Кĕçнерникун, 21.11.2024, 16:47
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2013 » Раштав » 21
Праски инкепе Петĕр пичче килне те савăнăç çитрĕ — вĕсен пĕчĕк ача çуралчĕ. Çичĕ çул хушши кĕтрĕç вĕсем çак пепкене. Арçын ача çут тĕнчене килсен савăнмаллипех савăнчĕç вара. Эрне кун çуралнăран-ши, Эрçук ят пачĕç ăна.
Ват аслашшĕсен йăлине хисеплесе Петĕр пичче ывăл ачи ячĕпе пӳрт умне пĕр пĕчĕк йăмра лартрĕ. Тавлашмалла тенĕ пек ӳсме пусларĕç Эрçукпа йăмра.
Эрçук питĕ патвар çитĕнчĕ, сăнĕпе те питĕ чипер каччă пулса тăчĕ. Ялти чи илемлĕ пикене юратса пăрахрĕ те ăна качча илчĕ. Вара çамрăк мăшăр тăван килтен уйрăлса тухса хăй тĕллĕн пурăнма тытăнчĕ.
Йăмра та хăй еккипе çӳлелле çĕкленчĕ, аяккалла сарăлчĕ. Кил умĕнче мăнаçлăн курăнса ларакан пулчĕ. Праски инкепе Петĕр пичче час-часах йăмра айне тухса ларса хăйсен çамрăклăхне аса илетчĕç, пĕртен пĕр ывăлĕн шăпи телейлĕ пултăрччĕ тесе ĕмĕтленетчĕç.
Пĕррехинче Праски инкепе Петĕр п ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 554 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан:21.12.2013 | Комментарисем (0)

Микулай тесе чĕннĕ ăна ялта. Вăл илемлĕ те ĕçчен каччă пулнă. Хăшĕ-пĕрисем ăна ылтăн алăллă ăстаçă тесе те каланă. Кăмăлĕ те унăн питĕ ырă пулнă, никама та пĕр сивĕ сăмах каламан, нихăçан та никама та кӳрентермен. Ытла лайăх ача пулнăран юратнă та ăна ялта: ваттисем те, çамрăккисем те, ачасем те. Ытларах ачасем килĕштернĕ ăна. Микулай вĕсене юмахсем каласа кăтартнă, йывăçран теттесем туса панă. Вăл хăй те тĕлĕнтермĕш япаласем çинчен итлеме юратнă, пурнăçра пулма пултарайман пулăмсене те ĕненнĕ.
Пĕр кунхине Микулай патне пĕр пилĕк-ултă çулхи хĕр ача пынă, хăйĕн юратнă пукани валли пĕчĕк кравать ăсталаса пама ыйтнă. Микулай хаваспах килĕшнĕ. Каскаламалли хатĕрсем илнĕ те вăрмана юрăхлă йывăç шырама кайнă.
Пĕлĕтелле кармашса ӳсекен йывăçсем çине пăхкаласа Микулай вăрмана шалтан шала кĕрсе пынă, пĕр уçланкăна çитсе тухнă. Уçланкă варринче лапсăркка ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 541 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан:21.12.2013 | Комментарисем (0)

Ĕлĕк-авал чăваш çĕрне пĕрмаях тустарнă, çунтарнă, çаратнă. Ялсенчен нимĕн те тăрса юлман, йĕри-тавра çунăк шăрши çеç тăнă. Чăваш çыннисем унта-кунта тарса пытаннă, пуринчен те хăраса пурăннă. Анчах нимĕн тума та май çук, никам та нимĕн те тума пултарайман.
Пĕррехинче ял хĕрринчи вут-çулăм тивмесĕр тăрса юлнă пĕчĕк çурт патне ватă мучи пырса тăрать. Вăл алăкран шаккаса хăйне пĕр татăк çăкăр пама ыйтать. Çамрăк каччă алăка уçать те старике пӳрте кĕртет, ăна пĕр курка шыв тата юлашки çăкăр татăкне парать. Мучи темиçе кун çимен пулмалла, ырханлансах кайнă. Ку çуртра пурăнакан Илехмет уçă кăмăллă çын пулнине сиссе ватă çын ăна: «Тавах сана, каччă, ырă кăмăлушăн», — тет.
— Мĕн эсир, мучи, маншăн нимĕн шел мар.
— Куратăп эп, ывăлăм, эсĕ питĕ ырă чунлă çын. Эсĕ чăваш çĕрĕ çинчи вăрçа-харçа чарма пултарассине те куратăп эпĕ.
— Мĕнле чарма пултаратăп-ха эпĕ ăна? Манăн вăйăм çитес çук.
— Эпĕ сана пулăшăп. Эпĕ сана çăра уççи паратăп. Эсĕ унпа пĕр арчана уçма пу ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 909 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан:21.12.2013 | Комментарисем (0)

Тахçан авал пысăк вăрман çумĕнче пĕр пĕчĕк ял лăпчăнса ларнă. Ял çыннисем ĕçчен те пуян чунлă пулнă. Вĕсене çывăхри вăрман тăрантарнă, ăшăтнă. Çурт-йĕр çавăрма пĕренесем, кăмака хутма вутă турттарнă. Пӳрт тăррине витме чĕренче е çăка хуппи, пештĕр çыхма тата çăпата тума пушăт хатĕрленĕ. Курăс хутса мунчала тунă. Савăт-сапа ăсталама та юрăхлă йывăçсем вăрмантанах касса килнĕ. Карçинккапа лăпă çыхма хăва хуллисем те унтах тупнă. Милĕкĕ те, улми-çырли те, кăмпи-мăйăрĕ те, сиплĕ курăкĕ те — ытлашшипех пулнă вăрманта. Çавăнпа ĕнтĕ мĕн авалтанах: «Вăрман — пирĕн пуянлăх», — тенĕ.
Çак пуян вăрман сывлăшĕпе, сиплĕхĕпе, илемĕпе киленсе пурăннă та ĕнтĕ пĕчĕк ялти пысăк чунлă çынсем. Ялти çамрăксем те хăйсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе вăхăта ирттернĕ, ашшĕ-амăшне ĕçре пулăшнă, каçхине вăййа тухнă.
Икĕ чипер хĕр, Катуçпа Сайрухха, пĕр ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 579 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан:21.12.2013 | Комментарисем (0)

Шырав
Кун тăрăм
«  Раштав 2013  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz