Шăматкун, 14.03.2026, 18:22
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 66
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » Пирĕн пултарулăх - 2009
Хам юратнă кушака
Эп чĕнетĕп чăвашла.
Сарă-шурă манн Муркка,
Сăмси питĕ кулăшла.
 
Куç тĕлĕнче шурăрах,
Çурăмĕ ун сарăрах,
Урисем те пĕчĕкрех,
Ун хÿри те кĕскерех.
... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2009 | Миçе хут пăхнă: 804 | Кам хушнă: selime | Хăçан:04.05.2010 | Комментарисем (9)

Шкулăма эп юрататăп,
Юбилейпа саламлатăп.
Унта эпĕ тăрăшатăп,
Кулленех ăс пуçтаратăп.
 
Пире ăс паракансем
Ырă чунлă-çке вĕсем:
Ачасене юратаççĕ,
Пирĕншĕн чунне параççĕ.
 
... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2009 | Миçе хут пăхнă: 773 | Кам хушнă: selime | Хăçан:04.05.2010 | Комментарисем (0)

Юрататăп шкулăма,
Саламлатăп эп ăна.
Унăн паян юбилей –
Пирĕн шкулшăн вăл телей.
 
Кулленех ăс-тăн паран,
Аслă çула кăларан.
Ачаран эс çын тăван.
Мĕн кирлине йăлт паран.
... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2009 | Миçе хут пăхнă: 780 | Кам хушнă: selime | Хăçан:04.05.2010 | Комментарисем (0)

Иртсе кайрĕ кĕркунне,
Кĕтсе илтĕм хĕл кунне.
Лапка-лапка юр çăвать,
Пĕтĕм тĕнче шуралать.
 
Шур тум тăхăнчĕç вара
Йывăçсем те урамра.
Таврара шур юр выртать,
Хĕл çитнине кăтартать.
... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2009 | Миçе хут пăхнă: 809 | Кам хушнă: selime | Хăçан:04.05.2010 | Комментарисем (1)

Савнă шкулăм, сан çинчен
Калаçатпăр кунсерен.
Кашни кунах йыхăран,
Парта хушшине лартан.
 
Вĕренетпĕр тăрăшса
Эпир чăваш ачисем.
Ÿстеретпĕр ăс-тăна
Эпир хастар ачасем.
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2009 | Миçе хут пăхнă: 746 | Кам хушнă: selime | Хăçан:04.05.2010 | Комментарисем (0)

Пирĕн ялта йытă пур,
Ячĕ вара ун Амур.
Кукаç ăна Кампур тет,
Ун пек чĕнсен те итлет.
 
Эпир пырса çитсенех,
Ял хапхинчен иртсенех,
Машин сасси илтсенех
Хирĕç чупать сиккипех.
... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2009 | Миçе хут пăхнă: 1157 | Кам хушнă: selime | Хăçан:04.05.2010 | Комментарисем (0)

Пĕчĕк тусăм Ваçка пур
Сарă хĕрлĕ тĕслĕскер.
Куршанак пек: Ай! Тур-тур!–
Питĕ интереслĕскер.
 
Ман çума вăл çыпăçать,
Мăрăл-мăрăл! мăрлатать.
Лăпкăн йăпшăнса выртать,
Вăл мана вăй-хал парать.
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2009 | Миçе хут пăхнă: 832 | Кам хушнă: selime | Хăçан:04.05.2010 | Комментарисем (0)

Шырав
Кун тăрăм
«  Пуш 2026  »
Тун Ытл Юн Кĕç Эрн Шăм Выр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Copyright MyCorp © 2026
Бесплатный конструктор сайтовuCoz