Манăн асанне мана питĕ кăсăклă халапсем каласа пама юратать. Сире те каласа парам-ха. Интереслĕ пулĕ-и вăл — пĕлместĕп, çапах та вулама ан ӳркенĕр. Пысăк мар ялта пĕр хĕр пурăннă. Унăн тăватă йăмăкĕ тата шăллĕ пулнă. Хĕр упраçа Телейпи тесе чĕннĕ. Вăл питĕ илемлĕ, тирпейлĕ те таса, хитре чакăр куçлă, çемçе саслă, вăрăм хура çӳçлĕ пике пулнă. Телейпи кунĕпе пахчара, кил-çуртра ĕçленĕ. Кĕçĕнннисемпе те лармалла, апат-çимĕç те хатĕрлемелле, выльăх-чĕрлĕхе те пăхмалла. Ашшĕ пулнă-ха, анчах та вăл пĕр çул каялла чирлесе вилнĕ. Амăшĕ ăçта, унпа мĕн пулнине ашшĕ пĕрре те каласа паман. Пĕррехинче, ĕçлесе ывăннă хыççăн, килтисем пурте çывăрса кайсан Телейпи Çавал юхан шывĕ еннелле утнă. Çак юхан шыв хĕррипе тĕлĕнмелле хитре тавралăх иккен: çаран çинче тем тĕрлĕ капăр чечек ӳсет, вĕсем çийĕн чĕвĕлти кайăксем юрласа çаврăнаççĕ. Хĕвел хĕртнĕçемĕн Çавал хăй патне шыва кĕрсе уçăлмашкăн илĕртет. Акă кунтах хăйĕн вăрăм çулçиллĕ турачĕсемпе пĕркенсе пĕр йăмра ларать. Телейпи
... Малалла вула...»
Ялта кашни килтех кушак пур. Тимруксен çемйи те кушака питĕ юратать. Вĕсен пурĕ виçĕ кушак. Вĕсем виççĕшĕ те пĕчĕкренех пĕрле выляса ӳсеççĕ. Вĕсем пĕринчен тепри хитререх. Çавăнпа та çурасене кайса пăрахма шел тесе виççĕшне те усраççĕ. Пĕррехинче кӳршĕ хĕр ачи Лисук Тимруксем патне выляма пырать. Ачасен вăййине кушаксем те хутшăнаççĕ. Хĕрсе вылянă вăхăтра хура тĕслĕ кушакки Лисука чĕрмелесе пĕтерет. Лисук чăтайманнипе сасăпах макăрса ярать. Çакăншăн Тимрук кушака ятласа та илет, пӳрнепе юнаса: «Ачасене тивмелле мар, хитре вылямалла, вĕсем сире юратаççĕ вĕт. Акă эсĕ халь Лисука кӳрентертĕн, вăл сан пата урăх выляма килмест», — тет. Хăй ашкăнса вылянишĕн кулянса кушак пӳртрен тухать те ансăр сукмакпа вăрманалла утать. Пырсан-пырсан вăрман хĕрринчи пĕр йывăç патне çитсе чарăнать. Пуçне çĕклесе пăхать те — хăй умĕнче йăмра тăнине курать. Савăнса кайнипе унпа калаçма пуçлать: — Ырă кун пултăр, йăмра! — Саншăн та кунĕ ырă пултăр, кушак! — Сана кунта кунĕн-
... Малалла вула...»
Çуллахи вăхăтра Тавит пахчаран кĕме те пĕлмест. Мĕнле йывăç кăна çук унта! Улма-çырла йывăççисем çуркунне шап-шурă чечеке лараççĕ, çуллапа кĕркунне вара çимĕçĕпе савăнтараççĕ. Çак йывăçсене пурте юратаççĕ. Шăрăх çанталăкра вĕсене шăвараççĕ, çĕрĕ хытса кайсан — кăпкалатаççĕ. Кил хуçисемшĕн пĕтĕм савăнăç — пахчара. Пахча вĕçĕнче пĕр йăмра тунсăхласа ларать. Ун патне пырсах та каймаççĕ, пăхмаççĕ те, ун çинчен аса та илмеççĕ. Ӳсет, çитĕнет йăмра. Темшĕн çак йывăç Тавита питĕ килĕшет. Пахчана тухсан вăл кашнинчех йăмра патне пырса тăрать те унпа калаçать. Тавит калаçать — йăмра чĕнмест. Майĕпен-майĕпен йăмра сасси те илтĕнкелеме пуçлать: паян — хулленрех, ыран — хытăрах. Çапла йăмрапа Тавит туслашсах каяççĕ. Арçын ача йăмра çинчен ашшĕ-амăшне пĕр сăмах та каламасть, каласан та — вĕсем ĕненмеççĕ. Пĕр ирхине Тавит йăмра патне пырса тăрсан лешĕ тӳрех савăнăçлăн калаçма пуçлать: «Пĕлетĕн-и, манăн пĕр пысăк ĕмĕт пур. Тĕнче уçлăхне çул çӳреве каяс килет манăн. Санăн пĕр
... Малалла вула...»