Вырсарникун, 05.05.2024, 18:02
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2010 » Ака » 28 » Ман кукамай
23:37
Ман кукамай
Ман юратнă кукамай
Ватăлать çул иртнĕ май.
Анчах чунĕ çамрăках,
Çавăншăн ăна тавах.
 
Кукамайăм, кукамай!
Тунсăхлатăп эп пĕрмай.
Сана питĕ хисеплетĕп,
Килессе чунтан кĕтетĕп.
 
Хĕрĕх тватă çул шкулта
Вĕрентекенре ĕçлерĕн.
Ăслă çын çак тапхăрта
Пит нумай эс хатĕрлерĕн.
 
Эс вĕрентнĕ ачасем
Нихăçан сана манмаççĕ.
Уяв ячĕпе вĕсем
Салам хучĕсем яраççĕ.
 
Кукамай, эс ан кулян
Çулусем иртсе пынишĕн.
Эсĕ чунупа пуян –
Хĕпĕрте хăв телейлишĕн.
 
Эс пурришĕн савăнатăп,
Сан умра пуçа таятăп:
Пархатарлă ĕçÿсемшĕн,
Пурăнма пехил панишĕн.
 
Сана эпĕ юрататăп,
Ăраскал, телей сунатăп.
Сывлăху сан çирĕп пултăр,
Ĕмĕрÿ сан вăрăм пултăр.
 
Семенова Кристина, 8а класс
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 804 | Кам хушнă: selime | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 1
0
1 Heather   (23.09.2013 04:01) [Материал]
People nomrllay pay me for this and you are giving it away!

dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz