Юратнă чĕлхене сума суса,
Хисеплесе хам çĕрĕм-шывăма,
Тăван халăхăма та ыр сунса
Çыратăп эпĕ çакă сăввăма.
Чăваш ачи калаçтăр чăвашла,
Нихçан ан мантăр йăх-несĕл ятне.
Унпа пĕрлех вĕрентĕр вырăсла,
Çÿле çĕклетĕр халăхăн чапне.
Чĕлхе вăл асаттемĕрсен парни,
Ăна упранă ĕмĕрсем хушши.
Чĕлхе вăл пирĕн пурнăçăн тĕвви,
Унран пахи тата мĕн-мĕн пур-ши?
Чĕлхе вăл – пурл
...
Малалла вула...»