Вырсарникун, 19.05.2024, 01:20
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Козлова Надежда
Çӳлте-çӳлте, кăн-кăвак тӳпере, Çăлтăрстан ятлă патшалăхра Çăлтăрçă ятлă асамçă хĕрарăм пурăнать. Вăл пурне те пĕлет, пурне те сисет, пурне те курать, илтет, сăнать, туять, ăнланать, пулăшать… Ăна хăйне те ку çĕршывра пурте пĕлеççĕ. Камăн мĕнле инкек сиксе тухать — тӳрех ун патне сĕнӳ е пулăшу ыйтма пыраççĕ. Çăлтăрçă никама та хирĕçлемест, сив сăмахпа çапса хуçмасть, ăшшăн калаçса кăмăлĕсене уçать, хуйхи-суйхине ыйтса пĕлет, пулăшма сăмах парать.
Пĕррехинче ун патне икĕ çăлтăр, Йăлтăрпипе Çутпи пыраççĕ, иккĕшĕ те куççульпех йĕреççĕ. Çăлтăрçă вĕсене мамăк пĕлĕт евĕр çемçе пукан çине лартать, çумăр шывĕ пек тăрă шыв ĕçтерет, мĕн хуйхăпа çӳренине ыйтса пĕлет. Хĕр ачасем пĕр-пĕрне пӳле-пӳле çапла каласа параççĕ:
— Пирĕн чи юратнă çыннăмăр — аннемĕр — чирлесе ӳкрĕ, çичĕ эрне асапланать, сыватмăшра та выртса тухрĕ. Усси çук. Пуçĕ çаврăнать, вăйĕ çук: вырăн çинчен те тăраймасть. Çăлтăрçă аппа, а ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2012 | Миçе хут пăхнă: 1050 | Кам хушнă: selime | Хăçан:17.02.2013 | Комментарисем (1)

Харитонова Анастасия
Пĕр пуян çемьере арçын ача çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ чунтан савăннă: пĕртен пĕр ачи-çке-ха. Вĕсем ăна темиçе çул кĕтнĕ. Савăнăç тени тинех вĕсем патне те çитнĕ. Арçын ачана Савтей ят панă. Питĕ ачашласа ӳстернĕ çак ачана: мĕн ыйтни йăлтах ун умĕнче пулнă, нимрен те чару пулман. Çавăнпа та хăйне çеç юратса ӳснĕ Савтей. Никама та юратман, хĕрхенмен, пулăшман вăл, пур-çукшăнах кӳрентерме те вăтанман. «Çăкăр-тăвар хире-хирĕç», — теççĕ çав. Ку ачана хăйне те ял çыннисем килĕштерсех кайман, анчах та кун çинчен никам умĕнче те çăвар уçса каламан. Мĕншĕн тесен Савтейĕн ашшĕ ăна питĕ хӳтĕленĕ, уншăн такама та тем тума хатĕр пулнă.
Çак ялтах тепĕр урам вĕçĕнче чухăн çын çемйинче Чунпи ятлă хĕр ача пурăннă. Вăл Савтей пек мар, пачах урăхла пулнă. Çын хуйхи-суйхине сăмахсăрах ăнланнă, пулăшма васканă, пурне те ырă суннă. Çынсене те, чĕр чуна та чунтанах юратнă. Хăй вăл ытарма çук чипер хĕр пулнă: яшта ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2012 | Миçе хут пăхнă: 1259 | Кам хушнă: selime | Хăçан:17.02.2013 | Комментарисем (0)

Кузнецова Лидия
Эй, çынсем! Мĕншĕн эсир тăван çĕре юратми пултăр-ши? Сывлăш таса мар, пур çĕрте те çӳп-çап, йывăç-курăк та ешермест, чĕр чунсем те сахалланса юлчĕç. Çыннисем те салху, кичем. Мĕн тумаллине никам та пĕлмест. Вĕсем хăйсем айăплă-çке.
Çак çĕр пичĕ юхăннă вăхăтра пĕр çемьере пиллĕкмĕш ывăл çуралать. Ăна Ырван ят параççĕ. Вăл ăслă та тавçăруллă ача пулнă. Асламăшĕ ăна темиçе çул каялла çĕр пичĕ еплерех илемлĕ пулнине, çынсем пуян та телейлĕ пурăннине каласа парать. Ырван вара çав илеме куçпа та курман.
Каччă шутне кĕнĕ Ырван пĕррехинче сĕм çĕрле куçне темле çутă çинипе вăранса каять. Пăхать те — ун умĕнче палламан хĕрарăм тăра парать. Хăй шап-шурă кĕпепе, çӳçĕ сап-сарă. Ырвана çак хĕрарăм Турă пекех туйăнса каять. Яш каччă малтанах хăраса ӳкет. Анчах та çак хĕрарăмран темле ырăлăх тапса тăнине сиссе лăпланнă пек пулать. 
— Эсĕ ан хăра манран. Эпĕ — Ырă Сывлăш, Çĕрпи тесе чĕнеççĕ. Мана ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2012 | Миçе хут пăхнă: 1252 | Кам хушнă: selime | Хăçан:17.02.2013 | Комментарисем (0)

Григорьева Елена
Ашшĕпе амăшĕн питĕ илемлĕ хĕр ача çуралнă. Ăна Чиперпи ят панă. Унăн çӳçĕ хĕвел пек сап-сарă пулнă, йăлтăртатса тăнă. Куçĕсем вара… Янкăр тăрă пĕлĕт тĕслĕ, кăн-кăвак. Тути кĕлчечек пек хĕп-хĕрлĕ. Хитре çеç мар, ĕçчен те пулнă Чиперпи. Ашшĕ-амăшне те пулăшнă, урамри ачасемпе те выляма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем хушшинче вăл чи хитри, чи ăсли, чи маттурри пулнă. Çемьере урăх ача пулман. Çавăнпа та Чиперпи пĕчченех ӳснĕ. Кил таврашĕнче йытă та, кушак та тытман. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен хĕрне куç пек сыхланă, питĕ-питĕ юратнă. Сасартăк тем пуласран сыхласах çӳренĕ.
Пĕр каçхине çывăрма выртсан Чиперпин ниепле те ыйхи килмен. Пӳртĕнче тĕттĕм. Ашшĕпе амăшĕ, кунĕпе ĕçлесе ывăннăскерсем, часах çывăрса кайнă. Чиперпи ыйхă вĕçсе кайнипе урама тухса кĕме шухăшлать. Урамра тӳлек çанталăк иккен. Çӳл тӳпере çăлтăрсем выляççĕ, уçă çил вĕрсе иртет, хушăран йытă сассисем илтĕнеççĕ. Пӳрт умĕнчи сак çине ларать те Чиперпи çă ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2012 | Миçе хут пăхнă: 579 | Кам хушнă: selime | Хăçан:17.02.2013 | Комментарисем (0)

Категори: Пирĕн пултарулăх - 2012 | Миçе хут пăхнă: 554 | Кам хушнă: selime | Хăçан:17.02.2012 | Комментарисем (0)

Категори: Пирĕн пултарулăх - 2012 | Миçе хут пăхнă: 593 | Кам хушнă: selime | Хăçан:17.02.2012 | Комментарисем (0)

« 1 2 3 4 5 6 ... 8 9 »
Шырав
Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz