Кĕçнерникун, 21.11.2024, 18:53
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2010 » Ака » 30 » Планетăна инкекрен çăлни Фантасткăлла калав
22:52
Планетăна инкекрен çăлни Фантасткăлла калав
Пĕр ялта карчăкпа старик пурăннă. Вĕсен икĕ ывăл пулнă. Пĕри Иван, тепри Юман ятлă. Чухăн пурăннă çак çемье, укçа-тенкĕ çитмен.
Пĕррехинче Иванпа Юман хыпар илтеççĕ: патшан юратнă хĕрĕ чирлесе ӳкнĕ иккен. Ăна никам та сыватайман. Çитмĕл çичĕ тинĕс урлă килнĕ тухтăрсем те нимĕн те тăвайман. Вара патша çынсене çапла пĕлтерет: «Кам манăн хĕре сыватать, çавна ăна качча паратăп тата çур патшалăха та шеллемĕп».
Патша сăмахне илтнĕ хыççăн Иванпа Юман телей шырама тухса каяççĕ. Çул çинче вĕсем пĕр карчăка тĕл пулаççĕ.
— Ăçталла çул тытатăр, паттăрсем? — тесе ыйтать карчăк.
— Эпир патша хĕрне сыватма каятпăр, — теççĕ каччăсем.
— Эсир унта кайсан та — нимĕн те тăваймăр. Патша хĕрĕн вăйне кашни каç космосран вĕçсе анакан хăрушă чĕр чун илет. Çав чĕр чуна вĕлерсен тин патша хĕрĕ сывалать. Анчах та космоса вĕçсе çитме ракета кирлĕ. Акă çак пысăк йывăç хăвăлне кĕрĕр те вĕренпе аялалла анăр. Унта пысăк алăк пур. Çав алăкран кĕрсенех вĕçев аппарачĕ ларать. Ун ăшне кĕрсе ларăр та хĕрлĕ кнопкăна пусăр. Вăл хăех сире кирлĕ çĕре илсе çитерет, — терĕ те карчăк куçран çухалчĕ.
Чăнах та, карчăк каланă пекех пулчĕ. Вĕсем ракетăна кĕрсе ларчĕç те хĕрлĕ кнопкăна пусрĕç. Сисмен хушăрах ракета вырăнтан хускалчĕ те çӳлелле вăшт! вĕçсе хăпарса кайрĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ — ракета чăшт! турĕ те темле планета çине анса ларчĕ. Икĕ пĕр тăван хăрама та пĕлмерĕç — ракетăран тухса та тăчĕç. Йĕри-тавра çын евĕр кĕлеткесем асăрхарĕç вĕсем. Ватă сăнлă хăйсем, хыткан, япалисем çĕтĕк-çатăк.
— Эсир камсем? — ыйтрĕ вĕсенчен Иван.
— Эпир çак планета çинче пурăнакансем, — терĕ пĕри чĕтренекен сасăпа аран-аран. — Пирĕн вăя хăрушă чĕр чун илсе тăрать, вăрçмалăх та вăй юлмарĕ. Пĕтĕм пурлăхăмăра пуçтарса кайрĕ.
Çапла каланă хыççăн иккĕшĕ Иванпа Юмана пĕрер хĕç тыттараççĕ. Çак хĕçсем сире пулăшаççĕ теççĕ. Вара чĕр чун пурăнакан еннелле çул кăтартса яраççĕ. Хăйсем сулланкаласа килĕсене кĕрсе каяççĕ.
Пыраççĕ хайхи Иванпа Юман çулпала. Сасартăк вĕсен умне хура ту тухса тăрать. Ту тăрринче хитре ылтăн çурт ларать. Каччăсем хĕçĕсене çĕклесе ту çине хăпараççĕ те ылтăн çурта кĕреççĕ. Унта пĕр чипер хĕр ларать. Иванпа Юмана курсанах вăл хыпăнса ӳкет.
— Тухса кайăр хăвăртрах. Часах хăрушă чĕр чун килет.
Хĕр каласа та пĕтереймерĕ — вăйлă çил-тăвăл пуçланчĕ. Йăванпа Юман алăк хыçне пытанчĕç. Чĕр чун алăкран кĕрсенех вĕсем хĕçĕсене сулса ячĕç те — усал чĕр чун урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ. Вара паттăр йĕкĕтсем чипер пикене хăйсемпе пĕрле илеççĕ те ту çинчен анаççĕ. Çын евĕр кĕлеткесем ассăн сывласа яраççĕ, хăйсен пурлăхне каялла илеççĕ, Иванпа Юмана тав тăваççĕ. Планетăна тискер чĕр чунтан хăтарнăшăн парне — пĕр хутаç укçа парса яраççĕ.
Киле çитсен Иванпа Юман патша патне каяççĕ. Патша хĕрĕ сывала пуçланă иккен. Иван патша хĕрне качча илет. Юман вара хăрушă чĕр чун килĕнчен илсе килнĕ чипер хĕрпе пĕрлешет. Пурте пĕр-пĕрне килĕштерсе телейлĕ пурăнаççĕ.

Николай Марков, 8-б класс
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2008 | Миçе хут пăхнă: 1396 | Кам хушнă: selime | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Архив
Сайт тусĕсем

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz