Эпĕ Чаканар ятлă ялта пурăнатăп. Тăван ялăм мана питĕ килĕшет. Улăх-çаран çинче черетпе кĕтӳ кĕтетĕп. Вăрмана кăмпана çӳретĕп. Çуллахи шăрăх кунсенче вара туссемпе кӳлĕре шыва кĕретĕп.
Пахчара та ĕç нумай. Пĕррехинче çапла йăрансене çумларăм та кӳлĕ хĕррине кайса çăвăнса килем-ха терĕм. Шывĕ тăрă, ăшă. Малтан пит-куçа çуса илтĕм, вара урасемпе шыва кĕрсе тăтăм. Çапла тăратăп шывпа киленсе. Сасартăк темĕскер ман урасене ярса тытрĕ те шывалла сĕтĕрме пуçларĕ. Мĕнрен те пулсан çакланасчĕ тесе алăсене тăсрăм — нимĕн те лекмерĕ. Мана шыв тĕпнех сĕтĕрсе кĕрсе кайрĕ. Тĕттĕм, сивĕ, сывлаймиех пулса лартăм. Кăшт вăхăт иртсен сывлама çăмăлланчĕ, ăшă пулса кайрĕ. Ман паталла пĕр пулă ишсе пычĕ.
— Эсĕ кам?
— Эпĕ çын. Кӳлĕ хĕррине çăвăнма килтĕм.
— Ман хыççăн пыр.
— Ăçта илсе каятăн мана?
— Çитсен курăн.
Пулă мана пĕр шăтăка ертсе кĕчĕ. Шалта шултра чулсем выртаççĕ. Чулсем тавра чечексем ӳсеççĕ, фонтансем пĕрĕхсе тăраççĕ, пулăсем ишсе çӳреççĕ. Чи пысăк чулĕ çинче икĕ пăт таякан пулă ларать. Аллинче — вăрăм туя.
— Эсĕ кам пулатăн?
— Эпĕ — Укçине. Кӳлĕ хĕрринче тăраттăмччĕ те мана сирĕн пулăсем шыва сĕтĕрсе кĕрсе кайрĕç. Халĕ эп сирĕн умра тăратăп.
— Эсĕ кӳлĕ хĕррине мĕн тума антăн?
— Çăвăнма.
— Куратăн-и, шыв епле тăрă кунта. Эсĕ вара таса шыва вараласа çӳретĕн. Пирĕн таса мар шывра пурăнас килмест. Хушăран пулă та тытатăн пуль-ха?
— Эпĕ аттепе çеç икĕ хут тытрăм.
— Вăт, вăт. Мĕншĕн пире пĕрмаях тытатăр? Пирĕн те кунта пурнăç пырать вĕт: сирĕн хăвăрăн пурнăç, пирĕн — хамăрăн. Кунта та пĕчĕк пулăсем çуралаççĕ, ишме, апат тупма вĕренеççĕ. Шел мар-и вĕсене тытма? Сире пула пирĕн йыш кашни кунах чакса пырать.
Эпĕ нимĕн калама аптраса тăратăп. Тĕрĕсех калать вĕт-ха ватă пулă. Хирĕç калама сăмах та çук.
— Сана кунти пурнăçа кăтартас пулать, унсăрăн эсĕ нимĕн те ăнланмастăн. Малашне пирĕн пурнăçпа пурăнма тытăнатăн.
Ватă пулă ман ума тăрса тем пăшăлтатма пуçларĕ. Пысăк хӳрипе çапрĕ те, мана япăх пулса кайрĕ: малтан алăсем çухалчĕç, кайран — урасем. Эпĕ пулă пулса тăтăм. Шăтăкран ишсе тухрăм. Мана хирĕç пĕр çамрăк пулă килет.
— Салам!
— Сана та салам!
— Халĕ эсĕ манпа пурăнма пуçлатăн, сана ман пата ячĕç.
— Манăн кунта пĕртте тăрас килмест, киле каяс килет.
— Кунти пурнăçа ăнланса çитмесĕр сана аслă пулă киле ямасть.
— Эпĕ кунта нимĕн тума та пĕлместĕп вĕт.
— Эпĕ сана вĕрентĕп.
Аслă пулла хăйĕн шăтăкĕ йăлăхтарса çитернĕ иккен. Ун валли илемлĕ çĕнĕ вырăн туса памалла. Çав ĕçе тума манăн та пулăшмалла. Вĕсене илемлĕхе курма пĕлекен çын кирлĕ. Эпĕ шăпах дизайнер пулма ĕмĕтленеттĕм.
Хамăн çĕнĕ тусăмпа ватă пулă хушнине тума пуçларăмăр. Хальхинче вăл чулсем вырăнне çирĕмшер картлашкаран тăракан пусмасем тутарчĕ. Пусмисем йăлтăр-йăлтăр чулсенчен, карлăкĕсем эрешленĕ тимĕртен. Карлăкĕсем çинчен хитре чечексем усăнса тăраççĕ. Картлашкасемпе çӳлелле хăпарнă чухне чечеклĕ улăхпа пынă пекех туйăнать. Чи çӳлти картлашка çинче аслă пулă хăй ларать, кунтан кам мĕн туни йăлтах курăнать тет.
Ĕç вĕçленсен вăл мана хăй патне чĕнтерчĕ.
— Тавах сана, Укçине. Мана эсĕ хитре кермен туса пама пулăшрăн. Уншăн эпĕ сана киле яратăп. Хăвăн ĕмĕтне çĕр çинче пурнăçла. Эпĕ мĕн каланине асра тыт. Кӳлле урăх ан пăтратăр.
Мана çунаттипе çапрĕ те — малтан урасем тупăнчĕс, унтан — алăсем. Эпĕ каллех çын пулса тăтăм. Туйипе сулса ячĕ те — эпĕ кӳлĕ хĕррине тухса ӳкрĕм.
Вăл кӳлĕ патне эпĕ урăх ура та ярса пусмарăм. Аттене те ямарăм. Савăнса пурăнччăрах кӳлĕри пулăсем.
Оксана Журавлева, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ, 9-б класс. Республикăри шкул ачисемпе вĕрентекенсем хушшинче иртекен «Ĕмĕтсен çăлкуçĕ» литература ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕнче ку ĕç 3-мĕш вырăн йышăннă.