Тунтикун, 06.05.2024, 01:51
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Ял хĕрринче пĕр 50-60 çулхи йăмра ларнă. Ăна ял çыннисем темшĕн ылтăн йăмра тенĕ. Ваттисем ун çинчен çапла каланă: «Кам ылтăн йăмрана тытать, çавă йăмра хуралçи пулать», — тенĕ. Çавăнпа та çак йывăç патне никам та çӳремен. Ватă çынсем ачасемпе çамрăксене йăмра патне каймалла маррине асăрхаттарсах тăнă. Йăмра хĕлĕн-çăвĕн пĕчченех кашласа ларнă.
Ял çыннисем шыв ăсма йăмра патĕнчи çăла çӳренĕ. Йăмра çине пăхкаласа илнĕ-ха шыв ăсакансем, анчах ун патне çывăха пыман.
Пĕр ирхине амăшĕ Терука шыв ăсма ячĕ. Амăшне пулăшма хăнăхнă арçын ача икĕ витре илчĕ те çăл еннелле утрĕ. Çăл патне çитсен витрисене тултарчĕ те каялла кайма хатĕрленчĕ. Çав вăхăтра йăмра ылтăн тĕспе çуталса кайрĕ те Терука хăй патне чĕннĕ пек туйăнчĕ. Арçын ачана темле вăй ылтăн йăмра патнелле уттарчĕ. Йывăç патне çитсен Терук хăй сисмесĕрех йăмра вуллине ярса та тытрĕ ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 935 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан:18.12.2013 | Комментарисем (0)

Хумккапа амăшĕ питĕ килĕштерсе пурăнатчĕç. Амăшĕ ăнсăртран чирлесе кайрĕ те урăх ура çине тăраймарĕ. Ялти Липпа ятлă ăрăмçă-сиплевçĕ те сыватаймарĕ Хриççа карчăка.
Хумкка пĕчченех тăрса юлчĕ. Вăл ашшĕпе амăшĕн пĕртен-пĕр ывăлĕччĕ. Унăн ашшĕ пилĕк çул каялла чире кайса вилчĕ. Амăшĕ вара арçын ачана пĕчченех ӳстерчĕ. Халĕ Хумкка вун саккăрта ĕнтĕ, хăйне хăй пăхма пултарать. Çапах та питĕ кичем ăна. Ялта унăн таванĕсем те çукпа пĕрех.
Пурăнать çапла Хумкка ашшĕ-амăшĕнчен юлнă паян-ыран йăтăнса анас пек пĕчĕк кивĕ пӳртре пĕчченех. Çанталăкĕ кĕр енне сулăннă май пӳртре те сивĕ туйăнать. Хутса ăшăтма вара вутти те çук. «Мĕн тăвам-ши?» — шухăшлать каччă.
Хумкка çурчĕ умĕнче ашшĕ лартса хăварнă йăмра йывăççи ӳсет, вăл та пĕчченех кашласа ларать. «Йăмрана касас та вутă тăвас, пӳрте хутса ăшăтас, кăмака улми пĕçерсе çиес&raqu ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 504 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан:18.12.2013 | Комментарисем (0)

Манăн асанне мана питĕ кăсăклă халапсем каласа пама юратать. Сире те каласа парам-ха. Интереслĕ пулĕ-и вăл — пĕлместĕп, çапах та вулама ан ӳркенĕр.
Пысăк мар ялта пĕр хĕр пурăннă. Унăн тăватă йăмăкĕ тата шăллĕ пулнă. Хĕр упраçа Телейпи тесе чĕннĕ. Вăл питĕ илемлĕ, тирпейлĕ те таса, хитре чакăр куçлă, çемçе саслă, вăрăм хура çӳçлĕ пике пулнă. Телейпи кунĕпе пахчара, кил-çуртра ĕçленĕ. Кĕçĕнннисемпе те лармалла, апат-çимĕç те хатĕрлемелле, выльăх-чĕрлĕхе те пăхмалла. Ашшĕ пулнă-ха, анчах та вăл пĕр çул каялла чирлесе вилнĕ. Амăшĕ ăçта, унпа мĕн пулнине ашшĕ пĕрре те каласа паман.
Пĕррехинче, ĕçлесе ывăннă хыççăн, килтисем пурте çывăрса кайсан Телейпи Çавал юхан шывĕ еннелле утнă. Çак юхан шыв хĕррипе тĕлĕнмелле хитре тавралăх иккен: çаран çинче тем тĕрлĕ капăр чечек ӳсет, вĕсем çийĕн чĕвĕлти кайăксем юрласа çаврăнаççĕ. Хĕвел хĕртнĕçемĕн Çавал хăй патне шыва кĕрсе уçăлмашкăн илĕртет. Акă кунтах хăйĕн вăрăм çулçиллĕ турачĕсемпе пĕркенсе пĕр йăмра ларать. Телейпи ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 549 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан:16.12.2013 | Комментарисем (0)

Ялта кашни килтех кушак пур. Тимруксен çемйи те кушака питĕ юратать. Вĕсен пурĕ виçĕ кушак. Вĕсем виççĕшĕ те пĕчĕкренех пĕрле выляса ӳсеççĕ. Вĕсем пĕринчен тепри хитререх. Çавăнпа та çурасене кайса пăрахма шел тесе виççĕшне те усраççĕ.
Пĕррехинче кӳршĕ хĕр ачи Лисук Тимруксем патне выляма пырать. Ачасен вăййине кушаксем те хутшăнаççĕ. Хĕрсе вылянă вăхăтра хура тĕслĕ кушакки Лисука чĕрмелесе пĕтерет. Лисук чăтайманнипе сасăпах макăрса ярать. Çакăншăн Тимрук кушака ятласа та илет, пӳрнепе юнаса: «Ачасене тивмелле мар, хитре вылямалла, вĕсем сире юратаççĕ вĕт. Акă эсĕ халь Лисука кӳрентертĕн, вăл сан пата урăх выляма килмест», — тет.
Хăй ашкăнса вылянишĕн кулянса кушак пӳртрен тухать те ансăр сукмакпа вăрманалла утать. Пырсан-пырсан вăрман хĕрринчи пĕр йывăç патне çитсе чарăнать. Пуçне çĕклесе пăхать те — хăй умĕнче йăмра тăнине курать. Савăнса кайнипе унпа калаçма пуçлать:
— Ырă кун пултăр, йăмра!
— Саншăн та кунĕ ырă пултăр, кушак!
— Сана кунта кунĕн- ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 550 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан:16.12.2013 | Комментарисем (0)

Çуллахи вăхăтра Тавит пахчаран кĕме те пĕлмест. Мĕнле йывăç кăна çук унта! Улма-çырла йывăççисем çуркунне шап-шурă чечеке лараççĕ, çуллапа кĕркунне вара çимĕçĕпе савăнтараççĕ. Çак йывăçсене пурте юратаççĕ. Шăрăх çанталăкра вĕсене шăвараççĕ, çĕрĕ хытса кайсан — кăпкалатаççĕ. Кил хуçисемшĕн пĕтĕм савăнăç — пахчара.
Пахча вĕçĕнче пĕр йăмра тунсăхласа ларать. Ун патне пырсах та каймаççĕ, пăхмаççĕ те, ун çинчен аса та илмеççĕ. Ӳсет, çитĕнет йăмра. Темшĕн çак йывăç Тавита питĕ килĕшет. Пахчана тухсан вăл кашнинчех йăмра патне пырса тăрать те унпа калаçать. Тавит калаçать — йăмра чĕнмест. Майĕпен-майĕпен йăмра сасси те илтĕнкелеме пуçлать: паян — хулленрех, ыран — хытăрах. Çапла йăмрапа Тавит туслашсах каяççĕ. Арçын ача йăмра çинчен ашшĕ-амăшне пĕр сăмах та каламасть, каласан та — вĕсем ĕненмеççĕ.
Пĕр ирхине Тавит йăмра патне пырса тăрсан лешĕ тӳрех савăнăçлăн калаçма пуçлать: «Пĕлетĕн-и, манăн пĕр пысăк ĕмĕт пур. Тĕнче уçлăхне çул çӳреве каяс килет манăн. Санăн пĕр ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 553 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан:16.12.2013 | Комментарисем (0)

Пĕлетĕп эп вăрçă çинчен 
Ват асатте каланинчен.
Эп пит  шеллетĕп ват çынна –
Куççуль юхать куçĕсенчен.

Куççуль тăкмасăр май та çук,
Вăрçă пынă тăватă çул.
Çĕкленнĕ халăх паттăрла
Вăрçма тискер тăшманпала.

Вилĕм пăхсассăн та куçран –
Ман асаттеçĕм парăнман.
Шывра путман, вутра çунман,
Пĕр утăм каялла чакман.

Тăван çĕре хăтарасса,
Çĕнтерÿпе таврăнасса
Шанса кĕрешнĕ асатте –
Ăна пит кĕтнĕ асанне.

Кăкăр тулли медаль çакса
Вăл таврăннă тăван яла.
Вăл халĕ те чыс-хисепре,
Вăй-хал парса тăрать пире.

Тăхăр вунна халь çывхарать,
Чăн-чăн салтак вăл, ветеран.
Пире ăс-тăн, тĕслĕх парать –
Курасшăн хăй пекех хастар.

«Тухмаççĕ вăрçă çулĕсем –
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 974 | Кам хушнă: selime | Хăçан:10.11.2013 | Комментарисем (1)

Раççей гербĕ хĕрлĕ тĕслĕ,
Варринче ун – ăмăрт кайăк.
Ăмăрт кайăк ылтăн тĕслĕ,
Икĕ пуçлă, ик çунатлă.

Çуначĕсене вăл сарнă
Пит мăнаçлăн та сулмаклăн.
Варринче, ав, юланутçă –
Курăнать вăл пит хастаррăн.

Çак элем çине пăхсассăн
Палăрать çĕр-шыв шăпийĕ:
Ун кун-çулĕ, ун асапĕ,
Унăн савăнăç-мăнаçĕ.

Çирĕп кайăкăн сăнарĕ:
Раççей çĕрĕ, пĕтĕм халăх,
Питĕ анлă уйĕ-хирĕ –
Иксĕлми пуян патшалăх.

Çунатне сарса вĕçÿçĕн
Йăлт сăнать пек вăйлă кайăк.
Сарлака иккен çĕр-шывăм,
Пур ун тем те – савăнмалăх.

Хĕвел тĕслĕ ăмăрт кайăк
Çĕр питне çутатнăçемĕн
Ешерет чечек те курăк,
Шăранать тем тĕрлĕ кĕвĕ.

Çĕкленет Раççей çĕр-шывĕ,
Хăй чапне сарать инçе вăл.
Малашне те аталанĕ,
Ун хăвачĕ вайлăланĕ.

Раççей гербĕ – ырă символ…
Ун пĕлтерĕшĕ пит пысăк.
Ирĕклĕн, мăнаçлăн ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 492 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан:10.11.2013 | Комментарисем (0)

Категори: Пирĕн пултарулăх - 2013 | Миçе хут пăхнă: 345 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан:19.05.2013 | Комментарисем (0)

Çӳлте-çӳлте, кăн-кăвак тӳпере, çăлтăрсем пурăннă. Вĕсем ытарма çук хитре пулнă, çĕрле пĕтĕм тĕнчене çутатса тăнă. Çăлтăрсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе туслă пурăннă, усал ĕç тăвасси вĕсен шухăшĕнче те пулман.
Çăлтăрсен пĕр йăла пулнă: çулталăкра пĕрре çĕр çине анса çынсем еплерех пурăннипе кăсăкланмалла, пулăшу кирлĕ пулсан — пулăшмалла. Çак ырă йăлана вĕсем çирĕп тытса пынă. Кашни çулах пĕр-пĕр çутăрах, хастартарах çăлтăра çĕр çине антарнă. 
Виçĕм çул Манмас пулса курнăччĕ çынсем патĕнче. Çĕр çине ура ярса пуссанах халăхăн нушине ăнланса илнĕччĕ вăл. Уйăх ытла çумăр çуман пирки çĕр пичĕ типсе ларнă, йывăç-курăк сарăхса кайнă, тырпул, пахча çимĕç ӳсме пăрахнă, кӳлĕсем ăшăхланнă, çулсем тусанпа витĕннĕ, çынсем шăрăхпа аптăраса çитнĕ, чирлисен шучĕ икĕ хут ӳссе кайнă. Çак хăрушă ӳкерчĕке курсан Манмасăн чĕри хĕссе килнĕ, чунĕ ыратма пуçланă, кăмăлĕ хуçăлнă. Вăл пĕр тăхтаса тăмасăрах каялла тӳпене вĕçсе хăпарнă та çĕр çинчи инкек çинчен Аслă Çăлтăра каласа кăт ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2012 | Миçе хут пăхнă: 717 | Кам хушнă: selime | Хăçан:17.02.2013 | Комментарисем (0)

Юмахсар ялĕ ытти ялсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Çыннисем кăмăллă та лăпкă кунта, ĕçчен те тараватлă. Кашни хăй шухăш-ĕмĕчĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе пурăнать. Пĕр уйрăмлăх çеç пур ку ялта — пурте пĕр-пĕрне юмах каласа пама юратаççĕ. Çавăнпа та хăш-пĕр чухне хăйсене те юмахри пекех туяççĕ вĕсем.
Кĕмĕлпи те юмах итлеме питĕ юратать. Çемьере вăл иккĕмĕш хĕр ача. Унăн аппăшĕ — Ылтăнпи, йăмăкĕ — Пăхăрпи. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Пур — пĕрле, çук — çурмалла вĕсен яланах. Ашшĕпе амăшĕ те килĕштереççĕ, юратаççĕ вĕсене.
Вĕсен пахчинче пĕр тĕмеске пур, çав тĕмеске çинче шурă хурăн ӳсет. Хурăн айĕнче илемлĕ йывăç сак пур. Ку — Кĕмĕлпин чи юратнă вырăнĕ. Каçсерен вăл сак çине тухса ларать те тӳпенелле тинкерсе çăлтăрсен вăййипе киленет. Хăй пĕлекен юмахсене аса илет, çĕнĕ юмахсем шутласа кăларать. 
Акă паян та вăл хăйĕн юратнă вырăнĕнче ларать, янкăр тăрă тӳпери çăлтăрсене сăнать. Унччен те пулм ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2012 | Миçе хут пăхнă: 625 | Кам хушнă: selime | Хăçан:17.02.2013 | Комментарисем (0)

« 1 2 3 4 5 ... 8 9 »
Шырав
Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz