Статистика
Халĕ кунта: 1 Хăнасем: 1 Юзерсем: 0
|
Блог
Тĕп страница » 2015 » Кăрлач » 13 » Туйччăр ачасем ачалăха
21:24 Туйччăр ачасем ачалăха |
Хурлăхлăн кашлать юман…
Ялта арçынсем юлман –
Арăмсем те ачасем,
Карчăксем те стариксем.
Вăрçă кайрĕ пуçтарса
Мĕн пур вай питти çынна.
Пĕтĕм ĕç халь тиенет –
Çамрăк ăру тертленет.
Çак ялта пурнать Сашук,
Пĕчĕк-ха вăл – вăйĕ çук.
Тăрăшать хăй, тăрмашать,
Хуçалăхра пулăшать.
Ашшĕпеле пиччĕшĕ,
Унтан икĕ куккăшĕ
Çапăçаççĕ вăрçăра,
Хыпарлаççĕ çырура.
Сĕтел çинче çăкăр çук –
Ниçта кайса кĕме çук.
Утрĕ Сашук уялла
Çĕрĕк улма пуçтарма.
Тупаймарĕ. Çук иккен!
Хăварман ним те çынсем.
Утрĕ килнелле хуллен.
– Паян мĕскер çимелле?
Виçĕ эрнерен Ваçук –
Сăпай та ĕçчен Ваçук
Уйрăлчĕ çут тĕнчерен –
Амăш юлчĕ пĕр-пĕччен.
Выляса кулмалли чух,
Ярăнса ÿсмелли чух –
Йышăнчĕ хура тăпра
Ачаллах вăрçа пула.
Никама та шеллемест,
Никама та хĕрхенмест…
Вăрçă кирлĕ мар текех,
Çитĕнер ыр-тĕкелех.
Мефодьева Васелиса, 10б класс,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
|
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2014 |
Миçе хут пăхнă: 528 |
Кам хушнă: mixaj_58
| Рейтинг: 0.0/0 |
|