Тунтикун, 18.12.2017, 04:24
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2013 » Раштав » 16 » Телейпи юрри
20:20
Телейпи юрри
Манăн асанне мана питĕ кăсăклă халапсем каласа пама юратать. Сире те каласа парам-ха. Интереслĕ пулĕ-и вăл — пĕлместĕп, çапах та вулама ан ӳркенĕр.
Пысăк мар ялта пĕр хĕр пурăннă. Унăн тăватă йăмăкĕ тата шăллĕ пулнă. Хĕр упраçа Телейпи тесе чĕннĕ. Вăл питĕ илемлĕ, тирпейлĕ те таса, хитре чакăр куçлă, çемçе саслă, вăрăм хура çӳçлĕ пике пулнă. Телейпи кунĕпе пахчара, кил-çуртра ĕçленĕ. Кĕçĕнннисемпе те лармалла, апат-çимĕç те хатĕрлемелле, выльăх-чĕрлĕхе те пăхмалла. Ашшĕ пулнă-ха, анчах та вăл пĕр çул каялла чирлесе вилнĕ. Амăшĕ ăçта, унпа мĕн пулнине ашшĕ пĕрре те каласа паман.
Пĕррехинче, ĕçлесе ывăннă хыççăн, килтисем пурте çывăрса кайсан Телейпи Çавал юхан шывĕ еннелле утнă. Çак юхан шыв хĕррипе тĕлĕнмелле хитре тавралăх иккен: çаран çинче тем тĕрлĕ капăр чечек ӳсет, вĕсем çийĕн чĕвĕлти кайăксем юрласа çаврăнаççĕ. Хĕвел хĕртнĕçемĕн Çавал хăй патне шыва кĕрсе уçăлмашкăн илĕртет. Акă кунтах хăйĕн вăрăм çулçиллĕ турачĕсемпе пĕркенсе пĕр йăмра ларать. Телейпи çак йăмра айĕнче час-час хăй амăшĕсĕр ӳснишĕн кулянса куççуль тăкать. 
Каç. Тĕттĕм. Сывлăш уçă та таса. Курăк йĕпе те сивĕ. Акă çуртра çутă сӳнчĕ. Шур кĕпеллĕ Телейпи пӳртрен тухрĕ. Çара урисемпе тăпăлтаттарса йăмра патне çитсе ларчĕ. Тарăн шухăша путнă Телейпи хăй мĕн вăхăтра йăмра патне çитсе ларнине те сисмерĕ. Хăйне мĕнле йывăр пулни çинчен ӳкĕтлесе йĕме пуçларĕ, Турăран пулăшу чĕнсе юхан шыв çыранĕ умне ӳкрĕ. 
Акă, пĕр куççуль тумламĕ шыва лекрĕ те, юхан шыв икĕ пая уйрăлма тытăнчĕ. Варринче вара вăрăм та сарлака, аялалла анма йыхăракан пусма курăнса кайрĕ. Телейпи тĕлĕнсе хытса кайрĕ. Тĕлĕннипе ури çине сиксе тăчĕ те çав пусма тăрăх анса пăхас терĕ. Акă Телейпи пусма вĕçне çитме пуçларĕ. 
Ку — пачах урăх тĕнче иккен. Пĕр вăхăтрах пан улми пиçет, çĕмĕрт çеçки çурăлать, чечексем çурăлаççĕ, курăк шăтса тухать. Ăшă хĕвел пăхать. Акă çак хитре вырăнта Телейпи пĕчĕк пӳрт ларнине курчĕ. Утать вăл хайхи пӳрт патнелле. Шаккас тенĕччĕ — сасартăк пĕр ватă старик алăка уçса та ячĕ. 
— Эпĕ сана таçта курнăччĕ ĕнтĕ? — терĕ старик тĕлĕнерех пăхса. 
Кĕртрĕ старик ăна хăй патне. Хăйĕн пулăшаканĕсене — кайăксене чей тултарма хушрĕ. Вĕсем чей янă хушăра старик ас тума тытăнчĕ.
— Эпĕ ĕнтĕ сана ăçта курнине хăвăрт аса илеймерĕм. Сăну темле илемлĕ пикене аса илтерет. Лайăх тата тимлĕ итле-ха мана. Тен, хăвах ăнланса илĕн. 
Нумай-нумай çул каялла пурăнатчĕ çак таврара пĕр япăх çын. Урасмет ятлăскер. Вăл пĕр хĕре юрататчĕ, ăна качча илесшĕнччĕ. Çак хĕрĕ сан пекех, Телейпи, хура вăрăм çӳçлĕ, хитре куçлă хĕрччĕ. Çак хĕр вара тепĕр хитре каччăна юратнă, çавăнпа Урасмет çине пăхман та вăл. Урасмете хĕр упраç çавăн пек пулни пĕрре те килĕшмен. Унăн савнă каччине вĕлерес тесе шутланă вăл. Анчах та хăвăрт тумалли ĕçпе урăх çĕр-шыва тухса каймалла пулнă унăн. Темиçе çула çухалнă вăл. Каччăпа хĕр çак вăхăтра пĕрлешме ĕлкĕрнĕ.
Пилĕк ача çуратнă вĕсем. Çак илемлĕ пикене тата хĕрарăма Ырпи тесе чĕннĕ. Питĕ килĕштерсе те пĕр-пĕрне юратса пурăннă çак мăшăр.
Урасмет кĕçех таврăннă. Унăн юратăвĕ качча тухма та ĕлкĕрнĕ иккен. Вара вăл Ырпие чунтан ылханнă. Ылханĕ пит йывăрскер пулнă çав — Ырпи пĕр самантра йăмра пулса тăнă. Упăшкипе тата вĕсен ачисемпе мĕн пулнине эпĕ пĕлместĕп те …
Телейпи питĕ тимлĕ итлерĕ, хăй те шухăшлама тытăнчĕ. Унăн та амăшĕ Ырпи ятлă пулнă-çке. Ашшĕ ялта ăна пĕр хыпарсăр çухалнă тесе сăмах сарнă. «Атте ялан ялти пĕр йăмра патне çӳретчĕ вĕт!» — вĕлтлетсе илчĕ Телейпи пуçĕнче. Вăл ура çине сиксе тăчĕ те часрах пӳртрен тухса тарма хăтланчĕ. Анчах старик алран тытса ĕлкĕрчĕ. Телейпи нумай шухăшласа тăмарĕ — мĕнле майпа амăшне каялла киле, ачисем патне илсе килесси пирки ыйтрĕ. Старикĕ часрах хăйĕн кивелнĕ сунтăхне кĕрсе кайрĕ, аллисемпе тем шырама пуçларĕ. 
Нумайччен пăлхатрĕ вăл сунтăха. Хут хыççăн хут тытса пăхрĕ… Шырать, шырать… Пĕр кĕнекине уçрĕ те унта хĕсĕнсе выртакан хут таткине илчĕ. Ку хут татки Урасмет çырса пынă кун кĕнекинчен иккен. Старикпе Урасмет чи çывăх туссем пулнă. Вĕсем Ырпи пирки вăрçăнса кайнă та урăх пĕр-пĕринпе курнăçман та, калаçман та. 
Çак хут татки çинче виç-тăват йĕрке кăна пулнă. Старикпе Телейпи вулама тытăнчĕç. «Ман савнă хĕре манран никам та уйăраймасть!!! Мана лекмесен никама та ан лектĕр. Анчах та эпĕ ăна юрататăп. Ман Ырпие йăмраран уйăрса такам каялла илсе килес тесен унăн ăна чунран юратнине пĕлтерсе юрă юрламалла. Анчах та кашни кун мар, пĕртен пĕрре çеç. Пĕрре çеç. Çуркунне, 20 çул иртсен, пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче, çĕрле, шăп та шай вун икĕ сехетре. Асăрханăр: иккĕмĕш хутне юрласан вăл хăрса-типсе çеç ларать». 
Телейпи шутлама тытăнчĕ. Çитнĕ-ши çав вăхăт? Е малашне пулать-ши? Старик шутламасăрах каласа хучĕ: «Пĕр çул иртсен шăпах çак кун пулать вăл». Телейпи савăннипе макăрма тытăнчĕ. Мĕншĕн тесен амăшне каялла тавăрас пулать унăн. Телейпи пĕтĕм чунтан старике тав турĕ те килелле чупса кайрĕ. Утнă чухне тин ăнланчĕ вăл: старик ăна хăй патне кĕртмен пулсан çак йăмра çинчен ним те пĕлмен пулĕччĕ. 
Телейпи киле таврăнчĕ те каллех ĕçе пикенчĕ. Хĕлле, ĕçсем нумай мар чухне, йăмăкĕсемпе тата шăллĕпе пĕрле юрă хатĕрлерĕ. 
Акă çуркунне çитрĕ. Телейпи кĕçĕннисемпе пĕрле юхан шыв хĕрне сиккипе тенĕ пек чупса кайрĕ. Вĕсем çĕрлехи вун икĕ сехете чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Тĕттĕмленчĕ. Чи малтан Телейпи юрлама пуçларĕ, пĕчĕккисем вара — ун хыççăн. Ачисен юррине илтсе амăшĕ куç умне чĕрĕлсе тухрĕ. Пурте ĕсĕклесе макăрма пуçларĕç, куççуль витĕр, пăлханса, амăшне ыталаса чуп турĕç.
Ку халап пĕлтерĕшне эсир ăнланайрăр-и? Хальхи çемьесенче çыхăнусем йĕркеллех мар вĕт-ха. Эпир тепĕр чухне аннесемпе чунтан калаçманни те пулать, пĕр-пĕрне ăнланма та тăрăшмастпăр, кӳрентеретпĕр те пуль, кирлĕ чух пулăшмастпăр та тен... 
Хăш-пĕр ачасен амăшĕсем те çук вĕт-ха. Вĕсем ĕмĕр тăршшĕпе амăшне кĕтеççĕ, юнашар ларса ăшшăн калаçма ĕмĕтленеççĕ. 
Юратăр, упрăр аннĕрсене! Пулăшăр вĕсене, йăпатăр, ырă сăмахпа савăнтарăр, ан кулянтарăр. Ăнланăр вĕсене. Нихăçан та ан çухатăр аннĕрсене!

Бобылева Наталия, Красноармейски шкулĕ, 10 класс. Хайлав республикăмăрти "Чăваш йăмри" литература ăмăртăвĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. 
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 209 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Раштав 2013  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Copyright MyCorp © 2017
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz