Статистика
Халĕ кунта: 1 Хăнасем: 1 Юзерсем: 0
|
Блог
Тĕп страница » 2015 » Кăрлач » 13 » Юрататăп чĕлхене
|
Пирĕн çемьере текех
Калаçаççĕ чăвашла.
Çывăх та çемçе чĕлхе
Çĕклентерет кăмăла.
Асаттепе асанне,
Настя аппапа анне,
Йăмăк, шăллăм та атте –
Сакăр çын пĕр çемьере.
Эпир пурте – чăвашсем,
Кайри Карăк ялĕсем.
Чĕлхе пирĕншĕн паха,
Çăлкуç евĕр вăл таса.
Тĕлĕнетĕп çынсенчен –
Чĕлхерен ютшăннинчен.
Тĕрĕс мар ку, тĕрĕс мар,
Атьăр чунлăрах пулар.
Чи хакли те илемли –
Чăваш чĕлхи – чи кирли.
Ытти чĕлхене пĕлни –
Эс ăспа пуян пулни.
Юрататăп чĕлхене,
Тав тăватăп аннене –
Чĕлхене вĕрентнĕшĕн,
Ыр кун-çул пилленĕшĕн.
Харитонова Екатерина, 7а класс, Красноармейски шкулĕ
|
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2014 |
Миçе хут пăхнă: 666 |
Кам хушнă: mixaj_58
| Рейтинг: 5.0/1 |
|