Тăван чĕлхе! Тăван чĕлхе!
Пуян та çепĕç эс, хитре!
Ялан эс пул манпа пĕрле –
Юрлатăр ман вĕри чĕре.
Атте-анне те ман – чăваш,
Пур несĕл-хурăнташ – чăваш.
Апла пулсан – эп чăн чăваш,
Атьсем те пулĕç ман – чăваш.
Чăваш пулни вăл пысăк чап,
Вăл ăраскал, анне парни.
Эп уншăн питĕ савăнап –
Ĕçчен, сăпай чăваш çынни.
Нихçан ан хурлăр чĕлхене,
Ăна ан хăйăр тиркеме.
Вырнаçнă ĕмĕр чĕрене –
Туйса тăратăп илемне.
Мана вăл вăй-хăват парать,
Чун-чĕрене пуянлатать,
Юрлаттарать, ташлаттарать,
Тус-тăванпа хутшăнтарать.
Апла пулсассăн, тусăмсем!
Чĕлхе янратăр уççăнрах!
Эпир унпа калаçнăçем –
Пулар тата мăнаçлăрах.
Козлов Игорь, 9б класс, Красноармейски шкулĕ
|