Ытларикун, 03.12.2024, 20:38
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Тĕп страница » 2012 » Кăрлач » 15 » Туслă çемье
18:17
Туслă çемье
Пĕр чухăн çемье пурăннă. Хăш-пĕр чухне сĕтел çинче пĕр татăк çăкăр та пулман. Анчах та вĕсем пĕр-пĕрне питĕ юратнă: ашшĕпе амăшĕ тата икĕ ывăлĕ. Пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайман: пĕр-пĕрне хисепленĕ, пулăшнă, пĕр-пĕриншĕн тунсăхланă. Килĕштерсе пурăннипе, пер-пĕрне ăнланнипе вĕсем чухăнлăха çĕнтерсе пынă. Пĕчĕк пӳрчĕ вĕсен таса, тирпейлĕ, хăтлă пулнă.
Пĕррехинче ашшĕпе амăшĕ ĕçе тухса кайсан пиччĕшĕпе шăллĕ пулă тытма кайма шутланă. Пулă вăл тутлă та усăллă апат. Килте нимĕн те çимелли çук чухне — пушшех те.
Акă ачасем пĕве хĕррине çитрĕç. Кивĕ кимĕ çине ларса кĕсменсемпе авăса-авăса пĕве варрине кĕрсе ларчĕç. Кунта шăв-шав çук, пулă лайăх кĕрет. Ачасем вăлтисене шыва ывăтса ĕлкĕреймеççĕ — пулă хыççăн пулă çакланать. Каçхи апат пулчĕ те. Арçын ачасем савăнса çеç лараççĕ. Киле кайма хатĕрленеççĕ. Хавхаланса ларнипе ачасем сисмен те — тӳпене хура пĕлĕтсем сырса илнĕ. Чашлаттарса çумăр çума пуçларĕ, аслати авăтма, çиçĕм çиçме тытăнчĕ. Аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче шыв çинче пушшех те хăрушă иккен. Ниçта тарса пытанма çук, çиçĕм çиçсе куçа шартарать, аслати авăтса чуна çӳçентерет. Ачасем часрах пĕве хĕрринелле ишме пуçларĕç. Çине-çине хум пырса çапнипе кимĕ малалла шумасть, пĕр вырăнта тăнă пек туйăнать. Акă пĕр вăйлă хум килсе çапрĕ те кимме ӳпĕнтерсе ячĕ. Ачасем шыв айĕнче çапкаланчĕç-çапкаланчĕç, ниепле те çиеле ишсе тухаймарĕç. Шыв вăйĕ вĕсене пĕве тĕпне туртса анса кайрĕ. Арçын ачасем малтан шывпа чыхăнчĕç пулсан — халь вара пулăсем пек шывра çăмăллăнах сывлама пуçларĕç. Вĕсем çине пулă сăнлă çынсем пĕрре тĕлĕнсе, тепре шеллесе пăхрĕç. Мĕншĕн тесен пĕве тĕпне лекнĕ çынсем урăх нихăçан та кунтан тухайман. Тухсассăн та çĕр çинче вĕсем нумай пурăнайман. Çакна пĕлсен ачасем чарăнайми макăрма пуçларĕç: «Пире çӳлте аттепе анне кĕтеççĕ, эпир ăçтине те пĕлмеççĕ вĕсем. Паян пулă яшки пĕçерсе çиесшĕнччĕ».
«Ачамсем, ун пекех татăлса ан макăрăр-ха эсир. Эпĕ сире хам пата пурăнма илетĕп. Кунти пурнăçа эсир часах хăнăхатăр, тус-юлташсем тупатăр», — терĕ пĕр ватă пулă. Вара ачасене хăйĕн килне илсе кайрĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕ майĕпен лăпланчĕç, макăрма та чарăнчĕç.
Çĕр çинче ашшĕпе амăшĕ ачисене кĕтрĕç-кĕтрĕç, кĕтсе илеймерĕç, шырама тухрĕç. Пĕве хĕррине шыраса çитрĕç, пăхаççĕ — çаврăнса ӳкнĕ кимĕ шыв çинче чӳхенсе тăрать, ачасем ниçта та курăнмаççĕ. Амăшĕн чĕри яш! чиксе кайрĕ. «Ăçта пирĕн ачасем? Путса вилнĕ-и?» — хурлăхлăн кăшкăрса ячĕ вăл. Ашшĕпе амăшĕ куççуль юхтарса килне таврăнчĕç.
Ватă пулă ачасене хăй çурчĕпе паллаштарчĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕн кăмăлĕсем хуçăк пулсан та мучи пӳртĕнчи илемлĕ япаласене тӳрех асăрхарĕç. Пӳлĕм варринче ларакан çавра сĕтеле темиçе тĕслĕ чултан тунă, вăл йăлтăртатса çеç тăрать. Пукан хыçĕсем пулă çуначĕсем евĕрлĕ, ун çине ларсассăн хыçалтан çунатлă çын пек курăнатăн. Стена çинче тĕрлĕ тĕслĕ пулă пуçĕсем çакăнса тăраççĕ: кăвакки, хĕрли, хăмăрри, хури, сарри… Пысăк чӳрече кантăкĕсем тĕрлĕ тĕспе йăлтăртатаççĕ. Кантăкăн çӳлти пайĕ сарă тĕслĕ пулнă пирки хĕвел çути кĕнĕ пекех туйăнать.
Пулă мучи тирпейлĕхе, тасалăха, илемлĕхе юратать иккен. Пӳртре кашни япалан хăйĕн вырăнĕ пур. Ватă пулă пĕчченех пурăнать. Унăн икĕ ывăл пулнă. Пĕррехинче уçăлма тухсан вĕсене çĕр çинчен шуса кĕнĕ çĕлен-калта çисе янă. Мучи куляннипе вăхăтсăрах ватăлса ларнă. Халĕ вăл çамрăк çынсенче хăйĕн ывăлĕсене курать, вĕсене пулăшма тăрăшать.
Çĕр çинчен ăнсăртран аслатиллĕ çумăра пула шыва путнă пиччĕшĕпе шăллĕне те ватă мучи кăмăлтан пăхрĕ, тĕрлĕ апат-çимĕçпе сăйларĕ, çемçе вырăн çине çывăрма вырттарчĕ. Арçын ачасем, çитмен пурнăçпа пурăнма хăнăхнăскерсем, тăраниччен апат та çисе курманскерсем, мучи патĕнче ырлăхра пурăннă пекех пурăнчĕç: илемлĕ кил-çурт, тутлă апат-çимĕç, хитре çипуç. Анчах та хуть те мĕнле илем те, хуть те мĕнле апат та атте-аннене улăштараймасть. Ачасем тунсăхлама пуçларĕç, чунĕсем килеллех туртăнчĕç. Хăйсен шухăшне мучие пĕлтерчĕç вĕсем. Ватă пулă ачасене çакăн пек ăнлантарчĕ: «Эсир çĕр çине тухсан сывлаймастăр, часах вилетĕр. Шыва лекнĕ çынсем тӳрех пулăсем пек сывлама пуçлаççĕ, çавăнпа та вĕсем каялла çĕр çине урăх таврăнаймаççĕ». Ачасем тимлĕн итлесе ларчĕç ăна.
Çĕр çинче ашшĕпе амăшĕн чĕрисене хурлăх пусса илчĕ, вĕсем хăйсене ниçта хума пĕлмерĕç. Ашшĕ пулă тытма кайса килем-ха тесе кимĕпе ачисем путнă вырăна кайса ларчĕ. Вăлтине шыва янă хыççăн пуçне усса ларнă вăхăтра шыв çинче хăйĕн ывăлĕсене курах кайрĕ. Чунтан савăнчĕ арçын. Унăн ачисем сывă! Шывра ишсе çӳреççĕ вĕсем! Ашшĕ ывăлĕсене чĕнчĕ-чĕнчĕ, анчах хирĕç нимĕнле сасă та илтĕнмерĕ. Ывăлĕсем тепĕр хут курăнчĕç те ним каламасăрах каялла шыв тĕпне чăмса анса кайрĕç. Ашшĕ пĕр савăнса, пĕр хурланса килне таврăнчĕ. Хăй мĕн курнине арăмне каласа пачĕ. Арăмĕ упăшкин сăмахĕсене ĕненмерĕ. «Мана шанмастăн пулсан ыран пулă тытма пĕрле кайăпăр, хăв куçупа хăв курăн ачамсене», — терĕ упăшки.
Аран çĕр каçрĕ амăшĕ. Унăн часрах ачисене курас килчĕ. Тул çутăлсан, килти ĕçсене пуçтарсан ашшĕпе амашĕ кимĕпе пĕве варрине кайса вырнаçрĕç. Ачисем килессе чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Кăнтăрла иртсен сасартăк шыв çинче ачисен пуçĕсем курăнчĕç. «Павăл! Антун! Ачамсем!» — кăшкăрса ячĕ амăшĕ. Ывăлĕсем ашшĕпе амăшĕ çине куç илмесĕр савăнса пăхса тăраççĕ, анчах нимĕн те каламаççĕ. Тăрсан-тăрсан пĕр сăмах чĕнмесĕрех пăрахса каяççĕ. Шыв тĕпне ансан мучие хăйсен ашшĕпе амăшне курни çинчен каласа параççĕ. «Куçпа куртăмăр, анчах та пĕр сăмах та хушаймарăмăр», — теççĕ. «Эсир сывлăшра, пулăсем пекех, калаçаймастăр, сас кăларсан та сире никам та илтмест», — тет мучи.
Ашшĕпе амăшĕ киле çитсен те лăпланаймарĕç. Мĕнле лăпланса ларăн-ха: вĕсем — килте, ачисем — пĕвере. Мĕн тумалла? Кун пек пурăнма май çук. Пурăнни мар — хурлăх, куççуль анчах. Нумай шухăшларĕç вĕсем.
Тепĕр кунне таса çипуç тăхăнчĕç те тăван ялĕпе сыв пуллашса кимĕ çине ларса пĕве варринелле ишрĕç. Акă ĕнерхи вырăна çитсе чарăнчĕç. Хĕвел çинче çуталса выртакан шыв çине пăхса тăчĕç-тăчĕç те: «Ĕмĕрлĕхех ачасемпе пĕрле пулар», — тесе иккĕшĕ те пĕр харăс шыва сикрĕç. Шывра хăйсен ачисене тупрĕç те ыталаса илчĕç. Çакна пăхса тăракан мучин куçĕнчен куççуль тумламĕ юхса анчĕ: савăнăçпа хурлăх куççулĕ. Çак туслă та ырă çемьене вăл хăйĕн патĕнчех усрарĕ, вĕсене пăхса савăнса пурăнчĕ.

Дмитрий Макаров, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ, 9-а класс. Республикăри шкул ачисемпе вĕрентекенсем хушшинче иртекен «Ĕмĕтсен çăлкуçĕ» литература ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕнче ку ĕç 3-мĕш вырăн йышăннă.
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2011 | Миçе хут пăхнă: 774 | Кам хушнă: selime | Рейтинг: 5.0/1
Пурĕ миçе комментари: 0
dth="100%" cellspacing="1" cellpadding="2" class="commTable">
Имя *:
Email:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2012  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031
Архив
Сайт тусĕсем

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz