Статистика
Халĕ кунта: 1 Хăнасем: 1 Юзерсем: 0
|
Блог
Тĕп страница » 2010 » Çу » 4 » Хĕл илемĕ
|
Иртсе кайрĕ кĕркунне,
Кĕтсе илтĕм хĕл кунне.
Лапка-лапка юр çăвать,
Пĕтĕм тĕнче шуралать.
Шур тум тăхăнчĕç вара
Йывăçсем те урамра.
Таврара шур юр выртать,
Хĕл çитнине кăтартать.
Пĕвере те шыв шăнать,
Яка пăрпа хупланать.
Сивĕ çил те алхасать,
Çил-тăман та тухкалать.
Уçă сывлăш таврара,
Савăк кăмăл чунăмра.
Ярăнаççĕ ачасем
Йĕлтĕрпе те конькипе.
Юрататăп хĕллене:
Вăл çĕклет çын кăмăлне.
Çут çанталăк тĕнчене
Парнелет хăй ăшшине.
Марков
Николай, 8б класс
|
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2009 |
Миçе хут пăхнă: 777 |
Кам хушнă: selime
| Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1 | |
![Хороший пост](//s41.ucoz.net/img/icon/thumbu2_.png) 0 ![Плохой пост](//s41.ucoz.net/img/icon/thumbd2_.png)
Never would have thunk I would find this so insenpesdabli.
|
|
|
Кун тăрăм
« Çу 2010 » | Тун | Ытл | Юн | Кĕç | Эрн | Шăм | Выр | | | | | | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 |
|
| | |