Шăматкун, 18.05.2024, 21:36
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 600 | Кам хушнă: selime | Хăçан:10.08.2011 | Комментарисем (0)

Аслă вăрман çумĕнчи пĕр пысăках мар ялта ăста лашаçă пурăннă. Унăн чи юратнă лаши Çăлтăр ятлă пулнă. Пĕррехинче вăрă-хурахсем çак лаша хуçине вĕлерсе хăварнă. Çăлтăр хăйĕн хуçишĕн питĕ-питĕ тунсăхланă: ниçта вырăн тупайман, апат та çимен, улăха та тухман, кунĕпе лаша витинче канăçсăррăн тăпăртатса тăнă. Хĕвел анса каç пулсан çеç вăл урама тухса уткаласа çӳренĕ, ырă кăмăллă хуçине асаилнĕ, икĕ куçĕнчен куççулĕ юха-юха аннă.
Çăлтăра çутçанталăк нихăш енчен те кӳрентермен, вăл вăрăм ураллă, çутă та яп-яка хура ӳтлĕ, пуçĕ çинче шап-шурă тĕслĕ çăлтăр евĕр паллă пулнă. Çавна пулах ĕнтĕ ăна Çăлтăр ят панă.
Пĕр каçхине уçăлса кĕнĕ хыççăн тĕлĕрсе çеç каять Çăлтăр — темĕнле чуна пăлхатакан сасăсем илтет. Сиксе тăрать те витерен урамалла чупса тухать. Пăхать — ялалла тĕлĕнтермĕш салтаксем тапăнса килеççĕ. Çăлтăр нумай шутласа тăмасть — вăрманалла тапса сикет. Хура вăрманта вăл ассăн сывлакаласа, пăшăрханса-кулянса çĕр каçкалать. Ирхине асăрханса яла таврăнать. Тепĕр инк ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 596 | Кам хушнă: selime | Хăçан:01.12.2010 | Комментарисем (0)

Юман тесен ăна ялта пурте пĕлеççĕ. Чипер каччă вăл, ĕçчен, кăмăллă. Пĕррехинче улăхпа пынă чухне курăк çинче тиха выртнине курать çак каччă.
Тихи хăй чăпар тĕслĕ, çилхи вара кĕмĕл пек çутатса тăрать. Анчах та вăл аманнă, ура çине те тăрайман. Юман çакна тӳрех асăрхать, тихана йывăç тураттисем çине майлаштарса вырттарать те килнелле туртса каять.
Юманăн ашшĕпе амăшĕ тихана курсан тĕлĕнсех каяççĕ — ытла та йăлтăртатса тăрать-çке вăл. Çавăнтах ăна Кĕмĕл тесе ят параççĕ. Кĕмĕл вара питĕ вăйсăр пулнă. Юман ăна çитерет те утă çине йăтса хурать.
Тепĕр кунне Юман куçне уçнă-уçманах витене чупать. Кĕмĕл ăна ура çине тăрса кĕтсе илет: «Ырă кун пултăр, Юман!» — тет. Çамрăк каччă тиха калаçма пĕлнинчен питĕ тĕлĕнет.
Кĕмĕл майĕпен сывалса çитет, кунран кун ӳссе пырать. Çапла çулталăк иртсе каять. Юманпа Кĕмĕл ĕнтĕ халь — чи çывăх юлташсем.
Пĕр каçхине Юман вăранса каять те витере çутă асăрхать. Часрах ту ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 618 | Кам хушнă: selime | Хăçан:01.12.2010 | Комментарисем (0)

Хам юратнă кушака
Эп чĕнетĕп чăвашла.
Сарă-шурă манн Муркка,
Сăмси питĕ кулăшла.
 
Куç тĕлĕнче шурăрах,
Çурăмĕ ун сарăрах,
Урисем те пĕчĕкрех,
Ун хÿри те кĕскерех.
... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2009 | Миçе хут пăхнă: 749 | Кам хушнă: selime | Хăçан:04.05.2010 | Комментарисем (9)

Шкулăма эп юрататăп,
Юбилейпа саламлатăп.
Унта эпĕ тăрăшатăп,
Кулленех ăс пуçтаратăп.
 
Пире ăс паракансем
Ырă чунлă-çке вĕсем:
Ачасене юратаççĕ,
Пирĕншĕн чунне параççĕ.
 
... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2009 | Миçе хут пăхнă: 716 | Кам хушнă: selime | Хăçан:04.05.2010 | Комментарисем (0)

Юрататăп шкулăма,
Саламлатăп эп ăна.
Унăн паян юбилей –
Пирĕн шкулшăн вăл телей.
 
Кулленех ăс-тăн паран,
Аслă çула кăларан.
Ачаран эс çын тăван.
Мĕн кирлине йăлт паран.
... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2009 | Миçе хут пăхнă: 713 | Кам хушнă: selime | Хăçан:04.05.2010 | Комментарисем (0)

Иртсе кайрĕ кĕркунне,
Кĕтсе илтĕм хĕл кунне.
Лапка-лапка юр çăвать,
Пĕтĕм тĕнче шуралать.
 
Шур тум тăхăнчĕç вара
Йывăçсем те урамра.
Таврара шур юр выртать,
Хĕл çитнине кăтартать.
... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2009 | Миçе хут пăхнă: 736 | Кам хушнă: selime | Хăçан:04.05.2010 | Комментарисем (1)

Савнă шкулăм, сан çинчен
Калаçатпăр кунсерен.
Кашни кунах йыхăран,
Парта хушшине лартан.
 
Вĕренетпĕр тăрăшса
Эпир чăваш ачисем.
Ÿстеретпĕр ăс-тăна
Эпир хастар ачасем.
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2009 | Миçе хут пăхнă: 681 | Кам хушнă: selime | Хăçан:04.05.2010 | Комментарисем (0)

Пирĕн ялта йытă пур,
Ячĕ вара ун Амур.
Кукаç ăна Кампур тет,
Ун пек чĕнсен те итлет.
 
Эпир пырса çитсенех,
Ял хапхинчен иртсенех,
Машин сасси илтсенех
Хирĕç чупать сиккипех.
... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2009 | Миçе хут пăхнă: 966 | Кам хушнă: selime | Хăçан:04.05.2010 | Комментарисем (1)

Пĕчĕк тусăм Ваçка пур
Сарă хĕрлĕ тĕслĕскер.
Куршанак пек: Ай! Тур-тур!–
Питĕ интереслĕскер.
 
Ман çума вăл çыпăçать,
Мăрăл-мăрăл! мăрлатать.
Лăпкăн йăпшăнса выртать,
Вăл мана вăй-хал парать.
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2009 | Миçе хут пăхнă: 770 | Кам хушнă: selime | Хăçан:04.05.2010 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 4 5 6 7 8 9 »
Шырав
Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz