Праски инкепе Петĕр пичче килне те савăнăç çитрĕ — вĕсен пĕчĕк ача çуралчĕ. Çичĕ çул хушши кĕтрĕç вĕсем çак пепкене. Арçын ача çут тĕнчене килсен савăнмаллипех савăнчĕç вара. Эрне кун çуралнăран-ши, Эрçук ят пачĕç ăна.
Ват аслашшĕсен йăлине хисеплесе Петĕр пичче ывăл ачи ячĕпе пӳрт умне пĕр пĕчĕк йăмра лартрĕ. Тавлашмалла тенĕ пек ӳсме пусларĕç Эрçукпа йăмра.
Эрçук питĕ патвар çитĕнчĕ, сăнĕпе те питĕ чипер каччă пулса тăчĕ. Ялти чи илемлĕ пикене юратса пăрахрĕ те ăна качча илчĕ. Вара çамрăк мăшăр тăван килтен уйрăлса тухса хăй тĕллĕн пурăнма тытăнчĕ.
Йăмра та хăй еккипе çӳлелле çĕкленчĕ, аяккалла сарăлчĕ. Кил умĕнче мăнаçлăн курăнса ларакан пулчĕ. Праски инкепе Петĕр пичче час-часах йăмра айне тухса ларса хăйсен çамрăклăхне аса илетчĕç, пĕртен пĕр ывăлĕн шăпи телейлĕ пултăрччĕ тесе ĕмĕтленетчĕç.
Пĕррехинче Праски инкепе Петĕр пичче ывăлĕпе кинĕ тата мăнукĕ патне хăнана кайрĕç. Тунсăхласа çитнĕ пулмалла та — тĕттĕм пуличченех шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç. Каялла киле çурçĕр çитеспе тин таврăнчĕç. Каç пулсанах выртса çывăрма хăнăхнăскерсем, анаслакаласа кил умне çитсе тăчĕç. Ак, тĕлĕнтермĕш! Кил умĕнчи йăмран кашни туратти çинче пĕрер çăлтăр çутатса ларать. Кашниех çепĕç юрă юрланă пек илемлĕ сасă кăларать. Кун пек тĕлĕнтермĕше ĕмĕрте те курман-илтмен пиччепе инке çăварĕсене карсах пăрахрĕç. Хăйсене юмахри тĕнчене лекнĕ пек туйса, илемлĕ кĕвĕ асамлăхĕпе киленсе йăмра айĕнчи сак çине кайса ларчĕç. Çăлтăр çутипе çиçсе тăракан йывăç айĕнче ларма ытла та канлĕ иккен. Çепĕç кĕвĕ-çемĕ чуна сĕртĕнсе кăмăла çĕклет. Çапла нихçан ĕмĕтленмен канăçлăха путса пĕр вăхăт чĕнмесĕр ларчĕç Праскипе Петĕр. Сасартăк шăп пулчĕ. Тепĕр самантран çăлтăрсем çӳлелле çĕкленчĕç те тӳпенелле хăпарса кайрĕç. Праски инкепе Петĕр пичче пĕр-пĕрин çине ăнланаймасăр пăхса илчĕç. Вара сак çинчен çĕкленчĕç те пĕр-пĕрне сăмах хушмасăр пӳртелле кĕрсе кайрĕç.
Çĕрĕпе йĕркеллĕ çывăраймарĕç вĕсем. Шухăш çăмхине тем тĕрлĕ те сӳтсе пăхрĕç, вĕçне çитеймерĕç. Ир енне çеç тутлăн çывăрса кайрĕç Праскипе Петĕр.
Ирхине хапхаран тухнă-тухман йăмра çине куç ывăтса илчĕç. Йăмра тураттисене усса канлĕн тĕлĕрет-ха. Ăна ăшă ыйхăран вăратас мар тенĕ пек шăппăн калаçкаларĕç кил хуçисем. Кил-çуртри ĕçсене пуçтарсан вĕсем тĕлĕнтермĕш хыпар пĕлтерме ывăлĕсем патне вĕçтерчĕç. Хăйсем çĕрле мĕн курни-илтнине хăпартланса та хумханса каласа кăтартрĕç. Çамрăксем, паллах, ĕненмерĕç ватă çынсене, куçа курăнчĕ пуль сĕм çĕрле терĕç. «Каç выртмаллах хăнана пырăр эппин, хăвăр куçăрпа пăхса ĕненĕр», — терĕç ашшĕпе амăшĕ Эрçукпа арăмне.
Праскипе Петĕр калавĕ çамрăксене чăнах та кăсăклантарса янă иккен. Каç пулттипе Эрçук çемйипех тăван килне килчĕ. Ашшĕпе амăшĕ тепĕр çĕр çывăраймасăр асапланас мар тесе каç пулсанах выртса çывăрчĕç, мăнукне те çывăрма вырттарчĕç.
Урамра çын палăрми тĕттĕмленсе çитсен Эрçукпа Эрпи пӳртрен тухрĕç те йăмра айне кайса ларчĕç. Урамра шăп. Ял çыннисем çывăраççĕ. Ниçта пĕр çутă курăнмасть. Калаçса ларнă май Эрçук Эрпие çак илемлĕ йăмрана хăй çуралсан лартни çинчен, ăна пурте юратса пăхни çинчен каласа кăтартрĕ. Çапла тем вăхăт хушши ларчĕç вĕсем, куçĕсем те хупăнма пуçларĕç… Сасартăк çӳл тӳперен пĕр пайăрка çутă вĕçсе анчĕ те, йăмра йывăççин турачĕсем çап-çутă çуталса кайрĕç. Кăшт тăрсан чуна кантарса яракан кĕвĕ шăранма пуçларĕ: хытă мар, йăмра çывăхĕнче илтĕнмелĕх çеç. Акă вăл асамлăх вăйĕ!
Эрçукпа Эрпи çак асамлăх тыткăнĕнче çăлтăрсене хăратса ярас мар тенĕ пек пĕр самант ним хускалмасăр шăп ларчĕç. Унтан йăмра çинелле пăхса кашни çăлтăрне сăнама тытăнчĕç. Аялти тураттисем çине пысăкраххисем вырнаçнă, çӳлерехрисем çине — пĕчĕкреххисем. Хăйсем курса тăранмалла мар илемлĕ çутатаççĕ.
Канлĕх кустăрми пĕр вĕçĕм çаврăнмасть çав тенĕ пек çăлтăрсем те çĕр каçмаллах килмен çав. Шăп çурçĕр тĕлĕнче кĕвĕ-çемĕ янăрама чарăнчĕ те çăлтăрсем пĕр харăс тӳпенелле вĕçсе хăпарса кайрĕç. Эрçукпа Эрпи савăннипе пĕр-пĕрне ыталасах илчĕç. Мĕнле савăнмăн-ха. Эрçук ячĕпе лартнă йăмра чăннипех те асамçă-çке. Вăл чуна савăнтарать, кăмăла çĕклет, пурăнас хавала ӳстерет. Ашшĕпе амăшĕ хавхаланнă пек Эрçукпа Эрпи те вĕçсе каяс пек çĕкленӳллĕ кăмăлпа пӳртелле кĕрсе кайрĕç. Час лăпланаймарĕç вĕсем. Пурнăçра темле те пулать вĕт-ха. Чуна хурлăх пуссан, кăмăл пăсăк пулсан, чун-чĕре кӳтсе килсен çак йăмра патне килсе ларăпăр, вăл пирĕншĕн йăпатмăш пулĕ терĕç. Çынна кулленхи ĕç кăна мар, чун канăçĕ те кирлĕ çав.
Тепĕр кунне Эрçукпа Эрпи ашшĕ-амăшĕ патĕнчен килне таврăнсан хăйсен икĕ çулхи Тутимĕр ывăлĕ ячĕпе йăмра лартрĕç. Асаттесен ырă йăлине пăрахмалла мар терĕç вĕсем. Чăваш ялĕнче чăваш çынни лартнă чăваш йăмри ĕмĕр-ĕмĕр кашласа лартăр. Çапла пултăр!
Елена Григорьева, Красноармейски шкулĕ. Хайлав республикăмăрти "Чăваш йăмри" литература конкурсне хутшăннă, 3-мĕш вырăн йышăннă. Ертÿçи - чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен З.П.Михайлова