Вăрçă пуçлансассăн пирĕн салтаксем
Паттăр хÿтĕленĕ çĕршыва вĕсем.
Çуннă та арканнă хуласем, ялсем,
Юнлă суранланнă салтак-пиччесем.
Мина сирпĕнет-и, снаряд çурăлать,
Тупă перет-и, самолет арканать,
Бомба çурăлать-и, пулемет перет,
Граната сирпĕнет е пуля
лекет …
Чĕрĕлле çунтарнă çынсене тăшман,
Пенĕ те пăрахнă – шутласа тăман.
Çын мар вăл, мĕнле-ха çын тесе калан…
Çылăхĕ пит пысăк, мĕнле каçаран?
Ытла та хăрушă, ытла та хаяр…
Кун пек вăрçа урăх эпир курар мар.
Чăтнă, шăла çыртнă – каялла чакман.
Вăрçнă та кĕрешнĕ, нимрен хăраман.
Çĕнтерÿ салючĕ янраса кайсан
Савăнăçпа хурлăх пулнă-тăр пĕр тан.
Вилнĕ, çухалнă – таврăнман вăрçăран…
Кĕтнĕ тăванĕ – шанчăкне çухатман.