Эрнекун, 22.11.2024, 03:05
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 17
Çӳлте-çӳлте, кăн-кăвак тӳпере, çăлтăрсем пурăннă. Вĕсем ытарма çук хитре пулнă, çĕрле пĕтĕм тĕнчене çутатса тăнă. Çăлтăрсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе туслă пурăннă, усал ĕç тăвасси вĕсен шухăшĕнче те пулман.
Çăлтăрсен пĕр йăла пулнă: çулталăкра пĕрре çĕр çине анса çынсем еплерех пурăннипе кăсăкланмалла, пулăшу кирлĕ пулсан — пулăшмалла. Çак ырă йăлана вĕсем çирĕп тытса пынă. Кашни çулах пĕр-пĕр çутăрах, хастартарах çăлтăра çĕр çине антарнă. 
Виçĕм çул Манмас пулса курнăччĕ çынсем патĕнче. Çĕр çине ура ярса пуссанах халăхăн нушине ăнланса илнĕччĕ вăл. Уйăх ытла çумăр çуман пирки çĕр пичĕ типсе ларнă, йывăç-курăк сарăхса кайнă, тырпул, пахча çимĕç ӳсме пăрахнă, кӳлĕсем ăшăхланнă, çулсем тусанпа витĕннĕ, çынсем шăрăхпа аптăраса çитнĕ, чирлисен шучĕ икĕ хут ӳссе кайнă. Çак хăрушă ӳкерчĕке курсан Манмасăн чĕри хĕссе килнĕ, чунĕ ыратма пуçланă, кăмăлĕ хуçăлнă. Вăл пĕр тăхтаса тăмасăрах каялла тӳпене вĕçсе хăпарнă та çĕр çинчи инкек çинчен Аслă Çăлтăра каласа кăт ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2012 | Миçе хут пăхнă: 748 | Кам хушнă: selime | Хăçан:17.02.2013 | Комментарисем (0)

Юмахсар ялĕ ытти ялсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Çыннисем кăмăллă та лăпкă кунта, ĕçчен те тараватлă. Кашни хăй шухăш-ĕмĕчĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе пурăнать. Пĕр уйрăмлăх çеç пур ку ялта — пурте пĕр-пĕрне юмах каласа пама юратаççĕ. Çавăнпа та хăш-пĕр чухне хăйсене те юмахри пекех туяççĕ вĕсем.
Кĕмĕлпи те юмах итлеме питĕ юратать. Çемьере вăл иккĕмĕш хĕр ача. Унăн аппăшĕ — Ылтăнпи, йăмăкĕ — Пăхăрпи. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Пур — пĕрле, çук — çурмалла вĕсен яланах. Ашшĕпе амăшĕ те килĕштереççĕ, юратаççĕ вĕсене.
Вĕсен пахчинче пĕр тĕмеске пур, çав тĕмеске çинче шурă хурăн ӳсет. Хурăн айĕнче илемлĕ йывăç сак пур. Ку — Кĕмĕлпин чи юратнă вырăнĕ. Каçсерен вăл сак çине тухса ларать те тӳпенелле тинкерсе çăлтăрсен вăййипе киленет. Хăй пĕлекен юмахсене аса илет, çĕнĕ юмахсем шутласа кăларать. 
Акă паян та вăл хăйĕн юратнă вырăнĕнче ларать, янкăр тăрă тӳпери çăлтăрсене сăнать. Унччен те пулм ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2012 | Миçе хут пăхнă: 656 | Кам хушнă: selime | Хăçан:17.02.2013 | Комментарисем (0)

Козлова Надежда
Çӳлте-çӳлте, кăн-кăвак тӳпере, Çăлтăрстан ятлă патшалăхра Çăлтăрçă ятлă асамçă хĕрарăм пурăнать. Вăл пурне те пĕлет, пурне те сисет, пурне те курать, илтет, сăнать, туять, ăнланать, пулăшать… Ăна хăйне те ку çĕршывра пурте пĕлеççĕ. Камăн мĕнле инкек сиксе тухать — тӳрех ун патне сĕнӳ е пулăшу ыйтма пыраççĕ. Çăлтăрçă никама та хирĕçлемест, сив сăмахпа çапса хуçмасть, ăшшăн калаçса кăмăлĕсене уçать, хуйхи-суйхине ыйтса пĕлет, пулăшма сăмах парать.
Пĕррехинче ун патне икĕ çăлтăр, Йăлтăрпипе Çутпи пыраççĕ, иккĕшĕ те куççульпех йĕреççĕ. Çăлтăрçă вĕсене мамăк пĕлĕт евĕр çемçе пукан çине лартать, çумăр шывĕ пек тăрă шыв ĕçтерет, мĕн хуйхăпа çӳренине ыйтса пĕлет. Хĕр ачасем пĕр-пĕрне пӳле-пӳле çапла каласа параççĕ:
— Пирĕн чи юратнă çыннăмăр — аннемĕр — чирлесе ӳкрĕ, çичĕ эрне асапланать, сыватмăшра та выртса тухрĕ. Усси çук. Пуçĕ çаврăнать, вăйĕ çук: вырăн çинчен те тăраймасть. Çăлтăрçă аппа, а ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2012 | Миçе хут пăхнă: 1097 | Кам хушнă: selime | Хăçан:17.02.2013 | Комментарисем (1)

Харитонова Анастасия
Пĕр пуян çемьере арçын ача çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ чунтан савăннă: пĕртен пĕр ачи-çке-ха. Вĕсем ăна темиçе çул кĕтнĕ. Савăнăç тени тинех вĕсем патне те çитнĕ. Арçын ачана Савтей ят панă. Питĕ ачашласа ӳстернĕ çак ачана: мĕн ыйтни йăлтах ун умĕнче пулнă, нимрен те чару пулман. Çавăнпа та хăйне çеç юратса ӳснĕ Савтей. Никама та юратман, хĕрхенмен, пулăшман вăл, пур-çукшăнах кӳрентерме те вăтанман. «Çăкăр-тăвар хире-хирĕç», — теççĕ çав. Ку ачана хăйне те ял çыннисем килĕштерсех кайман, анчах та кун çинчен никам умĕнче те çăвар уçса каламан. Мĕншĕн тесен Савтейĕн ашшĕ ăна питĕ хӳтĕленĕ, уншăн такама та тем тума хатĕр пулнă.
Çак ялтах тепĕр урам вĕçĕнче чухăн çын çемйинче Чунпи ятлă хĕр ача пурăннă. Вăл Савтей пек мар, пачах урăхла пулнă. Çын хуйхи-суйхине сăмахсăрах ăнланнă, пулăшма васканă, пурне те ырă суннă. Çынсене те, чĕр чуна та чунтанах юратнă. Хăй вăл ытарма çук чипер хĕр пулнă: яшта ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2012 | Миçе хут пăхнă: 1292 | Кам хушнă: selime | Хăçан:17.02.2013 | Комментарисем (0)

Кузнецова Лидия
Эй, çынсем! Мĕншĕн эсир тăван çĕре юратми пултăр-ши? Сывлăш таса мар, пур çĕрте те çӳп-çап, йывăç-курăк та ешермест, чĕр чунсем те сахалланса юлчĕç. Çыннисем те салху, кичем. Мĕн тумаллине никам та пĕлмест. Вĕсем хăйсем айăплă-çке.
Çак çĕр пичĕ юхăннă вăхăтра пĕр çемьере пиллĕкмĕш ывăл çуралать. Ăна Ырван ят параççĕ. Вăл ăслă та тавçăруллă ача пулнă. Асламăшĕ ăна темиçе çул каялла çĕр пичĕ еплерех илемлĕ пулнине, çынсем пуян та телейлĕ пурăннине каласа парать. Ырван вара çав илеме куçпа та курман.
Каччă шутне кĕнĕ Ырван пĕррехинче сĕм çĕрле куçне темле çутă çинипе вăранса каять. Пăхать те — ун умĕнче палламан хĕрарăм тăра парать. Хăй шап-шурă кĕпепе, çӳçĕ сап-сарă. Ырвана çак хĕрарăм Турă пекех туйăнса каять. Яш каччă малтанах хăраса ӳкет. Анчах та çак хĕрарăмран темле ырăлăх тапса тăнине сиссе лăпланнă пек пулать. 
— Эсĕ ан хăра манран. Эпĕ — Ырă Сывлăш, Çĕрпи тесе чĕнеççĕ. Мана ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2012 | Миçе хут пăхнă: 1282 | Кам хушнă: selime | Хăçан:17.02.2013 | Комментарисем (0)

Григорьева Елена
Ашшĕпе амăшĕн питĕ илемлĕ хĕр ача çуралнă. Ăна Чиперпи ят панă. Унăн çӳçĕ хĕвел пек сап-сарă пулнă, йăлтăртатса тăнă. Куçĕсем вара… Янкăр тăрă пĕлĕт тĕслĕ, кăн-кăвак. Тути кĕлчечек пек хĕп-хĕрлĕ. Хитре çеç мар, ĕçчен те пулнă Чиперпи. Ашшĕ-амăшне те пулăшнă, урамри ачасемпе те выляма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем хушшинче вăл чи хитри, чи ăсли, чи маттурри пулнă. Çемьере урăх ача пулман. Çавăнпа та Чиперпи пĕчченех ӳснĕ. Кил таврашĕнче йытă та, кушак та тытман. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен хĕрне куç пек сыхланă, питĕ-питĕ юратнă. Сасартăк тем пуласран сыхласах çӳренĕ.
Пĕр каçхине çывăрма выртсан Чиперпин ниепле те ыйхи килмен. Пӳртĕнче тĕттĕм. Ашшĕпе амăшĕ, кунĕпе ĕçлесе ывăннăскерсем, часах çывăрса кайнă. Чиперпи ыйхă вĕçсе кайнипе урама тухса кĕме шухăшлать. Урамра тӳлек çанталăк иккен. Çӳл тӳпере çăлтăрсем выляççĕ, уçă çил вĕрсе иртет, хушăран йытă сассисем илтĕнеççĕ. Пӳрт умĕнчи сак çине ларать те Чиперпи çă ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2012 | Миçе хут пăхнă: 609 | Кам хушнă: selime | Хăçан:17.02.2013 | Комментарисем (0)

Шырав
Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz