Пире вăрçă кирлĕ мар, тăнăç пурнăçа упрар.
Пулсан вăрçă çĕр çинче арканать пирĕн тĕнче:
Çут çанталăкăн илемĕ куç умĕнчех çухалать,
Уçă саслă кайăк-кĕшĕк хитре юрă юрламасть,
Хирти сарă чечек те пирĕн куçа илĕртмест,
Çĕкленекен ял-хула вутра çунса кĕлленет,
Ачисемшĕн кулянса ват çынсен куçĕ типмест,
Хаяр вăрçă хирĕнче нумай çын
вилсе пĕтет.
Пире вăрçă кирлĕ мар, тăнăç пурнăçа упрар.
Пулмасассăн çĕр çинче усал вăрçă, тусăмсем,
Çÿл тÿпери пĕлĕт те питĕ хитрен курăнать,
Сар хĕвел те çĕр питне ачашшăнрах çутатаь,
Кĕмĕл саслă кайăк та хăй юррине шăратать,
Сад-пахчари чечексен ырă шăрши сарăлать,
Асанне те хăй куçне тутăр вĕçĕпе шăлмасть,
Шăкăл-шăкăл калаçса халăх туслă пурăнать.
Пире вăрçă кирлĕ мар, тăнăç пурнăçа упрар.