– Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра? –
Пултăмăр эпир тăшман хури.
– Ывăл пуçне хучĕ вăрçăра…
Ăçтарах-ши унăн вил тăпри?
Çитĕнтертĕм савăнса ăна –
Хамăн пĕртен-пĕр ывăлăма.
Манаймастăп эп çавă куна –
Хуйхă килсе çапрĕ пуçăма.
Вун саккăрти çамрăк каччăна
Хурланса ăсатрăм эп вăрçа.
Вăл килтен тухса кайсассăнах –
Ĕмĕрлĕх çухатрăм канăçа.
Куç хупмарăм эпĕ каçсерен,
Шухăша вĕçтертĕм инçете:
– Ывăлăм, таçти ют çĕрсенчен
Хăвăртрах эс таврăнсам киле!
Чĕрере ман тунсăх, тарăху…
Эс мĕнле чăтатăн-ши унта?
Ытла йывăр пулчĕ сан шăпу…
Ирсĕр тăшман айăплă кунта.
Вăрçă вăл куççуль те çухату…
Ыррине кĕтмелли çук унран.
Чунăмра халь хурлăх, ырату –
Ывăл таврăнмарĕ вăрçăран.
Ылханатăп чун çиенсене,
Кураймастăп чунсăр çынсене,
Ывăла тĕп турĕç манăнне,
Хăварайрĕç ĕмĕр пĕччене.
Вăрçă-харçă кирлĕ мар пире,
Тăнăç пурнăç пултăр ĕмĕре:
Ывăлĕ юраттăр амăшне,
Амăшĕ упратăр ывăлне.
Харитонова Анастасия, 9б класс,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
|