Тунтикун, 06.05.2024, 00:57
Приветствую Вас Гость | RSS

"Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕ

Ыйтăм
Сайта хак парăр, тархасшăн
Пурĕ миçе хурав: 65
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем: 0
Кĕмелли йĕрке

Блог

Доска, компьютер, мел, пукан,
Сĕтел, проектор та экран –
Ку – шкул, пире ăс паракан,
Вĕрентекен, çын тăвакан.
 
Ку шкул вăл хăй пысăк çемье,
Учитель – иккĕмĕш анне.
Ун ачисем кунта нумай –
Пурне те юратать пĕр май.
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 994 | Кам хушнă: selime | Хăçан:28.04.2010 | Комментарисем (0)

Кашни кунах шкула васкатăп,
Ăс-тăн пухатăп, вĕренетĕп.
Ирхи гимнастика тăватăп,
Сывлăхăма  çирĕплететĕп.
 
Тантăшсемпе эп калаçатăп,
Килти ĕçе пăхса тухатăп,
Пурне те ырă кун сунатăп,
Учителе кĕтсе лара ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 713 | Кам хушнă: selime | Хăçан:28.04.2010 | Комментарисем (0)

Учитель маншăн çывăх çын,
Пĕлÿ парать куллен пире.
Хавассăн вăл кĕтсе илет,
Ыр кăмăлпа пуçлать ире.
 
Кунран кун пирĕнпе пĕрле
Утать вăл ăс-тăн тĕнчинче.
... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 665 | Кам хушнă: selime | Хăçан:28.04.2010 | Комментарисем (0)

Хаваспах шкула çÿретĕп.
Ма тесессĕн ман унта
Пур юратнă çын – учитель,
Пултаруллă та ăста.
 
Савăнсах класа кĕретĕп.
Ак, учитель те кĕрет.
... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 682 | Кам хушнă: selime | Хăçан:28.04.2010 | Комментарисем (0)

Вĕрентекен вăл иккĕмĕш анне:
Ăсне-тăнне парать ачасене,
Ăнланать вăл çамрăк чунсене,
Шеллемест вăл хăйĕн вăй-халне.
 
Вĕрентекен вăл иккĕмĕш анне:
Кулянать те савăнать пĕрле, ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 672 | Кам хушнă: selime | Хăçан:28.04.2010 | Комментарисем (1)

Уроксенче ăс панине,
Ыр кăмăлтан калаçнине,
Тĕрĕс çул-йĕр кăтартнине
Эпир манмастпăр нихăçан.
 
Çывăх юлташ пек пулнине,
Ыр тĕслĕх çеç кăтартнине,
... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 772 | Кам хушнă: selime | Хăçан:28.04.2010 | Комментарисем (1)

Çур сăмахран ăнланакан,
Пире ăс-хакăл паракан,
Тĕрĕс çул-йĕр кăтартакан,
Пиртен ырă çын тăвакан…
Кам-ши вăл?
Вăл – пирĕн учитель.
 
... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 643 | Кам хушнă: selime | Хăçан:28.04.2010 | Комментарисем (0)

Ман юратнă кукамай
Ватăлать çул иртнĕ май.
Анчах чунĕ çамрăках,
Çавăншăн ăна тавах.
 
Кукамайăм, кукамай!
Тунсăхлатăп эп пĕрмай.
... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 804 | Кам хушнă: selime | Хăçан:28.04.2010 | Комментарисем (1)

Пĕрремĕш хут ача шкула килет,
Пĕрремĕш хутчен вăл класа кĕрет,
Пĕрремĕш учитель савăнса пăхать,
Пĕлÿ кунĕпе ăшшăн саламлать.
 
Хаваслă туйăм çуралать шкулта:
Кунта юлташсем, учит ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 640 | Кам хушнă: selime | Хăçан:28.04.2010 | Комментарисем (0)

Вăрçă пуçлансассăн пирĕн салтаксем
Паттăр хÿтĕленĕ çĕршыва вĕсем.
Çуннă та арканнă хуласем, ялсем,
Юнлă суранланнă салтак-пиччесем.
 
Мина сирпĕнет-и, снаряд çурăлать,
Тупă перет-и, самолет арканать,
Бомба çурăлать-и, пулемет перет,
Граната сирпĕнет е  пуля лекет …
 
Чĕрĕлле çунтарнă çынсене тăшман,
Пенĕ те пăрахнă – шутласа тăман.
Çын мар вăл, мĕнле-ха çын тесе калан…
Çылăхĕ пит пысăк, мĕнле каçаран?  
 
Ытла та хăрушă, ытла та хаяр…
Кун пек вăрçа урăх эпир курар мар.
Чăтнă, шăла çыртнă – каялла чакман.
Вăрçнă та кĕрешнĕ, нимрен  хăраман.
 
Çĕнтерÿ салючĕ янраса кайсан
Савăнăçпа хурлăх пулнă-тăр пĕр тан.
Вилнĕ, çухалнă – таврăнман вăрçăран…
Кĕтнĕ тăванĕ – шанчăкне çухатман.
 
Çухату, ин ... Малалла вула...»
Категори: Пирĕн пултарулăх - 2010 | Миçе хут пăхнă: 657 | Кам хушнă: selime | Хăçан:20.04.2010 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 6 7 8 9 »
Шырав
Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТунЫтлЮнКĕçЭрнШăмВыр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz