Асамат кĕперĕ пек асамлă
Тĕрлĕрен тĕспе вăл ялкăшать.
Вăрманти юман пекех мăнаçлă
Çирĕп саслăн уççăн янăрать.
Итлесе тăранма çук илемлĕ,
Шăнкăр-шăнкăр шыв юххи пекех.
Чăннипех те эпĕ пит телейлĕ –
Калаçатăп чăваш чĕлхипе.
Хытă сасăсем те палăрмаççĕ –
Чăнахах та çепĕç ман чĕлхе.
Тăвансем унпа çеç калаçаççĕ –
Килĕшет пурне те вăл чĕлхе.
– Асатте-асаннесем пилленĕ,
Халиччен упраннă чĕлхене
Ан пăрахăр эсир ĕмĕрне те, –
Тенĕ Яковлев халалĕнче.
Çĕр çинчи кашни чăваш çыннишĕн
Чи ырри – тăван чĕлхе пурри.
Сăвапли, пахи вара пуриншĕн –
Çав чĕлхепе калаçма пĕлни.
Чĕрене пуянлатсах тăрар-и?
Калаçар-и уççăн чăвашла?
Чыслă та илемлĕ пурăнар-и
Пĕр-пĕрне хисеплĕн ыр туса?
Чĕлхене хисеплĕр те юратăр,
Пирĕн вăл чăвашлăхăн палли.
Малашне те кăмăллăн янратăр,
Парне пултăр – ачасем валли.
Бобылева Наталья, 10б класс, Красноармейски шкулĕ
Ертÿçи – З.П.Михайлова
|