йăнăшне ăнланса илнĕ, нихăçан та ашшĕпе амăшне кӳрентермен, пĕр ĕçрен те пăрăнса юлман.
Мĕн çинчен каланă-ши ĕçчен Çтаппан Кăмăрчака? Сăмах вăйĕ пурах пуль çав.

Марина Афанасьева, 11-б класс

Категори: Пирĕн пултарулăх - 2008 | Миçе хут пăхнă: 616 | Кам хушнă: selime | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 1
0
1 Suardi   (23.09.2013 07:07) [Материал]
Deadly accurate answer. You've hit the buelesyl!

dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz