Праски инкепе Петĕр пичче килне те савăнăç çитрĕ — вĕсен пĕчĕк ача çуралчĕ. Çичĕ çул хушши кĕтрĕç вĕсем çак пепкене. Арçын ача çут тĕнчене килсен савăнмаллипех савăнчĕç вара. Эрне кун çуралнăран-ши, Эрçук ят пачĕç ăна.
Ват аслашшĕсен йăлине хисеплесе Петĕр пичче ывăл ачи ячĕпе пӳрт умне пĕр пĕчĕк йăмра лартрĕ. Тавлашмалла тенĕ пек ӳсме пусларĕç Эрçукпа йăмра.
Эрçук питĕ патвар çитĕнчĕ, сăнĕпе те питĕ чипер каччă пулса тăчĕ. Ялти чи илемлĕ пикене юратса пăрахрĕ те ăна качча илчĕ. Вара çамрăк мăшăр тăван килтен уйрăлса тухса хăй тĕллĕн пурăнма тытăнчĕ.
Йăмра та хăй еккипе çӳлелле çĕкленчĕ, аяккалла сарăлчĕ. Кил умĕнче мăнаçлăн курăнса ларакан пулчĕ. Праски инкепе Петĕр пичче час-часах йăмра айне тухса ларса хăйсен çамрăклăхне аса илетчĕç, пĕртен пĕр ывăлĕн шăпи телейлĕ пултăрччĕ тесе ĕмĕтленетчĕç.
Пĕррехинче Праски инкепе Петĕр п
... Малалла вула...»
Микулай тесе чĕннĕ ăна ялта. Вăл илемлĕ те ĕçчен каччă пулнă. Хăшĕ-пĕрисем ăна ылтăн алăллă ăстаçă тесе те каланă. Кăмăлĕ те унăн питĕ ырă пулнă, никама та пĕр сивĕ сăмах каламан, нихăçан та никама та кӳрентермен. Ытла лайăх ача пулнăран юратнă та ăна ялта: ваттисем те, çамрăккисем те, ачасем те. Ытларах ачасем килĕштернĕ ăна. Микулай вĕсене юмахсем каласа кăтартнă, йывăçран теттесем туса панă. Вăл хăй те тĕлĕнтермĕш япаласем çинчен итлеме юратнă, пурнăçра пулма пултарайман пулăмсене те ĕненнĕ.
Пĕр кунхине Микулай патне пĕр пилĕк-ултă çулхи хĕр ача пынă, хăйĕн юратнă пукани валли пĕчĕк кравать ăсталаса пама ыйтнă. Микулай хаваспах килĕшнĕ. Каскаламалли хатĕрсем илнĕ те вăрмана юрăхлă йывăç шырама кайнă.
Пĕлĕтелле кармашса ӳсекен йывăçсем çине пăхкаласа Микулай вăрмана шалтан шала кĕрсе пынă, пĕр уçланкăна çитсе тухнă. Уçланкă варринче лапсăркка
... Малалла вула...»
Ĕлĕк-авал чăваш çĕрне пĕрмаях тустарнă, çунтарнă, çаратнă. Ялсенчен нимĕн те тăрса юлман, йĕри-тавра çунăк шăрши çеç тăнă. Чăваш çыннисем унта-кунта тарса пытаннă, пуринчен те хăраса пурăннă. Анчах нимĕн тума та май çук, никам та нимĕн те тума пултарайман. Пĕррехинче ял хĕрринчи вут-çулăм тивмесĕр тăрса юлнă пĕчĕк çурт патне ватă мучи пырса тăрать. Вăл алăкран шаккаса хăйне пĕр татăк çăкăр пама ыйтать. Çамрăк каччă алăка уçать те старике пӳрте кĕртет, ăна пĕр курка шыв тата юлашки çăкăр татăкне парать. Мучи темиçе кун çимен пулмалла, ырханлансах кайнă. Ку çуртра пурăнакан Илехмет уçă кăмăллă çын пулнине сиссе ватă çын ăна: «Тавах сана, каччă, ырă кăмăлушăн», — тет. — Мĕн эсир, мучи, маншăн нимĕн шел мар. — Куратăп эп, ывăлăм, эсĕ питĕ ырă чунлă çын. Эсĕ чăваш çĕрĕ çинчи вăрçа-харçа чарма пултарассине те куратăп эпĕ. — Мĕнле чарма пултаратăп-ха эпĕ ăна? Манăн вăйăм çитес çук. — Эпĕ сана пулăшăп. Эпĕ сана çăра уççи паратăп. Эсĕ унпа пĕр арчана уçма пу
... Малалла вула...»
Тахçан авал пысăк вăрман çумĕнче пĕр пĕчĕк ял лăпчăнса ларнă. Ял çыннисем ĕçчен те пуян чунлă пулнă. Вĕсене çывăхри вăрман тăрантарнă, ăшăтнă. Çурт-йĕр çавăрма пĕренесем, кăмака хутма вутă турттарнă. Пӳрт тăррине витме чĕренче е çăка хуппи, пештĕр çыхма тата çăпата тума пушăт хатĕрленĕ. Курăс хутса мунчала тунă. Савăт-сапа ăсталама та юрăхлă йывăçсем вăрмантанах касса килнĕ. Карçинккапа лăпă çыхма хăва хуллисем те унтах тупнă. Милĕкĕ те, улми-çырли те, кăмпи-мăйăрĕ те, сиплĕ курăкĕ те — ытлашшипех пулнă вăрманта. Çавăнпа ĕнтĕ мĕн авалтанах: «Вăрман — пирĕн пуянлăх», — тенĕ.
Çак пуян вăрман сывлăшĕпе, сиплĕхĕпе, илемĕпе киленсе пурăннă та ĕнтĕ пĕчĕк ялти пысăк чунлă çынсем. Ялти çамрăксем те хăйсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе вăхăта ирттернĕ, ашшĕ-амăшне ĕçре пулăшнă, каçхине вăййа тухнă.
Икĕ чипер хĕр, Катуçпа Сайрухха, пĕр
... Малалла вула...»
Вăрман хĕрринче çутă кӳлĕ сарăлса выртать. Кӳлĕпе юнашар пĕр ватă йăмра саркаланса ларать. Ирĕккĕн ӳсет вăл. Ăна нимĕн те чăрмантармасть, нимĕн те кансĕрлемест. Вăрман сивĕ çилрен сыхлать, кӳлĕ нӳрĕк парать. Кашни иртен-çӳрен ун хӳттине ларса канать. Кӳлĕ çумĕпе иртсе çӳрекен çынсене йăмра ăсатса ярать, кĕтсе илет, хăй сулхăнне ларса канма чĕнет. Çак темиçе ĕмĕр пĕр вырăнтан тапранмасăр ларакан йывăç çинчен тем тĕрлĕ халап-юмах та çӳрет ял хушшинче. Ку вырăнтан иртсе çӳрекен çынсем çухалкалани те пулнă теççĕ. Шăпах çак йăмра йывăççи патĕнчен иртсе çӳрет те ĕнтĕ Катриван. Кашни кунах вăл вăрман урлă хулана ĕçлеме çӳрет. Кӳлĕ хĕрринчен иртнĕ чухне кунти илемпе чарăнса тăрсах киленет. Акă паян та вăл пĕр самантлăха чарăнса тăрса уçă сывлăша кăкăр туллин сывласа илет те малалла утать. Хулана çитиччен унăн вăрман урлă пилĕк çухрăм утмалла. Уншăн вара çак çул вăрăммăн туйăнмасть, хăнăхнă çулпа вăл кирлĕ çĕре хăвăрттăнах çитет. Хуларан каялла таврăннă чухне Катри
... Малалла вула...»
Ял хĕрринче пĕр 50-60 çулхи йăмра ларнă. Ăна ял çыннисем темшĕн ылтăн йăмра тенĕ. Ваттисем ун çинчен çапла каланă: «Кам ылтăн йăмрана тытать, çавă йăмра хуралçи пулать», — тенĕ. Çавăнпа та çак йывăç патне никам та çӳремен. Ватă çынсем ачасемпе çамрăксене йăмра патне каймалла маррине асăрхаттарсах тăнă. Йăмра хĕлĕн-çăвĕн пĕчченех кашласа ларнă.
Ял çыннисем шыв ăсма йăмра патĕнчи çăла çӳренĕ. Йăмра çине пăхкаласа илнĕ-ха шыв ăсакансем, анчах ун патне çывăха пыман.
Пĕр ирхине амăшĕ Терука шыв ăсма ячĕ. Амăшне пулăшма хăнăхнă арçын ача икĕ витре илчĕ те çăл еннелле утрĕ. Çăл патне çитсен витрисене тултарчĕ те каялла кайма хатĕрленчĕ. Çав вăхăтра йăмра ылтăн тĕспе çуталса кайрĕ те Терука хăй патне чĕннĕ пек туйăнчĕ. Арçын ачана темле вăй ылтăн йăмра патнелле уттарчĕ. Йывăç патне çитсен Терук хăй сисмесĕрех йăмра вуллине ярса та тытрĕ
... Малалла вула...»
Хумккапа амăшĕ питĕ килĕштерсе пурăнатчĕç. Амăшĕ ăнсăртран чирлесе кайрĕ те урăх ура çине тăраймарĕ. Ялти Липпа ятлă ăрăмçă-сиплевçĕ те сыватаймарĕ Хриççа карчăка.
Хумкка пĕчченех тăрса юлчĕ. Вăл ашшĕпе амăшĕн пĕртен-пĕр ывăлĕччĕ. Унăн ашшĕ пилĕк çул каялла чире кайса вилчĕ. Амăшĕ вара арçын ачана пĕчченех ӳстерчĕ. Халĕ Хумкка вун саккăрта ĕнтĕ, хăйне хăй пăхма пултарать. Çапах та питĕ кичем ăна. Ялта унăн таванĕсем те çукпа пĕрех.
Пурăнать çапла Хумкка ашшĕ-амăшĕнчен юлнă паян-ыран йăтăнса анас пек пĕчĕк кивĕ пӳртре пĕчченех. Çанталăкĕ кĕр енне сулăннă май пӳртре те сивĕ туйăнать. Хутса ăшăтма вара вутти те çук. «Мĕн тăвам-ши?» — шухăшлать каччă.
Хумкка çурчĕ умĕнче ашшĕ лартса хăварнă йăмра йывăççи ӳсет, вăл та пĕчченех кашласа ларать. «Йăмрана касас та вутă тăвас, пӳрте хутса ăшăтас, кăмака улми пĕçерсе çиес&raqu
... Малалла вула...»
Манăн асанне мана питĕ кăсăклă халапсем каласа пама юратать. Сире те каласа парам-ха. Интереслĕ пулĕ-и вăл — пĕлместĕп, çапах та вулама ан ӳркенĕр. Пысăк мар ялта пĕр хĕр пурăннă. Унăн тăватă йăмăкĕ тата шăллĕ пулнă. Хĕр упраçа Телейпи тесе чĕннĕ. Вăл питĕ илемлĕ, тирпейлĕ те таса, хитре чакăр куçлă, çемçе саслă, вăрăм хура çӳçлĕ пике пулнă. Телейпи кунĕпе пахчара, кил-çуртра ĕçленĕ. Кĕçĕнннисемпе те лармалла, апат-çимĕç те хатĕрлемелле, выльăх-чĕрлĕхе те пăхмалла. Ашшĕ пулнă-ха, анчах та вăл пĕр çул каялла чирлесе вилнĕ. Амăшĕ ăçта, унпа мĕн пулнине ашшĕ пĕрре те каласа паман. Пĕррехинче, ĕçлесе ывăннă хыççăн, килтисем пурте çывăрса кайсан Телейпи Çавал юхан шывĕ еннелле утнă. Çак юхан шыв хĕррипе тĕлĕнмелле хитре тавралăх иккен: çаран çинче тем тĕрлĕ капăр чечек ӳсет, вĕсем çийĕн чĕвĕлти кайăксем юрласа çаврăнаççĕ. Хĕвел хĕртнĕçемĕн Çавал хăй патне шыва кĕрсе уçăлмашкăн илĕртет. Акă кунтах хăйĕн вăрăм çулçиллĕ турачĕсемпе пĕркенсе пĕр йăмра ларать. Телейпи
... Малалла вула...»
Ялта кашни килтех кушак пур. Тимруксен çемйи те кушака питĕ юратать. Вĕсен пурĕ виçĕ кушак. Вĕсем виççĕшĕ те пĕчĕкренех пĕрле выляса ӳсеççĕ. Вĕсем пĕринчен тепри хитререх. Çавăнпа та çурасене кайса пăрахма шел тесе виççĕшне те усраççĕ. Пĕррехинче кӳршĕ хĕр ачи Лисук Тимруксем патне выляма пырать. Ачасен вăййине кушаксем те хутшăнаççĕ. Хĕрсе вылянă вăхăтра хура тĕслĕ кушакки Лисука чĕрмелесе пĕтерет. Лисук чăтайманнипе сасăпах макăрса ярать. Çакăншăн Тимрук кушака ятласа та илет, пӳрнепе юнаса: «Ачасене тивмелле мар, хитре вылямалла, вĕсем сире юратаççĕ вĕт. Акă эсĕ халь Лисука кӳрентертĕн, вăл сан пата урăх выляма килмест», — тет. Хăй ашкăнса вылянишĕн кулянса кушак пӳртрен тухать те ансăр сукмакпа вăрманалла утать. Пырсан-пырсан вăрман хĕрринчи пĕр йывăç патне çитсе чарăнать. Пуçне çĕклесе пăхать те — хăй умĕнче йăмра тăнине курать. Савăнса кайнипе унпа калаçма пуçлать: — Ырă кун пултăр, йăмра! — Саншăн та кунĕ ырă пултăр, кушак! — Сана кунта кунĕн-
... Малалла вула...»